Кăтра Мишши
Кăтра Мишши (паспортра: Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич, (1911, чӳк, 6, Тури Панкли ялĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кĕперни, (Чăваш Енĕн Муркаш районӗ) — 1944 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕ, Тернополь хули, Украина), — чăваш прозăçи.
1962 çултанпа (вилнĕ хыççăн кĕртнĕ) СССР ÇП пайташĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хелĕ
Кăтра Мишши 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялĕнче çуралнă.
1929 çулта Тивĕшри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Кайран Шупашкар педагогика техникумĕнче (1932) тата педагогика институтĕнче (1938) пĕлӳ пухнă.
1938-1940 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă.
Ачасене вĕрентнĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса ĕçленĕ.
1941 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.
1944 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тернополь хулине ирĕке кăларнă чухне çапăçура вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Пĕрремĕш калавне 1932 çулта «Сунтал» журналĕнче пичетленĕ.
1932-1941 çулсенче хаçатсемпе журналсенче вăл çырнă 20 ытла илемлĕ калав пичетленнĕ. Чи паллисем:
- «Парне»;
- «Элек»;
- «Виç алă»;
- «Уйăх ансан»;
- «Татăлнă ĕмĕт»;
- «Сисĕм»;
- «Туслăх»;
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Юрьев М. И. Вăл пурнăçпа тан утнă. //Ялав, 1996, 6№.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |