Евдокимов Николай Евдокимович

Пурнăçĕ тата пĕлӳ илни

1893 çулхи акан 18-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнине кĕрекен Чистай уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕнчи Шунтал районĕ) Çĕнĕ Таяпа ялĕнче çуралнă.

Малтан икĕ класлă шкулта, унтан Теччĕри педагогика курсĕсенче пĕлӳ илнĕ.

1925 çулта Хусан патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренсе тухнă. Тепĕр çулта Хусантах акушерлăх клиникинче ординатурăра пĕлĕвне ӳстернĕ.

Медицинӑри ĕçĕ-хĕлĕ

Специальность илнĕ хыççăн Шупашкар хулинчи пульницăн ӗҫ амбулаторине, акушерлăхпа гинекологи уйрăмне ертсе пынă. Николай Евдокимович Шупашкарти фельдшерпа акушер шкулне, колхозсенчи çуратмалли çуртсем тата акушер пункчĕсем валли акушеркӑсене хатĕрлекен курсене йĕркелекенĕ шутланать. Вăл Чăваш Енре амăшĕпе ачана сыхлакан института тата ялсенче çуралмалли çуртсене уçассин пуҫаруҫи пулнă[1].

1935—1936 çулсенче Чăвашри хĕрарăмпа ачан социаллă гигиена институчĕн директорĕ тата ассистенчĕ вырăнĕнче тăрăшнă. 1937—1941 çулсенче Канашри хула пульницин акушерлăхпа гинекологи уйрăмне ертсе пынă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапрансан фронта кайнă, 42-мĕш çарпа хирурги отрядĕнче хирург пулса вăй хунă. Вăрçăран таврăнсан, 1946 çултанпа çĕнĕрен Канашри хула пульницин акушерлăхпа гинекологи уйрăмне ертсе пыма пуçланă[2].

Литература пултарулăхĕ

Медицина ĕçĕпе пĕрлех литература пултарулăхĕпе те хастар ӗҫленӗ. Сăвăсемпе юптарусем, проза хайлавĕсем çырнă, Алтакка Микули суя ятпа та пичетленнĕ. Совет тата ют çĕршыв çыравçисен ĕçĕсене, медицинăна вĕренмелли кĕнекесене чăвашла куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Ялсенчи сывлӑх комиссисен мӗн ӗҫлемелле» (1926);
  • «Хӗрлӗ сӑнӑ» (басньӑсем, кӗрешӳ сӑввисем, такмаксем, 1929);
  • «Акушер ӗҫӗ» (медицина техникумӗсенче вӗренмелли кӗнеке, 1935);
  • «Юптарусем» (1936);
  • «Ҫулсем-йӗрсем» (роман, 1962);
  • «Крепков» (повеҫ, 1964).

1964 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш хулинче çĕре кĕнĕ.

Хисепӗсем

  • Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ тухтӑрӗ (1963).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Евдокимов Николай Евдокимович. Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
  2. ^ Евдокимов, Николай Евдокимович (врач, писатель; 18.04.1893-16.06.1964). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Григорьев, Н. Г. Врачи-писатели Чувашии : [в 5 кн. ] / Н. Г. Григорьев. — Чебоксары, 2009. — Кн. 3 : Выживший в концлагерях : [о Н. Е. Евдокимове]. — 182 с.. — См. текст
  • Алендей, В. Йывӑр та мухтавлӑ ҫулсем : [Н. Е. Евдокимов ҫинчен] / В. Алендей // Коммунизм ялавӗ. — 1963. — 24 июль.
  • Левуков, В. Сиплевҫӗ : Алтакка Микули юптаруҫӑ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнӗ май / В. Левуков // Тӑван Атӑл. — 2023. — № 4. — С. 61-62 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Симаков, В. Ентешсене манар мар : [Самар облаҫӗнчи Ҫӗнӗ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ Николай Евдокимович Евдокимов ҫыравҫӑ ҫинчен] / В. Симаков // Сувар. — 2018. — 20 ака/апрель (№ 15). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Уткин, Г. Кам вӑл Алтакка Микули? : чӑвашсен паллӑ юптаруҫи, прозаикӗ, врачӗ Николай Евдокимов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ май / Г. Уткин // Хыпар. — 2013. — 16 ака. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк. — (Чӑваш тӗнчи : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
  • Уткин, Г. Кам вӑл Алтакка Микули? : [чӑвашсен паллӑ юптаруҫи, прозаикӗ, врачӗ Николай Евдокимович Евдокимов ҫинчен] / Г. Уткин // Каҫал ен. — 2013. — 17 ака (№ 29). — С. 3 ; 20 ака (№ 30-31). — С. 5.
  • Уткин, Г. Кам вӑл Алтакка Микули : [чӑвашсен паллӑ юптаруҫи, прозаикӗ, врачӗ Николай Евдокимов ҫинчен] / Г. Уткин // Ултӑ портрет : очерксем / Г. Уткин. — Шупашкар, 2013. — Иккӗмӗш кӗнеке. — С. 22-26.
  • Юрьев, М. Талантлӑ юптаруҫӑ : Н. Евдокимов ҫуралнӑранпа 75 ҫул тултарнӑ май / М. Юрьев // Коммунизм ялавӗ. — 1968. — 20 апрель.
  • Ялгир, П. Вӑл хисеплӗ ята тивӗҫлӗ / П. Ялгир // Хыпар. — 1998. — 22 ҫурла.
  • Алексеев, Г. А. Евдокимов Николай Евдокимович / Г. А. Алексеев // Выдающиеся медики Чувашии / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 2013. — С. 196.
  • Афанасьев, П. Евдокимов Николай Евдокимович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 123.
  • Григорьев, Н. Г. Евдокимов Николай Евдокимович: 1893-1964 / Н. Г. Григорьев // Писатели Канашского района Чувашии : (жизнь и деятельность замечательных людей) / Н. Г. Григорьев. — Чебоксары, 2017. — С. 211-238 : порт., фот.
  • Степанов, В. И врач, и писатель / В. Степанов // Советская Чувашия. — 1964. — 20 марта.

Каҫӑсем