Юпа, 23
Пулăмсем
- 1086 — арапсем, испан христианĕсене Заллаке патĕнче аркатса, Реконкистăна чарса лартаççĕ
- 1582 — Çĕпĕре пăхăнтарни: Йăрмак касакĕсем Чăваш сăмсахĕ патĕнчи çапăçура çĕнтереççĕ
- 1917 — Владимир Ленин хистенипе РСДРП(б) Санкт-Петербургра хĕçпăшаллă пăлхав çĕклеме йышăннă
- 1942 — Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи: Египетра Эль-Аламейн патĕнче акăлчансемпе нимĕçсем çапăçнă
- 1983 — Бейрутри лапкăлăхçăсен казармисене сирпĕнтернĕ
- 1992 — Акихито, япон императорĕсенчен пĕрремĕш, Китая çитет
- 2001 — Стив Джобс iPod медиа-проигрывателе (капăрл.) кăтартать
- 2002 — Дубровкăри театр центрĕнче террористсем 900 яхăн çынна салука илнĕ
- 2005 — Нигерири Лагос хулин аэропорчĕнчен Абуджа хулине вĕçсе тухнă Boeing 737-200 авиалайнер Атлантика океанӗн çыранĕсем çумĕнче тӳперен персе аннă — 111 пассажирпа экипажĕнчи 6 çын пĕтнĕ.
Ҫуралнӑ
- 1919 — Кирюшкин Иван Сергеевич, совет саманин тата Раҫҫейӗн журналисчӗ, сӑвӑҫи, общество ӗҫченӗ.
Вилнĕ
Ӑнлантарусем
- ^ Международный день снежного барса (23.10.2021). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.