Кабалин Иван Андреевич
Кабалин Иван Андреевич (1923 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ, Александровка, Ҫӗрпӳ уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ — 1982 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ, Канаш, Чӑваш АССР) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 3-мӗш Украина фрончӗн 6-мӗш ҫарӗн 25-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 78-мӗш гварди стрелоксен полкӗн миномёт ротин отделени командирӗ, кӗҫӗн лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Чӑваш автономи облаҫӗнчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Александровка ялӗнче (халь Чӑваш Республикинчи Комсомольски районне кӗрет) рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. 7 класс пӗтернӗ. 1938 ҫулта шкултан вӗренсе тухсан ҫемйи Канаш хулине пурӑнма куҫнӑ. Канашри вакун юсакан заводра токарь пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫара Чӑваш АССР Канаш райвоенкомачӗ 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсенче 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫласа кӗнӗ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата 3-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Курск ҫапӑҫӑвне, Харьковпа Украинӑри Днепрӑн сулахай ҫыран енне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Иван Кабалин 1943 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче Днепрӑн сылтӑм ҫыранӗнчи плацдарма анлӑлатнӑ чухне тӑшманӑн контратакисене сире-сире янӗ май 250 ытла нимӗҫ салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ, фашистсен пилӗк пулемётне аркатнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи Указӗпе Кабалин Иван Андреевич гварди сержантне ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне (№2527) тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1955 ҫултанпа — саппасра. Куҫӑн мар мелӗпе 1956 ҫулта Улатӑрти чукун ҫул транспорчӗн техникумне, 1964 ҫулта Тбилисири чукун ҫул транспорчӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ. Канашри вакун юсакан заводра токарь пулса ӗҫленӗ. Институт хыҫҫӑн Украина ССРӗнчи Черкасс облаҫӗнчи тата Карел АССРӗнчи предприятисенче инженерта вӑй хунӑ. 1969 ҫулхи ака уйӑхӗнчен — Канашри вакун юсакан заводра диспетчер [1]
1982 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Канашра вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ[2](22.02.1944);
- Ленин орденӗ;
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 степеньлӗ орденӗ[3] (25.02.1944);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ[4] (13.02.1943);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль[5];
- медальсем.
Астӑвӑм
- Унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ[6].
- Комсомольски салинче Кабалин И. А. бюстне вырнаҫтарнӑ, вӑл вӗреннӗ шкул ҫурчӗ ҫине — асӑну хӑми.
- Чӑваш Республикинчи Комсомольски салинче И. А. Кабалина халалласа урам (микрорайон) ятне панӑ.
- Канаш хулинче И. А. Кабалин ячӗпе лицей тата урам хисепленсе тӑраҫҫӗ.
- Канаш хулинче тӗп лапамра унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Канашри И. А. Кабалин ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Паттӑр партти» вырнаҫтарнӑ[7].
Вуламалли
- Иван Кабалин (1923-1982) // Хыпар. — 2020. — 6 пуш/март. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
- Мокин, А. «Вӑрҫӑ тури» / А. Мокин // Хыпар. — 2008. — 21 чӳк. — С. 4.
- Совет Союзӗн Геройӗ Иван Кабалин // Хыпар. — 2015. — 28 ҫурла. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.. — См. текст
- Совет Союзӗн Геройӗсене манар мар, вӗсем ҫӗнтерӳшӗн пурнӑҫне шеллемен // Каҫал ен (Комсомольски районӗ). — 2009. — 21 нарӑс. — С. 2.
- «Гордитесь своим сыном» // Астӑвӑм = Память. — Чебоксары, 2004. — Ч. 2 : т. 2. — С. 264.
- Долг каждого из нас — хранить память // Канаш. — 2018. — 5 дек. (№ 91). — С. 2 : фот.
- Кабалин Иван Андреевич // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Кабалин Иван Андреевич // Страницы памяти: Канашцы о войне, товарищах, о себе. — Канаш : Б.и., 1995. — С. 217-220.
- Ксенофонтов, Г. Н. Кабалин Иван Андреевич / Г. Н. Ксенофонтов // Энциклопедия Комсомольского района. — Чебоксары, 2009. — С. 244.
- Михайлов, В. М. Кабалин Иван Андреевич / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 195.
- Михайлов, В. М. Кабалин Иван Андреевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 169.. — См. текст
- Мурышкин, Н. Гвардейский огонь по врагу / Н. Мурышкин // Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980. — С. 208-210.
- Пчелкина, А. Улицы Победы / А. Пчелкина // Канаш. — 2020. — 3 июля. — С. 4 : фот.
Ӑнлантарусем
- ^ http://www.nbchr.ru/People_work/html/K/065_kabalin.htm.
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=18714896&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=30497959&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=18068099&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1534952440&tab=navDetailManAward
- ^ https://gkan.cap.ru/action/activity/arhiv-sobitij/2020-god/2020-god-god-pamyati-i-slavi/75-aya-godovschina-pobedi-v-velikoj-otechestvennoj/kanashci-geroi-sssr/kabalin-ivan-andreevich?ysclid=m24gul0oco241617078
- ^ https://kanash.bezformata.com/listnews/sovetskogo-soyuza-ivana-kabalina/116088433/
Каҫӑсем
- https://наследиечувашии.рф/russian/%D0%BA%D0%B0%D0%B1%D0%B0%D0%BB%D0%B8%D0%BD-%D0%B8%D0%B2%D0%B0%D0%BD-%D0%B0%D0%BD%D0%B4%D1%80%D0%B5%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87-%D0%B3%D0%B5%D1%80%D0%BE%D0%B9-%D1%81%D0%BE%D0%B2%D0%B5%D1%82%D1%81%D0%BA/?ysclid=m24fsijazq799203190
- https://www.warheroes.ru/hero/hero.asp?Hero_id=9893
- http://www.nbchr.ru/People_work/html/K/065_kabalin.htm
- https://gkan.cap.ru/action/activity/arhiv-sobitij/2020-god/2020-god-god-pamyati-i-slavi/75-aya-godovschina-pobedi-v-velikoj-otechestvennoj/kanashci-geroi-sssr/kabalin-ivan-andreevich?ysclid=m24gul0oco241617078
- https://pamyat-naroda.ru/heroes/podvig-chelovek_nagrazhdenie18714896/?ysclid=m24l4ymud6377682640
- https://kanashen.ru/2020/12/09/%D1%81-%D0%BA%D0%B0%D0%BD%D0%B0%D1%88%D1%81%D0%BA%D0%B8%D0%BC-%D0%BA%D1%80%D0%B0%D0%B5%D0%BC-%D1%81%D0%B2%D1%8F%D0%B7%D0%B0%D0%BD%D1%8B-%D0%B8%D0%BC%D0%B5%D0%BD%D0%B0-%D1%88%D0%B5%D1%81%D1%82%D0%B8/?ysclid=m24l61qxrb411769789
- https://podvignaroda.ru/?#id=18714842&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=18068035&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=30497952&tab=navDetailDocument
- https://podvignaroda.ru/?#id=1534952364&tab=navDetailDocument
- https://infourok.ru/metodicheskaya-razrabotka-po-vospitatelnoj-rabote-urok-muzhestva-geroyu-vojny-patriotu-chuvashii-ivanu-andreevichu-kabalinu-posv-4024714.html?ysclid=m24m2n39er791284437
- https://kanash.bezformata.com/listnews/sovetskogo-soyuza-ivana-kabalina/116088433/