Калай Михаил Николаевич
Михаил Николаевич Калай (Пушӑ {{ВД-Преамбула}} шаблон) — чӑваш сӑвӑҫи тата ҫыравҫи.
Пурнӑҫӗ
1894 ҫулта Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1937 ҫулта репрессине лекнӗ.
1946 ҫулта вилнӗ.
Пултарулӑх ӗҫӗсем
1925 ҫултан пуҫласа 1937 ҫулта арестличчен хаҫат-журналта очерксем, калавсем тата повеҫсем пичетленӗ. Унӑн ӗҫӗсем «Трактор», «Сунтал» тата «Капкӑн» журналсенче кун ҫути курнӑ. Тӗслӗхрен, «Капкӑн» журналӑн 1934 ҫулхи 10-мӗш номерӗнче унӑн «Сезон» енчен пӑхсан» калавӗ пичетленнӗ.
Паллӑрах повеҫӗсем[1]:
- «Сӑр ҫийӗ хумхансан» (1931);
- «Ҫӗнни ҫуралсан» (1932).
1934 ҫулхи «Вӑтам Атӑл» чӑваш совет ҫыравҫисен альманахӗн 3-мӗш номерӗнче унӑн «Хирте» сӑвви пичетленнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ялгир, П. Литературный мир Чувашии. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2005. — С. 46.
Вуламалли
- Ялгир, П. Литературный мир Чувашии. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2005. — С. 46.