Ухсай Яков Гаврилович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Ухсай Яков Гаврилович (паспортри хушамачĕ Никифоров; 1911 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ, Слакпуҫ, Пелепей уесӗ, Ӗпхӳ кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1986 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш АССРӗ, РСФСР, СССР) — чӑваш сӑвӑҫи тата ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, публицисчӗ, СССР ҪП пайташӗ (1938). Чӑваш АССР халӑх сӑвӑҫи (1950). 1943-мӗш ҫултан ВКП(б) членӗ[1][2].

Пурнӑҫӗпе ĕçĕ-хĕлĕ

Ҫурални, пӗлӳ илни

Слакпуҫ ялӗнче (халӗ Пушкӑртстан Республики) чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл «Нарспи» паллӑ поэмӑна ҫырнӑ чӑваш поэзийӗн классикӑн тата ӑна пуҫарса яракан Константин Ивановӑн виҫӗ сыпӑкри пиччӗшӗ пулать[3].

Малтанхи пӗлӗвне Пишпӳлекри хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче илнӗ‚ унтан 1930—1933 ҫулсенче М. В. Ломоносов ячӗллӗ МПУн литература факультетӗнче вӗреннӗ. Мускавра чӑвашла тухса тӑракан «Коммунар» хаҫатӑн корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑх ӗҫӗнче тӑрӑшни

Ухсай Яккӑвӗ литература ӗҫӗнче пӗрремӗш хут «Сунтал» журналӑн 1929 ҫулхи 7-мӗш номерӗнче палӑрнӑ. Унта унӑн «Юратрӑм эп тӑван хире…» сӑвви пичетленнӗ[4].

1934—1936 ҫулсенче вӑл е Пушкӑртра, е Шупашкарта пурӑннӑ, хӑй ӗҫӗсене хайланисӗр пуҫне Константин Ивановӑн паллӑ мар ӗҫӗсене шыранӑ. 1936 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ухсай Шупашкарта тӗпленме шухӑш тытнӑ.

Ҫамрӑк Ухсай самай хивре сӑмахсем каланӑ: чӑвашсене ҫутта кӑларакана Иван Яковлева Константин Иванов вӑхӑтсӑр вилнишӗн айӑпланӑ[5]; чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Николай Ашмарин чӑвашсен юрӑ хайлас пултарулӑх ҫине «кулаксемпе пупсем» куҫӗпе пӑхнӑ тесе ҫирӗплетнӗ[6]. Каярахпа Ухсай ҫакӑн пек шухӑшлани йӑнӑш пулни пирки палӑртнӑ[7].

1937 ҫулта «Сунтал» журналта Ухсая «халӑхсен тӑшманӗсемпе» ҫыхӑннӑ тесе айӑплама тытӑннӑ. П. Хусанкайпа, А. Талвирпа тата К. Чулкаҫпа пӗрле ӑна та чӑваш националисчӗн Дмитрий Петров-Юманӑн «тусӗ» тенӗ[8].

Авӑн уйӑхӗнче Ухсай Патӑрьеле куҫса кайнӑ. Анчах та тепӗр уйӑхранах репресси аллине ҫакланасран шикленсе поселокран тухса кайма шутланӑ. Анчах вӑл ларнӑ ҫула май каякан грузовик Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ, аманса пӗтнӗ Ухсай пульницӑна лекнӗ. 1937 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Улатӑрта пурӑннӑ хыҫҫӑн поэт Мускав ҫывӑхнелле пурӑнма куҫнӑ[9].

1938 ҫул пуҫламӑшӗнче Ухсая критиклеме пӑрахнӑ та[10] ӑна каллех «Сунтал» журналта пичетлеме пуҫланӑ[11]. Анчах Ухсай Шупашкарта нумай тытӑнса тӑман, Чӗмпӗре куҫса кайнӑ, унта педагогика училищине чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Училищӗре вӑл хӑйӗн пулас арӑмӗпе Мария Дмитриевна Мухинӑпа (1908–1969) паллашнӑ. 1939 ҫулта Мария Ухсая качча илнӗ те Чӑваш Ене таврӑннӑ. Малтан вӑл Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче ачасене шкулта вӗрентнӗ, 1940 ҫулта вара тӗппипех Шупашкарта тӗпленнӗ[12].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Ухсай вӗренӳ батальонӗн курсанчӗ пулса тӑнӑ, кайран ӑна Чӑваш АССР территорийӗнче — Улатӑрта — йӗркеленнӗ 141 стрелковӑй дивизие чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен фронтра пулнӑ.

Малтан Ухсай рядовой пулнӑ, кайран вӑл дивизи хаҫачӗн сотрудникӗ тата ҫар пичечӗн ҫар корреспонденчӗ (31 танк корпусӗн «На штурм» хаҫат) пулса тӑнӑ[13].

1943 ҫулта Ухсай ВКП(б) йышне кӗнӗ.

РККА йышӗнче Ухсай Воронеж облаҫӗнчен пуҫласа Прагӑна ҫити утса тухнӑ. 1946 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче капитан званийӗнче демобилизациленнӗ.

1946—1948 ҫулсенче Ухсай «Тӑван Атӑл» альманахӑн редакторӗ пулса ӗҫленӗ. 1948 ҫулта профессиллӗ литератор пулса тӑнӑ. 1950 ҫулта Ухсая Чӑваш АССР халӑх поэчӗ ятпа чысланӑ.

Ухсай хивре те хӑйне евӗр ҫын пулнӑран унӑн ытти ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсемте тата литература ӗҫӗнчи пуҫлӑхсемпе час-часах хирӗҫӳсем сиксе тухнӑ. Ҫапла 1957 ҫулта, Чӑваш АССР ҫырӑвҫисен пӗрлӗхӗн председателӗнче Алексей Талвир пулнӑ чухне Ухсая коммунистсен партинчен кӑларса ярассипе хӑратнӑ[14].

1969 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче инкеке пула — металл листисем ӳкнине пула — Ухсайӑн арӑмӗн Мария Дмитриевнӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вилнӗ ҫыннӑн аппӑшӗ тата литература ӗҫӗнчи ырӑ мар сунакансем Ухсая арӑмне вӗлернӗ тесе айӑплама пӑхнӑ[15][16]. Чӑваш АССР Аслӑ Канашӑн председателӗ Семен Ислюков тата обкомра идиологи енӗпе ӗҫлекен Илья Прокопьев хута кӗнипе Ухсая айӑплама пӑрахнӑ[17][18].

Литература ӗҫӗпе тӑрмашнисӗр пуҫне Ухсай ҫутҫанталӑка сыхлас ӗҫе те хастар хутшӑннӑ. Республикӑри пичет кӑларӑмӗсен страницисенче вӑл вӑрмансене ним тӗлли-паллисӗр касни, юханшывсемпе кӳлӗсене упрасси, ҫавӑн пекех ҫырма-ҫатрапа кӗрешесси тавра ҫивӗҫ ыйтусем ҫӗкленӗ[19]. Экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫленӗ май Ухсай Аркадий Айдакпа, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» пысӑк колхоз председателӗпе (вӑл тӑпра эрозийӗпе тухӑҫлӑ кӗрешме май тупнӑ) туслашнӑ.

1986 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Ҫемье

  • Мария Ухсай (1908—1969) чӑваш ҫыравҫине качча илнӗ.
  • Ачисем:
    • Яков ывӑлӗ (1940 ҫ.ҫ.), пӗчӗк чухнех вилнӗ;
    • Ольга (1948 ҫ.ҫ.) тата Елена (1951 ҫ.ҫ.) хӗрӗсем.

Тӗп хайлавсем

  • «Халӑхӑн ылтӑн кӗнеки» поэма (1937 ҫ.) Хӑй вӑхӑтне кура 1936 ҫулхи Сталин Конституцине мухтать.
  • «Тутимӗр» трагеди (1940 ҫ.) Пугачёв пӑлхавӗ вӑхӑтӗнчи Пушкӑртри чӑваш ялӗнчи пулӑмсем ҫинчен.
  • «Хура элчел» трагеди (1941 ҫ.) Чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Иванов тата чӑвашсен паллӑ ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлев хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен. Критиксем Ухсая хайлавра Ивановпа Яковлева пӗр-пӗрне хире-хирӗҫле тӑратнӑшӑн тата Яковлева «чӑваш таланчӗсене хӗсӗрлекен усал ҫын пек, вырӑс православине сыхлаканӗ пек кӑтартнишӗн» ӳпкеленӗ[20].
  • «Кӗлпук мучи» поэма (1950 ҫ.) Ухсай Яккӑвӗн чи паллӑ хайлавӗ. Тӑхӑрвунӑ ҫула ҫитиччен пурӑннӑ Кӗлпук ятлӑ чӑваш хресченӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать. Патша саманинче ҫуралнӑ Кӗлпук ун чухнехи йӗркен пусмӑрне тӳснӗ, налук пухакана вӗлернӗшӗн ӑна каторгӑна янӑ, Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче шурӑ гвардеецсем мӗн тери пуҫтахланнине курнӑ, ялта колхоз йӗрки ҫӗнтериччен тата Хӗрлӗ Ҫар фашистла Германие ҫӗнтеричченех пурӑнса ҫитнӗ.
    • Малтанласа «Кӗлпук мучие» чӑваш критикӗсем ытлашши кӑмӑллӑ йышӑнман. Тӗслӗхрен, Илле Тукташ Ухсая ялти харампырсен тискерлӗхне кӑтартнӑ пулин те халӑх вӗсемпе мӗнле кӗрешнине ҫутатман, ун вырӑнне, имӗш, автор Кӗлпукӑн пурнӑҫӗнчи кулӑшла саманчӗсене мала кӑларнӑ[21]. Тукташ уйрӑммӑн Кӗлпук кивӗ йӑласене ҫирӗп пӑхӑннишӗн, вӑл хӑйне ютарнишӗн, тутлӑ апатланма кӑмӑлланишӗнӳпкеленӗ, пӗтӗмлетсе «кун пек упшурла поэзи хальхи вӑхӑтра кирлӗ мар» тесе ҫырнӑ[22].
    • Чӑвашсем критикленӗ пулин те пӗтӗм союз шайӗнчи литература пуҫлӑхӗсем «Кӗлпук мучине» пысӑка хурса хакланӑ. 1955 ҫулта Александр Фадеев Ухсай поэми пирки «юлашки ҫулсем хушшинчи чи кӑсӑклӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри» тесе пӗлтернӗ[23]. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн «Кӗлпук мучи» чӑваш поэзийӗнче классикӑллӑ хайлав пулса тӑнӑ[24].
  • «Ту урлӑ ҫул» сӑвӑллӑ роман (1952 ҫ.) Чӑваш ялӗнчи коллективизаци ӗҫне халалланӑ. Сюжетӑн тӗп вырӑнӗнче — Калля ятлӑ вӑтам хресчен. «Ту урлӑ ҫула» Самед Вургун лайӑх хак панӑ[25].
  • «Ҫӗр» поэма (1960 ҫ.) XVIII ӗмӗрте патша влаҫӗн пусмӑрӗнчен Пушкӑрта тарнӑ чӑваш хресченӗсем ҫинчен каласа парать[26].
  • «Шуйттан чури» трагеди (1967 ҫ.) Константин Ивановӑн ҫав ятлӑ вӗҫленмен хайлавӗ тӑрӑх ҫырнӑ. Юнтиерпе Ястрен икӗ пиччӗш вӑрҫӑра мародерлаҫҫӗ. Юнтиер пуянлӑхшӑн чунне шуйттана сутать, вӑл хӗтӗртнипех Ястрена вӗлерет. Пирӗшти Юнтиера тӑна кӗртме хӑтланать, анчах усси пулмасть[27].
    • Трагедире чӑваш мифологийӗнчи персонажсемпе, уйрӑмах усал сывлӑшсемпе, усӑ курнӑ. Ухсай каласа панӑ тӑрӑх, критиксем ӑна «атеистла вӑхӑтра темле шуйттансемпе ӗҫленишӗн» те ӳпкеленӗ[28].
  • «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм» (1971 ҫ.) Ухсайӑн хӑйӗн ача ҫулӗсем ҫинчен ҫырнӑ автобиографиллӗ поэма.

Хисепӗсем

Пултарулӑхне хаклани

«Чӑваш поэчӗн Яков Ухсайӑн ӗҫӗсенче тискер чӗрчунсемпе метафора пек питӗ нумай усӑ курнӑ. Пӗррехинче мана унӑн «Ту урлӑ ҫул» пысӑк поэмине рецензилеме панӑччӗ, эпӗ вара унта ҫак тӗлӗнтермӗше тупрӑм. Хӗвел анас чухне ҫӗр ҫумӗнчех, тет вӑл, мулкач та ун патне сиксе ҫитме пултарать! Ӗнине вӑл кимӗпе танлаштарать, лавҫӑ ерсе пыракан чупакан лашанавӑл пӗчӗк юхан шывпа танлаштарать, ҫӗрулми унӑн така ҫамки евӗр, путек мӑйракисем — ӑвӑс пек, така мӑйракисем — кустӑрмасем пек… Юлашкинчен, вӗҫкӗнӗн пушмакӗсем ӑна сарӑ кӑвакал чӗпписем пек курӑнаҫҫӗ!» (Юрий Олеша(выр.)чăв., «Ни дня без строчки»).

Астӑвӑм

undefined
undefined
  • Унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ (1984).
  • Яков Ухсай ячӗпе Шупашкар хулинчи урам хисепленет.
  • Шупашкарта Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ пур.
  • Слакпуҫ ялӗнче Яков Ухсай музейне уҫнӑ.
  • Шупашкар хулинчи Ленин проспекчӗн 14-мӗш ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ (1989, утӑ уйӑхӗ).
  • Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче Я. Г. Ухсай палӑкне (скульпторӗ С. Кадикин) вырнаҫтарнӑ (1996, чӳк уйӑхӗ).
  • Шупашкар хулин Президент бульварӗнчи сквера Я. Ухсай ятне панӑ (2011).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  2. ^ Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
  3. ^ Ухсай Е. Я. Слово об отце. — Чебоксары, 2009 г. — Стр. 47.
  4. ^ Сунтал, № 7 за 1929 г., стр. 11.
  5. ^ Трактор, 1935, кн. 11, с. 94-100, 105—112.
  6. ^ Сунтал, № 3 за 1937 г., стр. 32.
  7. ^ Тенюшев И. Я. Оружием публициста // Народность и художественность произведений Я. Г. Ухсая, Чебоксары, 1984 г. — Стр. 49.
  8. ^ Сунтал, № 5 за 1937 г., стр. 2.
  9. ^ Станьял В. П.Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккăвĕ. Шупашкар, 2001 . С. 6-7.
  10. ^ Сунтал, № 3 за 1938 г., стр. 33.
  11. ^ Сунтал, № 5 за 1938 г., стр. 19-21.
  12. ^ Станьял В. П. Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккăвĕ. Шупашкар, 2001 г. С. 7.
  13. ^ Ухсай Яков Гаврилович (капитан). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
  14. ^ Письмо Якова Ухсая В. И. Краснову от 1 августа 1957 г. // Ухсай Я. Собрание сочинений, т. 7. 2019 г. Стр. 31.
  15. ^ Из дневника Я. Г. Ухсая//Я. Г. Ухсай в воспоминаниях современников. Чебоксары, 2005. Стр. 220.
  16. ^ Впервые в истории чувашской литературы издана книга писем Якова Ухсая. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
  17. ^ Ухсай Е. Я. Слово об отце. Чебоксары, 2009 г. Стр. 82.
  18. ^ Прокопьев И. П. Во имя народа. Чебоксары, 2001 г. Стр. 12. «Ухсайсен ҫемйинче лайӑх хутшӑнусем пулнине пӗлнӗ пулин те тӑшмансем Мария Дмитриевна вилӗмӗшӗн Яков Гавриловича айӑплама хӑтланнӑ. Ку элек ҫӗнӗ йывӑр ҫапӑҫу пулчӗ, вӑл йывӑр чирлесе ӳкрӗ. Ҫавна май КПСС обкомӗн, Верховнӑй Совет Президиумӗн, унӑн председателӗ С.Ислюковӑн тата республика правительствин ҫакӑн пек пысӑк айӑплава сирсе яма мерӑсем йышӑнма, Я. Ухсай тӗплӗн сипленипе.»
  19. ^ Тенюшев И. Я. Оружием публициста // Народность и художественность произведений Я. Г. Ухсая, Чебоксары, 1984 г. — Стр. 48.
  20. ^ Одюков И. И. Образ И. Я. Яковлева в чувашской литературе // Ученые записки. Выпуск 42. Чебоксары, 1969 г. Стр. 140.
  21. ^ Тăван Атăл. № 1 за 1952 г. Стр. 149.
  22. ^ Унтах. 157 стр.
  23. ^ Фадеев А. А. Заметки о литературе // Литературная газета, 24 сентября 1955 г.
  24. ^ Народность и художественность произведений Я. Г. Ухсая. Чебоксары, 1984 г. Стр. 6.
  25. ^ Вургун, С. Советская поэзия //Литературная газета, 17 декабря 1954 г.
  26. ^ Тăван Атăл. № 3 за 1961 г. Стр. 96.
  27. ^ Викторов Ю. В. Элли Юрьев. Художник и время. Чебоксары, 2005 г. Стр. 73-74.
  28. ^ Яков Ухсай (автобиография). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.

Вуламалли

Чӑвашла
  • Станьял, В. П. Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккăвĕ: пурнăçĕпе пултарулăхĕн ĕлкевĕсем / В. П. Станьял. — Шупашкар : ЧПГАИ, 2001. — 64 с.[1]
  • Абрамов, В. Ухсай Яккăвĕн тĕнчинчи шыв кульчĕпе мунча рехечĕ //. Абрамов, В. Сăмахпа сăнар сипечĕ / В. Абрамов. — Шупашкар, 1998. — С. 67-71.
  • Агивер, Х. Ухсай тĕнчи / Х. Агивер // Тăван Атăл. — 1996. — № 11. — С. 3.
  • Артемьев, А. Ӗçченлĕхпе пултарулăх // Артемьев, А. Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ / А. Артемьев. — Шупашкар, 1984. — С. 261—267.
  • Давыдов-Анатри, В. Пирĕн Ухсай / В. Давыдов-Анатри // Тăван Атăл. — 1996. — № 11. — С. 4-7.
  • Дедушкин, Н. С. Тăван çĕр сĕткенĕпе ÿснĕ поэзии // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. — Шупашкар, 1988. — С. 53-64.
  • Eмельянов, А. «Пырать», — тетчĕ Ухсай / А. Eмельянов // Ялав. — 1999. — № 7. — С. 71-81.
  • Мурманский, А. Асран кайми Ухсай / А. Мурманский // Ялав. — 1995. — № 3. — С. 111—114.
  • Петров, К. Мана пил панă Ухсай Яккăвĕ: [аса илÿ] / К. Петров // Хыпар. — 2002. — 31 кăрлач.
  • Прокопьев, И. Тăван çĕре мухтаса / И. Прокопьев // Ялав. — 2001. — № 11. — С. 34-36.
  • Смирнова, H. «…Ман сассăм вилĕм урлă каçĕ, çухалмĕ вăл поэзире» / Н. Смирнова // Хыпар. — 2001. — 8 раштав.
  • Станьял, В. Ухсай сăввисемпе çырнă юрăсем / В. Станьял // Хыпар. — 2001. — 19 раштав.
  • Тагиров, Т. Ухсай çинчен сăмахăм / Т. Тагиров // Тăван Атăл. — 2001. — № 11. — С .7-11.
  • Ухсай Яккăвне аса илеççĕ // Хыпар. — 1996. — 26 чÿк. — Содерж.: «Кулак ывăлĕ задача шутласа пар тесе тилмĕретчĕ» / Ф. Николаев; «Тăван çĕр сĕткенне туяс килет…» / А. Марков ; Пире «Кĕлпук мучи» паллаштарчĕ/ А. Романов.
  • Ухсай, E. Атă кунчинчи тетрадь / E. Ухсай // Тăван Атăл. — 2005. — № 3. — С. 51-56.
  • Ухсай, О. Аттем çинчен / О. Ухсай // Ялав. — 1993. — № 7. — С. 22-24.
  • Ухсай, О. Асамлă пÿлĕм /О. Ухсай // Хыпар. — 2004. — 18 çу.
  • «Хама поэт теме хăратăп эпĕ…» / фот. В. Исаев // Ялав. — 2001. — № 9. — С. 58-59.
  • Харрис, Р. Пирĕн Ухсай / Р. Харрис // Ялав. — 1992. — № 4. — С. 17.
  • Чекушкин, В. Ухсай Якковĕн чысне / В. Чекушкин // Тăван Атăл. — 1991. — № 11. — С. 1-5.
Вырӑсла
  • Бассаргин, Б. А. Яков Ухсай: критико-биогр. очерк / Б. А. Бассаргин. — Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1965. — 115 с.
  • Власенко, А. Н. Яков Ухсай: лит. портрет / А. Н. Власенко. — М.: Совет. Россия, 1976. — 108 с.
  • Иванов, И. И. Творчество Якова Ухсая и развитие эпических жанров в чувашской советской поэзии: автореферат дис.на соискан. учен. степ. канд. филолог. наук / И. И. Иванов; Морд.гос.ун-т им. Н. П. Огарева. — Саранск, 1982. — 20 с.
  • Иванов, И. И. Яркий и самобытный талант / И. И. Иванов. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1973. — 198 с.
  • Народность и художественность произведения Я. Г. Ухсая / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары, 1984. — 59 с.[2]
  • Ухсай, Е. Я. Слово об отце: воспоминания, письма / Е. Я. Ухсай; [худож. В. Н. Гончаров]. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – 239 с., [8] л. ил.
  • Я. Г. Ухсай в воспоминаниях современников / [сост. А. И. Дмитриева, E. Я. Ухсай]. — Чебоксары: Калем, 2005. — 383 с.
  • Афанасьев, П. «Ухсай — удивительное явление» / П. Афанасьев // Вести Чувашии. — 2001. — 21 дек. (№ 50). — С. 8.
  • Иванов, И. И. Творчество народного поэта Я. Г. Ухсая в критике и литературоведении / И. И. Иванов // Актуальные проблемы чувашской литературы. — Чебоксары, 1983. — С. 74-93.
  • Прокопьев, И. П. Славил он народ родной // Прокопьев, И. П По зову сердца / И. П. Прокопьев. — Чебоксары, 1998. — С. 23-31.
  • Семендер, Ю. Словно беркуты над Гусли-горой / Ю. Семендер // Совет. Чувашия. — 1996. — 27 нояб.
  • Сироткин, М. Я. Поэзия Якова Ухсая / М. Я. Сироткин // Ученые записки / НИИ яз., лит. и истории при Совете Министров Чуваш. АССР. — Чебоксары, 1955. — Вып. 12. — С. 163—190.
  • Тагиров, Т. Проезжая мимо Гусли-горы… / Т. Тагиров // Родники Слагбаша. — Уфа, 1996. — С. 136—147.
  • Ухсай, E. Из воспоминаний об отце / E. Ухсай // Халăх шкулĕ=Нар. шк. — 2001. — № 5. — С. 63-68.
  • Ухсай, О. Я. Ухсай Яков Гаврилович / О. Я. Ухсай // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4: Си-Я. — С. 333.[3]
  • Ухсай, Я. Г. Время, творчество, долг / Я. Г. Ухсай // Советские писатели. Автобиографии. — Москва, 1972. — С. 616—633.[4]
  • Ухсай Яков Гаврилович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 467.
  • Яков Ухсай был храбрым воином // Совет. Чувашия. — 2001. — 28 апр.
  • Федоров, Ф. С любовью о земле чувашской / Ф. Федоров // Вести Чувашии. — 2001. — 23 нояб. (№ 46). — С. 3.
  • Федоров, Ф. Чарующие строки о земле чувашской, хлебе насущном, дружбе народов / Ф. Федоров // Чебоксар. новости. — 2001. — 24 нояб.
  • Яков Гаврилович Ухсай: (1911—1986). «…Звучит на радость людям» / подгот. О. Я. Ухсай // Выдающиеся люди Чувашии. — Чебоксары, 2002. — С. 187—194. — (Б-ка Президента Чуваш. Респ.; т. 1).

Категорисем