Пелепей уесӗ

Пелепей уесĕ
Уес центрĕн гербĕ Кĕпĕрне гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Кĕпĕрне гербĕ
Кĕпĕрне Ĕпхӳ кĕпĕрни
Центр Ĕпхӳ
Йĕркеленĕ 1782
Пăрахăçланă 1922
Лаптăк 19 474,6 çухрăм²
Пурăнан халăх 433 179[1] чел. (1897)
Ufimskaya gubernia Belebeysky uezd.png

Пелепей уе́сĕ (пушк. Бәләбәй өйәҙе) — 17821922 çулсенче Раççей Империйĕ тата РСФСР йышĕнчи Ăренпур тата Ĕпхӳ кĕпĕрнисене кĕнĕ администрациллĕ-территориллĕ виçе. Тĕп хула — Пелепей.

Географи

Уес Ĕпхӳ кĕпĕрнин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, унăн лаптăкĕ 22,162 пин км² пулнă.

История

Уесе 1782 çулта Ĕпхӳ енлĕхĕн Ĕпхӳ облаçĕ йышĕңче йĕркеленĕ. Енлĕхе Ăренпур кĕпĕрни çине куçарсан Пелепей уесĕ 1796 - 1865 çулсенче Ăренпур кĕпĕрнине кĕнĕ. 1865 çулта Пелепей уесĕ каллех туса хунă Ӗпхӳ кӗпӗрнине кĕнĕ.

1922 çулхи çĕртмен 14-мĕшĕнче Ӗпхӳ кӗпӗрнине пăрахăçланă, Пелепей уесĕн территорийĕ Пушкăрт АССР йышне Пелепей кантонĕ статусĕпе кĕнĕ.

Пурăнан халăх

Пурăнан халăха 1897 çулта çырнипе уесре 433 179 çын пурăннă, çав шутра Пелепейре — 5835 çын.

Наци йышĕ

Нациллĕх Пурăнан халăх, çын % пуринчен
Пушкӑртсем 232 960 53,78
Вырăссем 88 355 20,40
Тутарсем 48 784 11,26
Чăвашсем 31 443 7,26
Мордва 10 536 2,43
Çармăссем 7442 1,72
Типтерсем 6894 1,59
Пурĕпе 433 179 100,00

Адмистрациллĕ пайлану

1890 çулхи утăн 14-мĕшĕнче Ĕпхӳ уесĕн Бакаевка вулăсĕнчи Çĕнĕ Урасмет ялне Пелепей уесĕн Кивĕ Калмаш вулăсне куçарнă[2].

1913 çулта уес йышне 33 вулăс кĕнĕ[3]:

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем