Ĕçхĕл Аркадий Александрович
Аркадий Ĕçхĕл | |
---|---|
Ҫуралнӑ | 1914, нарӑс, 10 |
Ҫуралнӑ вырӑн | Янсакасси ялĕ, Шупашкар уесӗ, Хусан кĕперни (халĕ Ҫӗрпӳ районӗ, Чăваш Ен) |
Вилнӗ | 1992 çулхи раштав, 7 |
Вилнӗ вырӑн | ШупашкарЧăваш АССР |
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тишкерӳçи |
Жанр | Проза, Поэзи, драматургия[d] тата публицистика |
Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
Наградӑсем |
![]() ![]() |
Аркадий Александрович Ĕçхĕл (паспортри хушамачĕ Александров, 1914, нарӑс, 10, Янсакасси ялĕ, Шупашкар уесӗ, Хусан кĕперни — 1992 çулхи раштав, 7, Шупашкар, Чăваш Ен), — чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тишкерӳçи.
СССР ÇП пайташĕ (1937 ç.), «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденсемпе хисепленĕ. [1][2]
Пурнăçĕ
1914 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакасси ялĕнче çуралнă.
1928 çулта Тутарстанри Сиктĕрмери сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Чистайри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, партипе комсомол ĕçĕсенче вăй хунă. Çав вăхăтрах Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
1932 çулта Шупашкара куçса килнĕ. 1934-1940 çулсенче А. Эсхель «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. 1940 çулта ăна Чăваш Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçне суйланă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин çулĕсенче А. Эсхель «Чăваш коммуни» хаçат редакторĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «Илемлĕ литература» альманаха редакциленĕ.
1950-1952 çулсенче вăл — Чăваш АССР Министрсен Канашĕн çумĕнчи ӳнер ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ, ун хыççăн — «Ялав» журнал тĕп редакторĕ. 1947 çулта ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма суйланă.
1992 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Пурĕ 50 кĕнеке патнелле тухнă:
- «Ырă кун» (1935);
- «Калавсем» (1938),
- «Телей» (1940);
- «Пĕчĕкке строительсем» (1941);
- «Ăмăрт кайăк» (1944);
- «Чăваш совет литератури» (1948);
- «Виçĕ туй» (1955);
- «Хĕвеллĕ çумăр» (1965);
- «Юрлакан шăнкăрав» (1976);
- «Çул хыççăн çул» (1984);
Унăн сăввисем çине композиторсем нумай юрă хунă.
Вуламалли
- Аркадий Эсхель : библиогр. указ./ Чуваш. респ. б–ка им. М. Горького; Чуваш. гос. ун–т им. И. Н. Ульянова. – Шупашкар, 1992. – 89 с.
- Григорьев, Н. Çĕрр сеткенĕ // Григорьев, Н. Юратнă сăнарсем. / Н. Григорьев – Шупашкар, 1982.– С.46–56.
- Григорьев, Н. “Этем ĕçпе илемлĕ халăхра...” // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Н. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 102–116 ; cавах // Григорьев, Н. Еcпе eмeт / Н. Григорьев. – Шупашкар , 1985..– С. 14–34.
- Eфимов, Г. Ырăпа асанар / Георгий Eфимов // Хыпар. – 1999. – 17 пуш.
- Иванов, Ип. Çӳллĕ тӳперен // Иванов, Ип. Кĕрешӳceсем, çĕнтерӳсем / Ип. Иванов. – Шупашкар, 1976. – С.113–117.
- Сементер, Ю. Вĕрентекенeмĕр / Юрий Сементер // Тăван Атăл. – 1993. – № 6. – С.55–58.
- Дедушкин, Н. Поэтическое творчество в годы войны // Дедушкин, Н. Чувашская литература периода Великой Отечественной войны / Н. Дедушкин. – Чебоксары, 1962. – С.48–54.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
![]() |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
«Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисем |
|
---|---|
- Хусан кĕпернинче ҫуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- «Хисеп палли» орден кавалерӗсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Рувики:Ҫыравҫӑсем пирки ҫырнӑ портретсӑр статьясем
- Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Тăван Атăл журналăн тĕп редакторĕсем
- СССР сăвăçисем
- СССР çыравçисем
- СССР драматургĕсем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей драматургĕсем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш драматургĕсем
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем