Евстафьев Николай Филиппович

Евстафьев Николай Филиппович (1918 ҫулхи акан 14-мӗшӗ, Йĕкĕр, Пӑхӑрӑслан уесӗ[d], Ӗренпур кӗпӗрни[d], Раҫҫей империйӗ1986 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чăваш сăвăçи, тăлмачĕ, литература критикĕ, СССР Çыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1951), Чăваш АССРӗн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1982)[1][2].

Пурнӑҫӗ

1918 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче Ӗренпур кӗпӗрнин Пӑхӑрӑслан уесӗнчи Йĕкĕр ялӗнче (халĕ Самар облаçĕн Клявлĕ районĕ) ҫуралнă[1][2]. Ачалăхра ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, 1933 çулта Исаклă районĕнчи Иккĕмĕш Ҫӑлкуҫри шкулта вĕрентекен пулса ĕçлекен аппăшĕ патне куçса кайнă. Икĕ çул Исаклăри шкулта вĕреннĕ хыççăн Похвиçнĕри ял хуçалăх техникумĕн хатĕрлев уйрăмне кĕнĕ, техникума 1938 çулта вĕçленĕ[3].

1938 çулта Хĕрлĕ Çарта хĕсмете тӑнӑ. 1939 çулта Халхин-Гол çапăçăвĕсене хутшăннă, 1945 çулта Маньчжурири походра пулнă[1][2]. Çар хĕсмечĕ вăхăтĕнче виçĕ çул ытла дивизи хаçачĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ[3]. «Отвага» медалĕпе наградăланă[3].

1946 çулхи çурла уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуçласа «Красная Чувашия» (каярах «Советская Чувашия») хаçат редакцинче ĕçленĕ: ял хуçалăх уйрăмĕн литература сотрудникĕ, культура уйрăмĕн заведующийĕ (1946), вырăнти информаци уйрăмĕн заведующийĕ (1947), яваплӑ редактор (1948), информаци уйрăмĕн заведующийĕ (1948—1949), культура уйрăмĕн заведующийĕ (1949—1950)[3]. 1951 çулта СССР Çыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ шутне кĕртнĕ[1].

1982 çулта Чăваш АССРӗн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне панă[1][2]. 1986 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнĕ[1].

Пултарулӑхӗ

Поэзипе 1930-мĕш çулсен варринчех кăсăкланма пуçланă. Пĕрремĕш сăвви 1934 çулта Самарти «Колхозник» чăваш хаçатĕнче пичетленнĕ[2][3]. Каярах район, облаç тата çар хаçачĕсенче, Иркутск, Хабаровск, Куйбышев тата Шупашкарти литература журналĕсенче пичетленнĕ[3]. Чăвашла та, вырăсла та çырнă[1].

Тăлмач ĕçĕпе нумай тăрăшнă: чăвашла К. Симонов, В. Маяковский, С. Михалков, Н. Хикмет, С. Смирнов, С. Щипачев, С. Антонов, С. Грибачев, О. Шестинский, болгар сăвăçи А. Тодоров, украин сăвăçи С. Репьях хайлавĕсене куçарнă. Чăваш сăвăçисен тата прозаикĕсен хайлавĕсене вырăсла куçарнă[2][4].

Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем юрӑсем кĕвĕленĕ[4].

Кӗнекисем

  • «Паттăр ывăлĕ» (1950);
  • «Пирĕн Шупашкар» (1953);
  • «Ҫӗршывӑм, тӑван анне» (1955);
  • «Наши Чебоксары» (1961);
  • «Çулсем чĕнеççĕ» (1966);
  • «Хĕвеле хирĕç» (1969, 1986);
  • «На грани двух миров» (1973);
  • «Республика ирӗ» (1974);
  • «Шинеллĕ хĕр» (1977);
  • «Вилĕмсĕррисенчен пĕри» (1984);
  • «Сăвăсемпе поэмăсем» (1988 — вилнĕ хыççăн тухнă).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Евстафьев Николай Филиппович (выр.). Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Евстафьев, Николай Филиппович (писатель) (выр.). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 К 100-летию со дня рождения поэта Николая Филипповича Евстафьева (выр.). БУ «Госархив современной истории Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Состоится вечер памяти, посвященный 100-летию писателя Николая Евстафьева (выр.). Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăх институчĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Артемьев, А. Аслӑ туслӑхпа паттӑрлӑх юрӑҫи / А. Артемьев // Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе писатель ӑсталӑхӗ / А. Артемьев. — Шупашкар, 1984. — С. 267-271.
  • Бурнаевский, В. Асран кайми пиччем / В. Бурнаевский // Ялав. — 1988. — № 4. — С. 29.
  • Давыдов-Анатри, В. Тавах сана, тӑван поэтӑмӑр! / В. Давыдов-Анатри // Тӑван Атӑл. — 1995. — № 8. — С. 72 ; Хыпар. — 2000. — 14 ҫӗртме.
  • Кошкин-Кервен, В. «Куҫран калани килӗшӳллӗ» : Николай Евстафьев ҫуралнӑранпа — 95 ҫул / В. Кошкин-Кервен // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 4. — С. 72-74.
  • Орлов, Г. Юлташ ҫинчен пӗр-икӗ сӑмах / Г. Орлов // Хыпар. — 1998. — 15 ака.
  • Симаков, В. Ҫыравҫӑ та, куҫаруҫӑ та : Николай Евстафьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул / В. Симаков // Сувар. — 2018. — 13 ака/апрель (№ 14). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Хусанкай, П. «Ҫемҫен шанлаттаракан сехет» // Хусанкай, П. Ӑсталӑхпа чӑнлӑх / П. Хусанкай. — Шупашкар, 1964. — С. 25-30.
  • Чӑваш поэзийӗн сӑпайлӑ ӗҫченӗ : поэт, куҫаруҫӑ, публицист Николай Евстафьев ҫуралнӑранпа паян — 100 ҫул / Т. Наумова хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2018. — 14 ака/апрель (№ 14). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Уяр, Х. Куйбышев облаҫӗнчи ялсем / Х. Уяр // Ялав. — 1966. — № 12. — С. 30
  • Юман, Анатолий. Икӗ чӗлхе — икӗ ӑс / А. Юман // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 1992. — 24 юпа. — С. 4, 7.
  • Ялкир, П. Самар ҫыравҫисем / П. Ялкир // Хыпар. — 2000. — 1 нарӑс.
  • Афанасьев, П. Евстафьев Николай Филиппович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 124-125.
  • Дедушкин, Н. Поэтическое творчество в годы войны // Дедушкин, Н. Чувашская литература периода Великой Отечественной войны / Н. Дедушкин. — Чебоксары, 1962. — С. 37-40.
  • Евстафьев Николай Филиппович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 121.
  • Николай Филиппович Евстафьев : [некролог] // Советская Чувашия. — 1986. — 2 авг.
  • Трофимов, Г. Ф. Eвстафьев Николай Филиппович / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 155.
  • Юмарт, Г. Ф. Евстафьев Николай Филиппович / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 552.
  • Ялгир, П. Евстафьев Николай Филиппович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 33-34.