Этмен Алексей Петрович

Этмен Алексей Петрович (чăн хушамачĕ Петров; 1895 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ, Нӗркеҫ, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1936 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ) — чăваш çыравçи, тăлмачĕ[1].

Кун-çулĕ

Алексей Этмен 1895 çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче (халӗ — Чăваш Республикин Комсомольский районӗ) çуралнă[1].

Патăрьелти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Шăмаршă шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тата Граждан вăрçине хутшăннă[2].

1924 çултанпа «Канаш» хаçатăн корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ, 1926–1927 çулсенче çак хаçатăн сотрудник-репортёрĕ пулнă[2]. «Капкăн» журналта та ĕçленĕ, унăн секретарĕ пулнă[1].

1936 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче вилнĕ[1].

Ӗçĕсем

Вăл çырнă калавсемпе фельетонсем тĕрлĕ пухăсенче пичетленнĕ. 1932 çулта унăн «Батраксем» повеçĕ пичетленсе тухнă[2]. 1935 çулта вара вăл куçарнă Даниэль Дефо «Робинзон Крузо» романĕ чăвашла тухнă[1].

Унăн калавĕсен пуххи — «Кайăк çухатнă çăмарта» — 1935 çулта пичетленсе тухнă[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Этмен Алексей Петрович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Петров (Этмен) Алексей Петрович. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. — Чебоксары, 2003. — ISBN 5-7670-1279-2.
  • Ялгир, П. Этмен Алексей Петрович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 152.
  • Абрамов, В. А. Этмен Алексей Петрович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 344.