Робинзон Крузо
Робинзо́н Кру́зо (акăл. Robinson Crusoe) — пӗрремӗш хут 1719 ҫулхи ака уйӑхӗнче пичетленнӗ Даниэль Дефо (1660—1731) акӑлчан ҫыравҫин ҫутҫанталӑкпа хутшӑнса[1] ҫыннӑн кӑмӑл-сипетне аталантарасси ҫинчен каласа паракан, автор ятне ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ роман. Тинӗс ҫулҫӳревҫи тата плантатор Робинзон Крузон автобиографийӗ евӗр ҫырнӑ, вӑл хӑвӑрт тата вӑрттӑн ҫулпа тата та ытларах пуясшӑн пулнӑ, анчах та карап арканнине пула ҫын пурӑнман утрав ҫине лекнӗ те унта 28 ҫул пурӑннӑ. Дефо хӑйӗн романне аллегори тенӗ[2].
Дефо романне ҫырмалли никӗҫ валли Шотланди боцманӗ Селькирка 1704—1709 ҫулсенче ҫын пурӑнман утрав ҫинче пурӑнни ҫинчен сырса кӑтартни пулнӑ. Дефо хӑйӗн Робинзонӗ валли Селькирка тӗл пулнӑ евӗр условисемпе изоляцине суйласа илнӗ; анчах Селькирк утрав ҫинче тискерленсе кайнӑ пулсан, Робинзон кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ[2].
1719 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Дефо малалли пайне кӑларнӑ — «Робинзон Крузӑн малалли приключенийӗсем», тепӗр ҫултан — «Робинзон Крузо тарӑн шухӑша путни», анчах тӗнче литературин пуянлӑхне пӗрремӗш кӗнеке ҫеҫ кӗнӗ, литературӑра вӑл ҫӗнӗ жанр ӑнлавне кӗртнӗ — «Робинзонада».
«Робинзон Крузо» роман классикӑлла акӑлчан романне пуҫарса янӑ, псевдодокументлӑ илемлӗ хайлав ҫырас модӑна ҫуратнӑ; ӑна час-часах акӑлчанла ҫырнӑ пӗрремӗш «чӑн-чӑн» роман теҫҫӗ[3]. Роман вулакансен ӳсӗмне улӑштарнӑ та ача-пӑча кӗнеки пулса тӑнӑ. Пичетлесе кӑларнӑ экземпляр шучӗпе вӑл Даниэль Дефо ӗҫӗсем хушшинче кӑна мар, чылайччен кӗнеке тӗнчинче те уйрӑм вырӑн йышӑннӑ[2]. Чӑвашла ӑна Василий Хударсем ҫыравҫӑ куҫарнӑ.
Умӗнхи истори
Сюжета Александр Селькирк (1676—1721) шотланд морякӗн чӑн историйӗ ҫинче никӗсленӗ, вӑл «Cinque Ports» («Синк Портс») карапӑн боцманӗ пулнӑ, вӑл харкашма юратнӑ ытти ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарайман. 1704 ҫулта ӑна хӑй ыйтнипе ҫын пурӑнман утрав ҫине антарса хӑварнӑ, хӗҫпӑшалпа, апат-ҫимӗҫпе, вӑрлӑхпа тата ӗҫ хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Ку утрав ҫинче Селькирк 1709 ҫулччен пурӑннӑ. 1711 ҫулта Лондона таврӑнсан, вӑл хӑйӗн историне Ричард Стиль ҫыравҫа каласа панӑ, каярах ӑна «Англичанин» хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ[4].
Робинзон Крузон чӑн прототипӗ кам пулни пирки ытти гипотезӑсем те пур. Селькирк — хутла япӑх пӗлнӗ ҫын, вӑл ӗҫме тата ҫапӑҫма юратнӑ, икӗ хут авланнӑ — пачах та Дефон тӗп сӑнарӗ пек мар. Крузо сӑнарӗн прототипӗ валли ҫаксене асӑнма пулать:
- Генри Питмен хирург, Монмут герцогӗн пӑлхавне хутшӑннӑшӑн ӑна Барбадос ҫине ссылкӑна янӑ, хӑйӗн пекех инкеке ҫакланнӑ юлташӗсемпе пӗрле унтан тарнӑ, анчах карап путнине пула никам пурӑнман Солт-Тортуга(выр.)чăв. утрав ҫине лекнӗ;
- Цейлонта 20 ҫул тыткӑнра пурӑннӑ Ричард Нокс капитан;
- хӑшпӗр ытти чӑн моряксемпе ҫулҫӳревҫӗсем.
Робинзон ҫинчен ҫырнӑ роман никӗсе — пӗчченлӗхре, ҫутҫанталӑкпа юнашар, обществӑпа цивилизацирен аякра пулса кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен аталанӑвӑн шухӑша XII ӗмӗрте Ибн-Туфайл(выр.)чăв. Мавритан ҫыравҫин «Якзан ывӑлӗ Хай ҫине каланӑ повесть» философиллӗ романӗнче ҫырса кӑтартнӑ пулнӑ, ҫакӑ та Дефо ҫине витӗм кӳнӗ[2]. Арап кӗнекинче ҫын пурӑнман утрав ҫинчи пӗр пепке (ӑна ҫеҫенхир качаки пӑхса ӳстернӗ) тискер кайӑксен хушшинче ӳснӗ, ҫутҫанталӑка сӑнаса вӑл таврари тӗнчене ӑнланма тӑрӑшать. Хӑйӗн ӑсӗпе вӑл майӗпен тӗнче никӗсне тата пурнӑҫ саккунӗсене пӗлсе ҫитет. Малалла вӑл чӑнлӑха ӑнлантарса пама ытти ҫынсем патне каять, анчах ҫынсем Хай вӗрентӗвне ӑша хывмаҫҫӗ. Этем обществинчи пӑсӑк хутшӑнусемпе суя шухӑшсем сарӑлнине пӗлсен Хай ҫынсене тӳрлетме май ҫук тесе йышӑнать те хӑйӗн утравӗ ҫине таврӑнать[5].
Роман
Ячӗ
Романӑн тулли ячӗ — «Йоркри моряк Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем, карапӗ арканнӑ хыҫҫӑн унти мӗнпур ҫын вилсен вӑл кӑна чӗрӗ юлса ҫирӗм сакӑр сул вӑл Америкӑри Ориноко шывӗн вӑрри патӗнчи ҫын ҫук утрав ҫинче пурӑннӑ; калавра ӑна пиратсем ирӗке кӑлараҫҫӗ. Хӑй ҫырса панӑ».
Сюжечӗ
Кӗнекене Йоркра пурӑнакан Робинзон Крузо автобиографийӗ евӗр ҫырнӑ, вӑл инҫетри тинӗссем патне ҫитме ӗмӗтленнӗ. Ашшӗнчен ирӗк ыйтмасӑр 1651 ҫулта вӑл тӑван килӗнчен тухса каять те хӑйӗн тусӗпе тинӗсри пӗрремӗш ишеве каять. Вӑл Англи ҫыранӗсем патӗнче карап путнипе вӗҫленет, анчах та ку Крузо кӑмӑлне хуҫмасть, кӗҫех вӑл суту-илӳ карапӗпе темиҫе хут ҫулҫӳреве тухать. Вӗсенчен пӗринче Африка ҫыранӗсем патӗнче унӑн карапне Бербер пирачӗсем тытса илеҫҫӗ те Крузо баркас ҫинче тариччен вӗсен хушшинче икӗ ҫул тыткӑнра пурӑнать. Тинӗсре ӑна Бразилие каякан Португали карапӗ ҫӑлать, унта вӑл тӑватӑ ҫул хушши пурӑнса плантаци хуҫи пулса тӑрать.
1659 ҫулта хӑвӑртрах пуяс ӗмӗтпе вӑл Африкӑран хура чурасем кӳрсе килес тесе вӑрттӑн суту-илӳ рейсне хутшӑнать. Анчах карап ҫил-тӑвӑла лекет те Ориноко шывӗнчен инҫех мар паллӑ мар утрав патӗнче ӑшӑх вырӑна ларать. Крузо экипажран пӗртен-пӗр чӗрӗ юлнӑ ҫын пулса тӑрать, утрав патне ишсе ҫитет те унта никам та пурӑнманнине ӑнланса илет. Нимӗн тума аптӑранипе вӑл ҫил-тӑвӑл тӗппипех аркатса тӑкиччен карап ҫинчи кирлӗ хатӗр-хӗтӗре илсе тухать. Утрав ҫинче тӗпленсен вӑл хӑйне валли хӳтӗленсе пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвать, тумтир ҫӗлеме, тӑмран савӑт-сапа тума вӗренет, уй-хирсене карап ҫинчен илнӗ урпапа тата риспа акса хӑварать. Ҫавӑн пекех вӑл утрав ҫинче пурӑнакан хир качакисене алла хӑнӑхтарать, ку ӑна аш-какайпа тата сӗт-ҫупа тивӗҫтерет, ҫавӑн пекех тумтир тумалли тирсем тума илме май парать.
Утрава нумай ҫул хушши тӗпченӗ май Крузо тискер каннибалсен йӗрӗсене тупать, вӗсем хӑш чухне утравӑн тӗрлӗ пайӗсене ҫитсе ҫынҫиен ӗҫки-ҫикине тӑваҫҫӗ иккен. Пӗррехинче ҫакӑн пек ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнӗ чухне вӑл ҫисе яма шухӑшласа хунӑ тыткӑна лекнӗ тискер ҫынна ҫӑлса хӑварать. Туземеца вӑл акӑлчанла вӗрентет, ӑна эрнекун ҫӑлнӑран Эрне ят парать. Крузо Эрне Тринидадра ҫуралнине, ӑна унӑн утравӗ ҫинчен курма май пуррине, индеецсен йӑхӗсем хушшинче ҫапӑҫу пынӑ чухне ӑна тыткӑна илнине пӗлет.
Утрава тискер ҫынсем тепӗр хут килсен Крузопа Эрне вӗсем ҫине тапӑнаҫҫӗ те тыткӑна лекнӗ икӗ ҫынна ҫӑлаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Эрне ашшӗ иккен, иккӗмӗшӗ — испанец, унӑн карапӗ те арканнӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне карап ҫинчен тата 16 испанецпа португал ҫӑлӑннӑ, вӗсем материк ҫинчи дикарьсем патӗнче йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Крузо испанецпа Эрне ашшӗне юлташӗсене утрав ҫине илсе килмешкӗн кимӗпе ӑсатать, ҫапла май вӑл пӗрле кар тӑрса карап тӑвас шухӑшлӑ. Карап ҫине вара пурте пӗрле цивилизациллӗ ҫыран таран ишсе ҫитме май пулӗ.
Крузо испанец хӑйӗн командипе таврӑнасса кӗтнӗ вӑхӑтра утрав патне паллӑ мар карап килсе ҫитет. Ҫак карапа пӑлхавҫӑсем ярса илнӗ иккен, вӗсем капитана тата уна майлӑ ҫынсен утрав ҫине антарса хӑварма шутлаҫҫӗ. Крузопа Эрне капитана ирӗке кӑлараҫҫӗ те карапа каялла тавӑрма пулӑшаҫҫӗ. Чи шанчӑксӑр пӑлхавҫӑсене утрав ҫинче хӑвараҫҫӗ, Крузо вара 28 ҫул хушши утрав ҫинче пурӑннӑ хыҫҫӑн 1686 ҫул вӗҫӗнче унтан тухса каять те 1687 ҫулта Англие хӑйӗн тӑванӗсем патне таврӑнать. Лешӗсем ӑна тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ. Ун хыҫҫӑн Крузо хӑйӗн Бразилинчи плантацийӗшӗн тупӑш илес тесе Лиссабона каять, ҫапла май вӑл пуйса каять. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пуянлӑхне Англие куҫарать, тинӗсре каллех инкек-синкеке лекесрен хӑранипе ҫулӑн пысӑк пайне типҫӗр тӑрӑх ирттерет. Эрне унпа пӗрле ҫӳрет, Пиреней урлӑ каҫнӑ чухне вӗсем ҫул ҫинче юлашки пӑтӑрмаха ҫакланаҫҫӗ, вӗсем ҫине выҫӑ кашкӑрсемпе упа тапӑнаҫҫӗ.
Малалли пайсем
Иккӗмӗш романа, «Робинзон Крузӑн малалли приключенийӗсем» ятлине, сахалтарах пӗлеҫҫӗ; Раҫҫейре ӑна пӗтӗмкалӑпӑшӗпе 1935–1992 ҫулсенче пичетлемен (каласа парни евӗр кӑна, юлашки пайне, «Ҫӗпӗрти Робинзон», кӗскетсе пичетленӗ[6]). Унта ватӑ Робинзон хӑйӗн утравне ҫитсе Эрнене ҫухатнӑ хыҫҫӑн, суту-илӳ ӗҫӗпе Кӑнтӑр-Тухӑҫ Ази ҫыранӗсем патне ишсе ҫитнӗ те Европӑна каялла пӗтӗм Раҫҫей урлӑ таврӑннӑ. Архангельскран вӑл Англие ҫитесшӗн пулнӑ. Ҫӗпӗрӗн тӗп хулинче Тобольскра вӑл ссылкӑна янӑ кнеҫе, малтан патшан министрӗ пулнӑ ҫынна тӗл пулать. Крузо хӑйӗн шӑпипе кнеҫ шӑпи хушшинче нумай пӗрпеклӗх тупать, ӑна «ҫӗпӗр робинзонӗ» тесе те калать.
Дефо Робинзон Крузо ҫинчен виҫҫӗмӗш кӗнеке те ҫырнӑ. Ӑна «Робинзон Крузо тарӑн шухӑша путни» (акăл. Serious Reflections of Robinson Crusoe) ят панӑ, кӑмӑл-сипет темисемпе ҫыхӑннӑ эссесен пуххи шутланать; Робинзон Крузо ячӗпе автор халӑха кӑсӑклантарас тӗллевпе усӑ курнӑ. «Тарӑн шухӑша путни» хайлавӑн умсӑмахӗнче автор унӑн историйӗ чӑн пулса иртнӗ пулӑмсем ҫинче никӗсленни, ҫав вӑхӑтрах вӑл аллегори пулни пирки калать.
Фильмографи
| Ҫул | Патшалӑх | Ячӗ | Фильм характеристики | Робинзон Крузӑна вылянӑ |
|---|---|---|---|---|
| 1902 | Франци | Робинзон Крузо | Жорж Мельесӑн сасӑсӑр кӗске метражлӑ фильмӗ | Жорж Мельес |
| 1913 | АПШ | Робинзон Крузо | Отис Тёрнерӑн сасӑсӑр кӗске метражлӑ фильмӗ | Роберт Леонард |
| 1921 | АПШ | Маленький Робинзон Крузо | Эдвард Ф. Клайнӑн сасӑсӑр фильмӗ | Джеки Куган |
| 1922 | АПШ | Приключения Робинзона Крузо | Роберт Ф. Хиллӑн сасӑсӑр кӗске метражлӑ сериалӗ | Гарри Майерс |
| 1927 | Аслӑ Британи | Робинзон Крузо | М. А. Везереллӑн сасӑсӑр фильмӗ | М. А. Везерелл |
| 1932 | АПШ | Мистер Робинзон Крузо | приключениллӗ комит | Дуглас Фэрбенкс (Стив Дрексела вылянӑ) |
| 1946 | СССР | Робинзон Крузо | экспериментлӑ хура-шурӑ стерео-фильм | Павел Кадочников |
| 1951 | АПШ | Его мышонок Пятница | Томпа Джерри ярӑмри мулдьтфильм | |
| 1954 | АПШ | Мисс Робинзон Крузо | Юджин Френкен приключениллӗ фильмӗ | Аманда Блейк |
| 1954 | Мексика, АПШ | Робинзон Крузо | Луис Бунюэлӗн кино версийӗ | Дэн О`Херлихи |
| 1956 | АПШ | Rabbitson Crusoe | Looney Tunes ярӑмри мультфильм | |
| 1961 | СССР | Как создавался Робинзон | Совершенно серьёзно альманахри кӗске метражлӑ фильм | Сергей Филиппов |
| 1964 | АПШ | Робинзон Крузо на Марсе | ӑслӑлӑхпа фантастика фильмӗ | Пол Манти (Крис Дрэйпер рольне вылянӑ) |
| 1966 | АПШ | Робинзон Крузо, лейтенант ВМС США | Walt Disney Pictures камичӗ | Дик Ван Дайк |
| 1968 | АПШ | Робби (фильм) | Ральф С. Блюмкен ҫемьепе пӑхмалли фильм | |
| 1972 | СССР | Жизнь и удивительные приключения Робинзона Крузо | Станислав Говорухинӑн приключениллӗ фильмӗ | еонид Куравлёв |
| 1973 | Мексика | Робинзон и Пятница на необитаемом острове | Рене Кардон-кӗҫӗннин приключениллӗ фильмӗ | Уго Стиглиц |
| 1974 | Аслӑ Британи | Робинзон Крузо | Джеймс МакТаггартӑн приключениллӗ фильмӗ | Стэнли Бейкер |
| 1975 | АПШ, Аслӑ Британи | Человек Пятница | пародиллӗ фильм | Питер О’Тул |
| 1976 | Итали | Синьор Робинзон | пародиллӗ фильм | Паоло Вилладжо (Роби ролӗ) |
| 1982 | Чехословаки | Приключения Робинзона Крузо, моряка из Йорка | Станислав Латалӑн анимаци фильмӗ | Вацлав Постранецкий |
| 1982 | СССР | Робинзон и самолёт | мультфильм | |
| 1988 | Аслӑ Британи, АПШ | Крузо | Калеб Дешанелӗн приключениллӗ фильмӗ | Эйдан Куинн |
| 1997 | АПШ | Робинзон Крузо | приключениллӗ фильм | Пирс Броснан |
| 2003 | Франци | Робинзон Крузо | приключениллӗ телефильм | Пьер Ришар |
| 2009 | АПШ | Крузо | телесериал | Филипп Винчестер |
| 2016 | Франци, Бельги | Робинзон Крузо: Очень обитаемый остров | компьютерпа анимациленӗ фильм |
Ӑнлантарусем
- ^ Дефо // Малый энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона. — 2-е изд., вновь перераб. и значит. доп. Т. 1-2. — СПб., 1907—1909.
- ^ 1, 2, 3, 4 Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- ^ Pat Rogers. The Oxford History of English Literature. — P. 257. — ISBN 978-0-19-285437-7.
- ^ The Englishman.
- ^ Фильштинский И. М. Арабская литература в Испании (андалусская литература) VIII—XIII вв. // История всемирной литературы: В 8 томах. — Москва: Наука, 1984. — Т. 2. — С. 240—248.
- ^ Даниель Дефо. Избранное. — М.: Правда, 1971. — (Библиотека «Огонёк»)