Рис
Рис; Тĕкĕ[1] е шур тулă [2](Oryza) — пĕтнек çемйинчи пĕрçуллăхлă тата нумайçуллăхлă курăклă ӳсентăрансен ăратĕнчи кĕрпеллĕ культура.
Çырса палăртни
Ячĕ
«Рис» сăмах Раççее XIX ӗмӗрĕн вĕçĕнче тин çитет, вăл riсe сăмахран пулать, унчен ăна сарацин пĕрчи е сарацин тырри, каярах ячĕ сорочин вир кĕрпи куçать. Ăрат ячĕ Oryza санскрит сăмахĕнчен (vrihi) пулса тухнă.
Пулу
Тропик ялхуçалăх культури пулнă май, риса субтропик тата вăтам тăрăхăн ăшă çĕрĕсенче пĕр çуллăхли ака рисне (Oryza sativa) çĕре акаççĕ. Вăл авалхи пат культурисенчен пĕри шутланать. Апат-çимĕç культури шучĕпе риса 7 пин çул каялла Кăнтăр-Тухăç Азире, хальхи Индипе Китайтерриторийĕсенче çитĕнтерме тытăннă. Кавказ-лешьенĕн тата Тĕп Азире риса пирĕн эрăччен II—III ĕмĕрсенче акма пуçланă, Европăра ял хуçалăх культури хисепне рис VIII ӗмӗрте кĕрет, Америкăна — XV —XVI ĕмĕрсенче çитет. Раççее культурă Венгрипе Украина урлă XV ĕмĕрте çитнĕ.
Усă курни
Ӳкерчĕк:Risotto bowl.jpg
«Ризотто» - рис çими
Хуçалăх
Тĕнчере риса çитĕнтерсе пухас енĕпе Китайпа Инди малта пулаççĕ.
| Çĕршыв | 1985 | 1995 | 2005 |
|---|---|---|---|
| Китай | 171 319 | 187 298 | 184 254 |
| Инди | 95 818 | 115 440 | 129 000 |
| Индонези | 39 033 | 49 744 | 53 985 |
| Бангладеш | 22 556 | 26 399 | 40 054 |
| Вьетнам | 15 875 | 24 964 | 36 341 |
| Тайланд | 20 264 | 22 016 | 27 000 |
| Мьянма | 14 317 | 17 957 | 22 000 |
| Филиппинă | 8 806 | 10 541 | 14 800 |
| Бразили | 9 025 | 11 226 | 13 141 |
| Япони | 14 578 | 13 435 | 10 989 |
Ӑнлантарусем
- ^ http://ru.samah.chv.su/s/1/%D1%82%C4%95%D0%BA%C4%95 тĕкĕ. рисовый тĕкĕ кĕрпи — рисовая крупа, рис
- ^ Г. А. Дегтярёв. . — Чебоксары.
Каçăсем
- [1] 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- www.rice.ru — Риса халаласа çырнă сайт 2008 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Суши валли рис 2007 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче архивланӑ.