Вакку Марина Ивановна
Вакку Марина Ивановна (ҫур. 1973 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей вӗрентекенӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (2022).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1973 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ. 1980—1983 ҫулсенче Чӑрӑшкассинчи пуҫламӑш шкулта, 1983—1990 ҫулсенче Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1991—1996 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ, 1996 ҫулта «Чӑваш чӗлхипе литератури. Филолог. Журналист» специальноҫпа вӗренсе пӗтернӗ. 1996 ҫултан пуҫласа Шупашкар районӗнчи «Кӳкеҫ лицейӗ» пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан муниципаллӑ бюджет учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ пулса вӑй хурать.
Петрова Н. А. хатӗрленӗ вӗренекенсем 2017—2020 ҫулсенче чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадин республика этапӗнче малти вырӑнсем йышӑннӑ, вӗрентекен Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн премине тивӗҫнӗ (2017, 2018, 2019, 2020).
2019 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадин призёрне хатӗрленӗшӗн Петрова Н. А. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн укҫан парнине тивӗҫнӗ (50 пин тенкӗ).
Хисепӗсем
- Шупашкар районӗн Вӗренӳ управленийӗн Хисеп грамоти (2009);
- Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп грамоти (2016);
- Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Хисеп грамоти (2019);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (2022).
Ҫемье
- Мӑшӑрӗ — Вакку Григорий Владиславович, журналист, эстрада юрӑҫи, аслӑ шкул вӗрентӳҫи.
- Ывӑлӗ — Саша.
- Мӑнукӗ — Денис.