Малгай Иван Григорьевич
Иван Малгай (псевдоним; чӑн ячӗпе хушамачӗ — Иван Григорьевич Григорьев; 1911 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ, Первомайски (Çĕрпӳ районĕ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1986 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ[1], Шупашкар е сӑвӑҫ) — чӑваш сӑвӑҫи, журналисчӗ, юрӑ сӑввисен авторӗ тата куҫаруҫӑ.[2] СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1939)[3]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[4]. «Малгай» псевдоним «малтан кай» тенине пӗлтерет. Ҫирӗмрен ытла сӑвӑпа поэма кӗнекин, ҫавӑн пекех вун-вун юрӑ авторӗ[4].
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Иван Григорьевич Григорьев 1911 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кӑтак ялӗнче (хальхи Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Первомайски ялӗ) чухӑн хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ 1914 ҫулта пуҫне хунӑ, Иванпа Гурий ывӑлӗсене тӑлӑх хӑварнӑ. Пурнӑҫ йывӑр пулнипе Иванӑн вуникӗ ҫула ҫитсен тарҫӑра ӗҫлеме тивнӗ. 1921 ҫулта вӑл пуҫламӑш шкул вӗренсе пӗтернӗ, икӗ ҫултан вара Ҫӗрпӳри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула вӗренме кӗнӗ, унта унпа пӗр вӑхӑтрах паллӑ чӑваш ҫыравҫи Аркадий Эсхель вӗреннӗ[4].
Пӗлӳ илни
Иван Малгай Шупашкарти строительство техникумне, ун хыҫҫӑн вара 1932 ҫулта Горький хулинчи Коммунизмӑн куҫӑмсӑр аслӑ вӗренӳ заведенине вӗренсе пӗтернӗ[5]. 1930-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Чулхулара вӗреннӗ ҫулсенче вӑл «Куккук канмасӑр авӑтать» сӑввине ҫырнӑ, каярахпа вӑл халӑх юратакан юрӑ пулса тӑнӑ[4].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
1930-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Иван Малгай хастар селькор (ял корреспонденчӗ) пулса тӑрса район тата республика хаҫат-журналӗсенче статьясем пичетлеме пуҫланӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче вӑл Первомайски ялӗнче комсомол ячейкин секретарӗнче, Чӑваш АССР Тӗп архив управленийӗ ҫумӗнчи Истори архивӗнче (хальхи Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗ), Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Радиоинформаци комитетӗнче ӗҫленӗ[3]. 1938–1940 ҫулсенче республикӑри «Ҫамрӑк большевик» хаҫатӑн литература ӗҫченӗ пулнӑ[4]. Ҫавӑн пекех республикӑри «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») тата «Молодой коммунист» хаҫатсен, ҫавӑн пекех «Тӑван Атӑл» тата «Ялав» журналсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ[6].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
1941 ҫулта Иван Малгай фронта тухса кайнӑ. Вӑрҫӑра вӑл политрук пулса хӗсметре тӑнӑ[4].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем
Демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Малгай радиокомитетра, «Коммунизм ялавӗ» тата «Молодой коммунист» хаҫатсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ. 1958 ҫултанпа поэт пӗтӗмпех литература тата пултарулӑх ӗҫӗпе аппаланнӑ[4].
1986 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[2].
Пултарулӑхӗ
«Малгай» псевдонимпа ҫырнӑ чи пӗрремӗш сӑввисем 1931 ҫулӗн вӗҫӗнче район хаҫачӗнче кун ҫути курнӑ[4]. Каярахпа унӑн малтанхи сӑввисем «Пионер сасси», «Ҫамрӑк колхозник» хаҫатсенче тата «Хатӗр пул» журнал страницисенче пичетленнӗ[5]. Вӗсем 1934 ҫул пуҫламӑшӗнче тухнӑ «Пӗрремӗш парне» кӗнеке пуххине кӗнӗ[6].
Хӑйӗн лирикинче Малгай ҫынпа ҫутҫанталӑк хутшӑнӑвӗсен проблемисене, туслӑхпа юрату, пурнӑҫпа вилӗм темисене, ҫавӑн пекех ача-пӑча темине пысӑк вырӑн уйӑрнӑ[2]. Иван Малгай шкул ачисем валли ҫырнӑ нумай юрӑ авторӗ пек паллӑ: «Хӗллехи савӑнӑҫ», «Ҫуллахи юрӑ», «Мир кӑвакарчӑнӗ», «Тӑри», «Тӑван кӗтес», «Пирӗн юрӑ», «Пирӗн таврара», «Пирӗн туслӑх» тата ыттисем те[3].
Малгай — ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ[5]. Вӑл калмӑксен халӑх эпосне — «Джангара» — чӑвашла куҫарнӑ[6]. Унӑн нумай сӑввине вырӑс, украин, ҫармӑс тата ытти чӗлхесене куҫарнӑ[3].
Тӗп кӑларӑмӗсем
Астӑвӑм
2005 ҫулта Первомайски ялӗнчи поэт ҫуралса ӳснӗ урамра, ял клубӗ патӗнче, Иван Малгая халалласа хурӑн аллейи лартнӑ. 2006 ҫулта ҫавӑнтах поэт пултарулӑхне хисеплекенсем Иосиф Тимофеев ял старости ертсе пынипе хӑйсен аллипе тунӑ мемориал обелискне вырнаҫтарнӑ[4].
Хисепӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Чешская национальная авторитетная база данных
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Малгай Иван Григорьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Малгай, Иван Григорьевич (поэт; 21.07.1911–01.01.1986). Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Поэт-фронтовик. Официальный сайт Цивильского муниципального округа Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Малгай (Григорьев) Иван Григорьевич. Литературная карта Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Поэт-песенник, переводчик – Иван Малгай. Централизованная библиотечная система Чебоксарского района. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
Вуламалли
- Агивер, Х. Çутă туйăмлă сăвăç / Х. Агивер // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 8 июль. – С. 4.
- Ильин, А. Пушанар каччи / А. Ильин // Çĕрпӳ хыпарçи. – 2006. – 7 утă. – С. 7.
- Кузнецов, Г. Вăл паян та манăн асăмрах / Г. Кузнецов // Хыпар. – 2001. – 13 авăн. – С. 4.
- Малкай, И. Иван Малкай ҫырӑвӗсем / И. Малкай // Сувар. – 2011. – 26 ҫурла. – С. 10 : фот.
- «Сӑввисем шӑнкӑр шыв юххи пек вуланаҫҫӗ...» : Иван Малкай ҫуралнӑранпа 100 ҫул // Тӑван Атӑл. – 2011. – № 7. – С. 69-73.
- Эсхель, А. Пĕрле утнă çулсем / А. Эсхель // Ялав. – 1981. – № 7. – С. 18.
- Юрьев, М. Иван Малгай 60 çул тултарчĕ / М. Юрьев // Ялав. – 1971. – № 8. – С. 7-17.
- Юрьев, М. Телейлĕ пурнăç юрăçи / М. Юрьев // Коммунизм ялавĕ. – 1961. – 8 июль
- Ялкир, П. Сăвви-юрри – паха парне / П. Ялкир // Хыпар. – 2001. – 10 утă. – С. 4.
- Афанасьев, П. Малгай Иван Григорьевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 251-252.
- Григорьев Иван Григорьевич (Малгай) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 101.
- Малгай Иван Григорьевич // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. – Чебоксары, 2008. – С. 191-192.
- Михайлов, А. На войну уходили журналисты... / А. Михайлов // Молодеж. курьер. – 2004. – 21-27 апр. (№ 15). – С. 12.
- Потатурина, М. Поэт, песенник, переводчик / М. Потатурина // Цивил. вестн. – 2006. – 7 июля.
- Тимуков, А. Н. Малгай Иван Григорьевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 259.
- Тимуков, А. Н. Малгай Иван Григорьевич / А. Н. Тимуков // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 20.
- Ялгир, П. Малгай (Григорьев) Иван Григорьевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 65.
Каҫӑсем
- Малгай Иван Григорьевич на портале «Культурное наследие Чувашии»
- Малгай Иван Григорьевич в Чувашской энциклопедии
- Поэт-фронтовик // Официальный сайт Цивильского муниципального округа Чувашской Республики
- Малгай (Григорьев) Иван Григорьевич на Литературной карте Чувашии
- Поэт-песенник, переводчик – Иван Малгай // Централизованная библиотечная система Чебоксарского района