Иванов Николай Иванович (çыравçă)
Иванов Николай Иванович, — çыравçă. 1941 çулта Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Иккĕмĕш Тĕрер ялĕнче çуралнă.
1994 çултанпа Чăваш Енĕн Çыравçисен Пĕрлешĕвĕн членĕ шутланать.
Пурнăçĕ
Вăтам шкулта тата Чулхулари партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ вырăнĕнче ăçленĕ. «Капкăнра» 1965 çултанпа тимлет. Унăн тĕп редакторĕ пулнă.
Ӗçĕсем
Калавсем çырать. 10 ытла кĕнеке кăларнă:
- «Тарăхма кирлĕ мар» (1975);
- «Ырă ят» (1984);
- «Тутлă шыв» (1996);
- тата ыттисем те.