Горшков Николай
Горшков Николай Семенович (1924, Первомайски (Патăрьел районĕ), Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1943 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, Моросовка[d], Донецк облаҫӗ[d], Украина Советлӑ Социализмлӑ Республики, СССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1924 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗн Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ (халӗ — Чӑваш Республикин Патӑрьел муниципаллӑ округӗн Первомайски) ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Первомайски шкулне вӗренсе пӗтернӗ (1940). 1941—1942 ҫулсенче Первомайски районӗн «Коммунар» хаҫатӗнче ӗҫленӗ[1].
1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне тухса кайнӑ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑрҫӑ хирӗнче Украина ССРӗн Сталин облаҫӗнчи (халӗ — Донецк Халӑх Республики) Славянск районӗнчи Моросовка ялӗ патӗнче пуҫ хунӑ. Ӑна Славянск районӗнчи Мирна ялӗнче пытарнӑ.
Пултарулӑх
Унӑн сӑввисем район тата республика хаҫачӗсенче пичетленнӗ.
1973 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене пухса Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Вӗҫлеймен юрӑсем» кӗнекере ун ҫичӗ сӑвви пичетленнӗ: «Юлташа кӗтетӗп», «Телейлӗ ачасем», «Самолетпа килтӗм», «Комиссар пурнӑҫӗшӗн», «Туслӑх курки», «Тӑван ялӑн йӑмраллӑ урамӗ», «Ҫеҫенхирӗн вӗҫсӗр талкӑшпе»[2].
Кӗнеке
- Вӗҫлеймен юрӑсем: Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑк авторсен сӑввисем / кӗнекене Г. Лукоянов пухса хатӗрленӗ; ум сӑмахне ҫыраканӗ А. Алга; редакторӗ Ю. С. Семенов; художникӗ С. А. Владимиров. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112 с. — сӑн ӳкерчӗксем.
Ҫемье
Авланман пулнӑ. Амӑшӗ — Мария Спиридонова[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Горшков Николай Семенович. Истории ветеранов Великой Отечественной войны — Первый канал (выр.). veterani.1tv.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Г. В. Лукоянов. Вӗҫлеймен юрӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112. — С. 19-26.
- ^ Горшков Николай Семенович (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.