Енĕш Виталий Григорьевич

Енĕш Виталий Григорьевич (чăн хушамачĕ Григорьев; 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ, Пратьякас Енĕш, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2025 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей чăваш ҫыравçи, сăвăçĕ, тăлмачĕ, драматургӗ.

СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1978).

Пурнăçĕ

Виталий Енĕш 1941 ҫулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕ Чăваш АССРĕн Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă.

1981 ҫулта Мускаври А. М. Горький ячĕллĕ Литература институчӗ(выр.)чăв. çумĕнчи аслă литература курсĕсене вӗренсе пĕтернĕ[1][2].

1964 ҫулта Ҫтерлӗ хулинче станок тăвакан заводра, сода-цемент комбинатĕнче ĕçленĕ. 1965 ҫултанпа Пушкăрт АССРĕнчи Авӑркас районĕн «Çĕршыв çулĕ» хаçачĕн редакцийĕнче вăй хунă[1].

1970 ҫултанпа Шупашкарта «Капкăн» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ: литература уйрăмĕн заведующийĕ, яваплă секретарь, 1977 ҫултанпа — тĕп редактор çумĕ[3].

Чăваш АССР Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн литконсультанчĕ, СССР Литфончĕн чăваш уйрăмĕн директорĕ пулнă[3].

1995–1997 ҫулсенче Пушкăрт Республикинчи «Урал сасси» хаçатӑн ятарлӑ корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ[4].

Виталий Енĕш 2025 ҫулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕ вилнĕ[3][5].

Пултарулӑхӗ

Виталий Енĕш калавсем, сăвăсем, повеçсем çырнӑ, ăста сатирик[1].

Малтанхи очеркĕ «Ялан халăхпа пĕрле» 1959 ҫулта «Ялав» журналта пичетленнĕ[3].

Пурĕ 15 кĕнекере унăн ĕçĕсем пичетленнĕ.

Сатира калавĕсен пуххисем: «Саваламан сак çинче» (1972), «Вăтăр пĕрмĕш мăкăль» (1976), «Чего им не хватает?» (1982)[1].

1990 ҫулта Чăваш кĕнеке издательстви вырăсла «Самое маленькое государство» кĕнекине кăларнă. Тăлмачĕсем — Анатолий Финько тата Леонид Краснов.

Çавăн пекех вăл чăваш чĕлхине М. Гафури, М. Карим, С. Кудаш, Р. Нигмати тата ытти çыравçăсен ĕçĕсене куçарнă[1]. Библин «Акафистсем» (3 томпа) тата «Кивӗ Завет» (10 кĕнеке) чăвашла тухнă[3].

Унăн хайлавĕсене вырăс, пушкăрт чĕлхисене куçарнă[1].

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли «Ухмах сутти» пьеса ҫырнӑ, ытти халӑх драматургӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарса панӑ.

Кӗнекисем

  • «Саваламан сак ҫинче» (1972);
  • «Вăтăр пĕрмĕш мăкăль» (1976);
  • «Пĕçерккĕ» (1980);
  • «Сĕреке» (1981);
  • «Çĕр тĕрекĕ»;
  • «Çулçă айĕнчи çырла» (1986);
  • «Тӑрӑр, суд килет!» (1986);
  • «Чун кăварĕ» (1987);
  • «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере» (1991);
  • «Пурçăн йăлмак» (1995);
  • «Чи пĕчĕк патшалăх» (2009);
  • «Чăн тĕн букварĕ» (2003);
  • «Чиркӳ çулĕ»;
  • «Чего им не хватает?» тата ыттисем те.

Хисепӗсем

  • Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1992);
  • Иван Мучи ячĕллĕ преми лауреачĕ (1980);
  • Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ (1991);
  • Ф. Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ (1997)[1].

Вуламалли

  • Алексеев, А. Виталий Eнӗш — культура ӗҫченӗ / А. Алексеев // Вучах. — 1991. — 21 окт. (№ 39). — С. 1-2.
  • Артемьев, Ю. Мӗн акатӑн — ҫав шӑтать / Ю. Артемьев // Тӑван Атӑл. — 1986. — № 3. — С. 62-64.
  • Афанасьев, П. Енӗш — ялан пӗрремӗш / П. Афанасьев // Тӑван Атӑл. — 2011. — № 10. — С. 58-64.
  • Виталий Eнӗш // Ҫилҫунат. — 2001. — № 1-2. — С. 8.
  • Волков, А. Пирӗн Eнӗш / А. Волков // Тӑван Атӑл. — 1991. — № 10. — С. 46-47.
  • Енӗш, В. Виталий Енӗш: «Мана ун чухне ҫуллахи кун пулӑшрӗ» : [Виталий Енӗш ҫыравҫӑпа калаҫни / В. Енӗш ; Р. Прокопьева ҫырса илнӗ] // Тивлет. — 2015. — Ҫурла/август (№ 8). — С. 12.
  • Енӗш, В. Виталий Енӗш: Шухӑш виҫӗ тӗрлӗн килме пултарать… : [ҫыравҫӑпа калаҫни / Р. Прокопьева ҫырса илнӗ ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ] // Хыпар. — 2015. — 21 ака. — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Михайлова, А. Вулатӑн — тарӑн шухӑша путатӑн / А. Михайлова // Ялав. — 1993. — № 6. — С. 27.
  • Прокопьев, В. Прозаик, поэт, драматург / В. Прокопьев // Канаш тӑрӑхӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем / В. Прокопьев. — Шупашкар, 2005. — С. 114-118.
  • Афанасьев, П. Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 134-135.
  • Григорьев Виталий Григорьевич (Енӗш) // Краткая чувашская энциклопедия Башкортостана. — Уфа, 2014. — С. 76.
  • Григорьев Виталий Григорьевич (Енӗш) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 101.
  • Григорьев, Н. Г. Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич: 1941 / Н. Г. Григорьев // Писатели Канашского района Чувашии : (жизнь и деятельность замечательных людей) / Н. Г. Григорьев. — Чебоксары, 2017. — С. 239-260 : порт., фот.
  • Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич (1941 г. р.) // Вестн. Чуваш. Народная школа. им. П. М. Миронова Киров. р-на г. Уфы. — 2002. — Вып. 1. — С. 31.
  • Метин, П. Н. Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич / П. Н. Метин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 567.
  • Прокопьев, В. П. Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич / В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 181.
  • Ялгир, П. Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 35.