Иванов-Таçук Трофим Иванович
Трофим Иванович Иванов (псевдонимӗ — Таҫук, Иванов-Таҫук; 1918 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ, Пукăртан Татмăш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1972 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш сатирик-сӑвӑҫи, ҫыравҫи тата журналисчӗ[1], Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын[2].
Пурнӑҫӗ
Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикинчи Канаш муниципаллӑ округӗ) Пукӑртан ялӗнче[2] Иван (Йованкка) тата Чӗкеҫ хресченсен ҫемйинче ҫуралнӑ[3]. Аччари хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗреннӗ[1].
1933—1941 ҫулсенче «Динамо» колхозра[2], районти финанс уйрӑмӗн кассирӗнче, районти социаллӑ тивӗҫтерев уйрӑмӗн инспекторӗнче ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Культура ҫурчӗн методика кабинетне ертсе пынӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тӗрлӗ пӗрлешӳсен штабӗсенче хӗсметре тӑнӑ[3], унӑн хӗсмечӗ ҫар вӑрттӑнлӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ пулнӑ[3].
1946 ҫулта фронтран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӑна «Динамо» колхоз председательне суйланӑ[2]. 1949—1953 ҫулсенче Йӗпреҫри леспромхозра техника ертӳҫинче вӑй хунӑ[2], 1953—1955 ҫулсенче вара — каллех Тукай ялӗнчи Чкалов ячӗллӗ колхоз (каярахпа пӗрлештернӗ «Мир» колхоз) председателӗнче[3]. 1954—1958 ҫулсенче (тепӗр даннӑйсем тӑрӑх, 1955—1957 ҫулсенче) КПСС Канаш райкомӗн инструкторӗ вырӑнӗнче ӗҫленӗ[1].
1962 ҫулта ялти ҫуртне сутнӑ та ҫемйипе Шупашкара куҫса кайнӑ[4], унта вӑл «Капкӑн» сатира журналӗн яваплӑ секретарӗ пулса тӑнӑ[1]. Ҫак ӗҫ вырӑнӗнче вӑл пурнӑҫӗ вӗҫлениччен ӗҫленӗ[1].
1972 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче 54 ҫулта Шупашкарта вилнӗ[3].
Ҫемйи
Пултарулӑхӗ
Сӑвӑсем ҫамрӑклах ҫырма пуҫланӑ[4]. Сатира сӑввисемпе калавӗсен, ҫавӑн пекех обществӑри киревсӗр пулӑмсене ҫиеле кӑларакан тата вӗсенчен кулса мӑшкӑллакан фельетонсен пуххисен авторӗ шутланать[1]. Ҫыравҫӑсен хушшинче хисеплӗ ҫын пулнӑ[4], сӑмахпа тата рифмӑпа тӗплӗн ӗҫленӗ[4], анчах та Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхне кӗме ӗлкӗреймен[4].
Хисепӗсем
Тӗп кӑларӑмӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 ИВАНОВ Трофим Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Иванов-Тазюк, Трофим Иванович (писатель; 16.07.1918-23.11.1972). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Культура: Незабываемый Тазюк пичче. Чувашский народный сайт. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Самана çынни. Хыпар. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексин, В. Курман-илтмен ҫынсем мар : [Канаш районӗнчи Татмӑш ялӗнчи Культура ҫуртӗнчеТрофим Иванов-Таҫук сатирика асӑнса ирттернӗ литература каҫӗ ҫинчен] / В. Алексин ; А. Абрамов сӑн ӳкерчӗкӗсем // Хыпар. — 2015. — 10 июль/утӑ. — С. 11 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Енӗш, В. Г. Калама та ҫук ырӑ-ҫке Таҫук / В. Енӗш // Тӑван Атӑл. — 2012. — № 12. — С. 63-74 : фот.
- Енӗш, В. Г. Пурнӑҫ тути масине пӗлекен нумай сӑмахламасть : [Трофим Иванов-Таҫук ҫыравҫӑ ҫинчен] / В. Г. Енӗш // Канаш ен. — 2018. — 13 утӑ — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Енӗш, В. Г. Самана ҫынни : Т. И. Иванов-Таҫук ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май / Виталий Енӗш // Тӑван Атӑл. — 2018. — № 7. — С. 47-50 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Кузнецов, Г. Вӑл ҫукки паян та сисӗнет / Г. Кузнецов // Хыпар. — 2008. — 30 утӑ.
- Кузнецов, Г. В. Ҫыравҫӑн витӗмлӗ сасси : [поэт-сатирик Трофим Иванович Иванов-Таҫук ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май] / Г. Кузнецов // Ҫӗнтерӳшӗн (Йӗпреҫ районӗ). — 2018. — 25 утӑ. — С. 5.
- Кузнецов, Г. Хивре карӑнтарнӑ хӗлӗх / Г. Кузнецов // Хыпар. — 2003. — 23 авӑн.
- Кулӑш ӑсти : [Трофим Иванович Иванов (Иванов-Таҫук) поэт ҫинчен] // Канаш ен. — 2013. — 31 утӑ. — С. 3.
- Куснар, С. Асӑмри Таҫук : [Трофим Иванов-Таҫук ҫыравҫӑ ҫинчен] / Станислав Куснар // Хыпар. — 2014. — 12 ҫурла. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Теветкель, Н. Ҫывӑх та ҫухалман сӑнар / Н. Теветкель // Тӑван Атӑл. — 2000. — № 12. — С. 66-69.
- Трофим Иванов-Таҫук // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 263.
- Афанасьев, П. Иванов-Тазюк Трофим Иванович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 161.
- Иванов Трофим Иванович (Тазюк, Иванов-Тазюк) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 165.