Патмар Эдисон Иванович

Эдисон Иванович Патмар (ҫур. 1955 ҫулхи акан 11-мӗшӗ, Яманак ялĕ, Красноармейски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш ҫыравҫи, сăвăçи[1].

Раççей çыравçисем пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Чăваш Енĕн Красноармейски районӗнчи Яманак ялĕнче 1955 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.

Амăшĕ — Ольга Ивановна, ашшĕ — Патмар Иван Анисимович[2]. Ольга Ивановна культура ĕçтешĕ пулса юнашар ялта библиотекăра ĕçленĕ.

1972—1976 çулсенче Ӗренпур хулинче аслă ҫар училищинче вӗреннӗ. 1979 çулта Киев хулинче 10-мĕш ЦК УПСра вĕреннĕ. 2003 çулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чăваш филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ.

1993 çулта запаса тухнă, запасри кĕçĕн полковник.

Запасра, 1998 çулччен «Патмар» кĕнеке издательствине ертсе пынă, пĕр вăхăт, 1995 çулта, «Защитник Отечества» хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1998 çулччен хăй çырнă хайлавсене, аттен ĕçĕсене редакцилесе, ытти çыравçăсен сăвви-калавне хакласа кĕнекесем кăларнă. Кайран, вĕрентекенсен тата тĕрлĕ çыравçăсен сĕнĕвесене шута илсе, икĕ журнал уçнă — «Халăх ăс-хакăлĕ» тата «Халăх ăс хакăлĕ» библиотеки». 2003—2004 çулсенче Чăваш республикин вĕрентӳ институчĕнче аслă преподаватель пулса ĕçленĕ. 2005—2011 çулсенче «Капкăн» журнал редакторĕ. 2012 ҫултан – «Халах ӑс-хакӑлӗ», «Чебоксарский юмор», «Халӑхсен ӑс-хакӑлӗ» журналсен никӗслевҫи тата редакторӗ.

Пӗрремӗш сăвви «Ял пурнӑҫӗ» хаçатăн 1970 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 156-мĕш (3197) номерĕнче пичетленнĕ.

Обществӑлла ӗҫӗ

  • Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлехӗн пайташӗ;
  • Чӑваш халах академийӗн академикӗ;
  • Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗ.

Ҫемье

Мăшăрĕ — Татьяна Петровна, педагог. Ывалӗ — Сергей.

Хисепӗсем

  • Нестӗр Янкас ячĕллĕ парне лауреачĕ;
  • Алексей Талвир ячĕллĕ парне лауреачĕ;
  • Спиридон Янтуш ячӗллӗ парне лауреачӗ;
  • Артур Беккерăн ылтăн тата пăхăр медалĕсем;
  • Чăваш халăх академикӗ;
  • медальсем.

Кĕнекесем

  • Патмар, Э. И. Нӳхрепри миллионер : повеҫсем / Эдисон Патмар ; [Иванова Э. И. редакторӗ]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2016. — 57 с.;
  • Патмар, Э. И. Пурнӑҫ улӑпӗсем : [очерксем] / Эдисон Патмар. — Шупашкар : Перфектум, 2023. — 64, [1] с. : ӳкерчӗксем;
  • Патмар, Э. И. Телей ҫӑлтӑрӗ — гимнази директорӗ : [Г. И. Юлмасова — Трак гимнази директорӗ] / Э. И. Патмар; [О. М. Степанова ум сӑмахӗ]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2010. — 23 с. : ил., портр.;
  • Патмар, Э. И. Тӗлӗкре : [тӗрлӗ чӑваш ҫыннисенчен пухнӑ тӗлӗксен пӗлтерӗшӗсем] / Эдисон Патмар. — Шупашкар, 2001. — 29 с.;
  • Патмар, Э. И. Торӑ панӑ хирург : Соколов Станислав Сергеевич тухтӑра халалласа / Эдисон Патмар. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2021. — 122 с., [10] л. ил. : ӳкерчӗксем;
  • Патмар, Э. И. Дорога длиною в жизнь : [воспоминания] / Э. И. Патмар, Г. И. Ракчеев. — [Чебоксары : Новое Время], 2012. — 95 с. : ил., цв. ил., портр.;
  • Патмар, Э. И. Сага о чувашском королевстве : роман / Э. И. Патмар. — Чебоксары : б. и., [2020]. — Кн. 1. — 183 с.;
  • Патмар, Э. И. Служим России : (династия Павловых 400 лет бережет и славит Россию) / Э. И. Патмар. — Чебоксары, 2014. — 33 с.;
  • Патмар, Э. И. Ступени жизни : [рассказы о Николаеве Викторе Степановиче] / Э. И. Патмар; [ред. Вишневский В. А.]. — Чебоксары : [б. и.], 2015 (ЧГИГН). — 59 с. : ил., портр.
  • Чăваш календарĕ (1996)
  • Чăваш календарĕ (1998)
  • Сана валли, чăваш ачи
  • Халăх ăсĕ юрату çинчен
  • Улахра
  • Яманак ял ĕçченĕн календарĕ
  • Чăваш ялĕ
  • Ӗненме юрать-и?
  • Манăн ял курăкĕсем
  • Çул хуçи
  • Чун
  • Вулас килет, пĕлес килет
  • Упи ялĕ
  • Кил ăшши
  • Ан ятлаç
  • Ытамра 31 минут
  • Чăвашла-китайла-украинла калаçу кĕнеки
  • Тĕлĕкре (калавсем)
  • Чăвашлах пурăнам-ха. (Сергеев В.И. 60 çула çитнине халалласа)
  • М.И. Скворцов - 70 çул. Ăслăлăх çулĕпе
  • Сăра пички
  • Алтăр çăлтăр çулĕпе. Иван Патмар - çыравçă, фольклорист, сăвăçă
  • Чĕлхе тымарĕ патне. А.П. Хусанкай 55 çул
  • Çут çăлтăр. Августа Уляндина çинчен
  • Чăваш халăх культури
  • Алă çул - паллă çул. С.П. Иванов 50 çул тултарнине халалласа
  • Yamanak
  • В 50 жизнь только начинается
  • Есть такой союз
  • Деревня
  • Хозяин дороги
  • У нас побывал Президент
  • Мое училище – моя история. История ядринского лицея
  • Батраки
  • Добро пожаловать в деревню

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://chuvenc.ru/show_Person/3808 (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ На слуху и на виду — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Патмар, Э. И. Я песчинка… Я травинка… Я дуб! : [автобиогр. повесть] / Патмар Э. И. ; [науч. ред. Вишневский В. А.]. — Чебоксары, 2015. — 78, [4] с. : ил., портр.;
  • Айдаш, Ю. Йӑваш парать сана чӑваш : [Эдисон Патмар ҫинчен] / Ю. Айдаш // Хыпар. — 1996. — 5 раштав;
  • Васильева, М. Эдисон Патмар Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче пулчӗ / М. Васильева // Пирӗн пурнӑҫ (Хӗрлӗ Чутай районӗ). — 2008. — 16 январь. — С. 3;
  • Гурьева, С. 149-мӗш кӗнеки — вулакан аллинче / С. Гурьева // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2015. — 28 ака. — С. 2 : сӑнӳкерчӗк;
  • Данилов, В. «Чӑваш салтакӗ» / В. Данилов ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2012. — 8 ҫӗртме. — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Данилов, В. Эдисон Патмарӑн 151-мӗш ӗҫӗ : [Эдисон Патмарӑн «Нӳхрепри миллионер» кӗнеки ҫинчен] / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2016. — 19 ҫурла. — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Ендеров, В. Ашшӗн пехилӗ ҫул уҫса пырать : Эдисон Иванович Патмар 60 ҫул тултарчӗ / В. Ендеров // Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн хыпарӗсем = Вестник Чувашской народной академии наук и искусств. — 2015. — № 1. — С. 168-170;
  • Кузьмина, Ю. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн ҫӳпҫине пуянлатакан / Ю. Кузьмина // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2020. — 10 ака (№ 25). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Патмар, Э. И. Хаҫат тӗпелӗнче — Эдисон Патмар ҫыравҫӑ / Э. И. Патмар ; В. Данилов ҫырса илнӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2015. — 13 пуш. — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Семенов-Савруш, А. Академиксем — Аксу районӗнче / А. Семенов-Савруш ; И. Каргин сӑн ӳкерчӗкӗ // Сувар (Тутартсан). — 2016. — 16 авӑн (№ 36). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Тусли, Г. Ырӑ кӑмӑллӑ чӑваш / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2018. — 25 ҫу. — С. 7;
  • Во всем настоящий полковник // Советская Чувашия. — 2015. — 6 мая (№ 72). — С. 3 : фот.;
  • Ендеров, В. А. Патмар Эдисон Иванович / В. А. Ендеров // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 375;
  • Кутьина, Л. Сын продолжил дело отца / Л. Кутьина // Пенсионер Чувашии. — 2023. — 11 июля (№ 26). — С. 11 : фот.;
  • Михайлов, В. М. Патмар Эдисон Иванович / В. М. Михайлов // Энциклопедия Красноармейского района. — Чебоксары, 2018. — С. 429;
  • Патмар Эдисон Иванович // Чувашская народная академия. — Чебоксары, 2017. — С. 133-134;
  • Патмар Эдисон Иванович // Чувашские народные академики : биобиблиогр. справ. — Чебоксары, 2005. — Вып 1. — С. 104;
  • Патмар Эдисон Иванович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. — Чебоксары, 2005. — С. 65;
  • Патмар Эдисон Иванович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 323.