Аслан Степан Степанович
| Степан Аслан | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Степан Степанович Степанов |
| Ҫуралнӑ | 1917 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 1980 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ (63 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Подданство |
|
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш ҫыравҫи, поэчӗ, тăлмачĕ |
| Жанр | повеç, роман, калав |
| Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
| Премисем | Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеплĕ хучĕ |
Аслан Степан Степанович (чӑн хушамачӗ — Степанов, выр. Степан Степанович Степанов; 1917 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ, Тури Сурăм, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики — 1980 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Çĕнĕ Шăхаль, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет çыравçи, поэчӗ, куҫаруҫи, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.
СССР Çыравҫӑсен пайташĕ (1956).
Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1917 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халĕ — Чӑваш Республикин Канаш муниципаллӑ округӗ) Тури Сурăм ялĕнче çуралнă[1].
Хӑй ялӗнче пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтерсен, Шӑхасанри колхоз ҫамрӑкӗсен тӗслӗхлӗ шкулӗнче вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн почтальонра, районти «Социализмшӑн» хаҫатра ӗҫленӗ (1934—1938). 1938—1942 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн колхозра, кайран Канашпа Шӑхасанри район хаҫачӗсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ, обществӑлла ӗҫре тӑрӑшнӑ.
1941—1942 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ, Муромри ҫыхӑну вӑрҫӑ училищине вӗренсе пӗтернӗ (1941)[1].
Степан Асланӑн литературӑри ӗҫ-хӗлӗ вӑрҫӑччен, 1937 ҫулта, унӑн пӗрремӗш «Сӑмакка айӑкки» калавӗ «Сунтал» чӑваш журналӗнче пичетленнипе пуҫланнӑ. Ун хыҫҫӑн ытти калавсем, очерксемпе повеҫсем тухнӑ. Ҫыравҫӑн чи паллӑ ӗҫӗ тӑватӑ кӗнекен тӑракан «Ахрат» роман шутланать. Вӑл очеркист тата сатира калавӗсен авторӗ пек те паллӑ.
С. С. Степанова чӑваш литературине аталантарас ӗҫре палӑрнӑшӑн Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.
1980 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ялĕнче вилнĕ[1].
Ĕçĕсем
Çыравçă пултарулăхĕшĕн уйрăмах çак очерксем паллă:
- «Разведчик Комков» (1941);
- «Засадăра»;
- «Гварди капитанĕ Кириллов» (1943);
- «Халăх вăйĕпе, тӳрĕ кăмăлпа» (1949);
- «Телей çулĕпе» (1950);
- «Ҫул çинчи çутăсем»;
- «Сутнел çамкинче»;
- «Улма йывăç авăнать»;
- «Паян колхозра» (1951);
- «Ҫемье» (1952);
- «Пурнăç илемĕ»;
- «Почтальон килсен» (1953);
- «Кил-йыш»;
- «Ҫул çинче»;
- «Ĕçчен хĕр»;
- «Аслă Октябрь тивлечĕпе» (1957);
- «Ырă ят»;
- «Ай, улми, сад улми» (1959).
Ачасем валли калавсем:
- «Пулла кайсан»;
- «Маруçăпа Валерик»;
- «Илемли»;
- «Павăл савăнăçĕ».
Кĕнекисем
Степан Асланăн пурĕ 18 кĕнеке пичетленсе тухнă.
- «Ҫул çинчи çутăсем» (калавсем, 1952);
- «Ахрат» (роман, 1957, 1983);
- «Алла-аллăн» (роман, 1958);
- Калавсем (1959);
- «Сад ăсти Григорий Петров» (очерк, 1960);
- «Хам айăплă» (калав, 1960);
- «Илемли» (калавсем, 1960);
- «Хăват» (роман, 1961, 1987);
- «Ял калавĕ» (калавсемпе очерксем, 1963);
- «Сехмет» (роман, 1967);
- «Пуçламăшĕ» (повесть, 1967).
Ҫемье
Ашшӗ — Степан Васильевич Степанов.
Арӑмӗ — Ульяна Павловна Павлова.
Ҫемьере 6 ача пулнӑ — Василий, Виталий, Валерий, Владислав, Зоя, Мария, ачисен хушамачӗ — Асланин[2]. Владислав Асланин ашшӗн сӑввисемпе 10 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ[3]. Виталий Асланин Куславкка районӗнче физкультура учителӗ пулса ӗҫленӗ, ҫамрӑклах аварие лексе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, Куславккара ана асӑнса ҫулсерен волейбол турнирӗ ирттереҫҫӗ[4].
Астӑвӑм
- Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗн фончӗсенче Асланӑн 18 кӗнеки, республикӑпа район хаҫачӗсенче, журналӗсенче пичетленнӗ 200 ытларах калавӗ, повеҫӗ, очеркӗ, романӗ тата статйи упранаҫҫӗ[5].
- 25 ноября 2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял библиотекинче «Пирӗн Степан Аслан» литература лаҫҫи уҫӑлнӑ[6].
- 2017 ҫулта Чӑваш наци музейӗнче Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература-музыка каҫӗ иртнӗ[7], К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче вара унӑн «Ятшӑн мар, ӗҫшӗн» ятлӑ куравӗ уҫӑлнӑ[8].
- Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ тӗле Канаш муниципаллӑ округӗн тӗп библиотеки «Ешӗл хунав пурнӑҫӑм» буклет кӑларнӑ[9].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Т. И. Кириллова. Аслан Степан Степанович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Акнӑ вӑрӑ путланман. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Степан Аслан ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Спортивная дань уважения: как прошёл традиционный турнир по волейболу памяти Виталия Асланина (выр.). Федерация волейбола Чувашской Республики (11 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Известный очеркист (К 90-летию со дня рождения С. С. Степанова-Аслана). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Степан Аслан известен как прозаик и публицист (выр.). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (27 чӳкӗн 2007). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Степану Аслану — 100 лет. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Выставка «Творю не ради славы». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Информационный буклет «Ешӗл хунав пурнӑҫӑм» (выр.). Централизованная библиотечная система Канашского муниципального округа Чувашской Республики (18 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
Вуламалли
- Eфимова, А. А. Степан Аслан прозинчи пултарулăх шыравĕсем / А. А. Eфимова. — Шупашкар : Чăваш патш. гуманитари ăсл. ин-чĕ, 2001. — 198 с.
- Арланова, Е. Паллă çыравçă / Е. Арланова // Урал сасси. — 2012. — 22 чӳк (№ 47). — С. 3 : фот.
- Ефимова, А. Степан Аслан пултарулăхĕ çинчен / А. Ефимова // Тăван Атăл. — 2012. — № 11. — С. 13-14. — (Эткер).
- Прокопьев, В. Тăван çĕр сĕткенĕ // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем / В. Прокопьев. — Шупашкар, 2005. — С. 26-29.
- Çыравçă хăй çинчен : Степан Аслан çуралнăранпа — 95 çул // Тăван Атăл. — 2012. — № 11. — С. 10-13 : фот. — (Эткер).
- Афанасьев, П. Аслан (Степанов) Степан Степанович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 37.
- Кириллова, Т. И. Аслан (Степанов) Степан Степанович / Т. И. Кириллова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 146.
- Степанов Степан Степанович (Аслан) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 419—420.
- Хлебников, Г. Послевоенные романы // Хлебников, Г. Чувашский роман / Г. Хлебников. — Чебоксары, 1966. — С. 129—144.
- Юрьев М. Ю. Чăваш писателĕсем // Био-библиографи справочникĕ — ЧăвашАССР кĕнеке издательстви, Шупашкар, 1968 — С. 33-36
- Сăмах — редактора. Тав сана, вулаканăм, Хамăра ăслă та пуян пулма ирĕк парар-и?/ Лидия Михайлова(Филиппова)//Тăван Атăл. — 2017. — № 12. — С. 6-7.
Каçăсем
- Чӳкӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1917 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫӗрпӳ уесӗнче ҫуралнисем
- Раштавӑн 25-мӗшӗнче вилнисем
- 1980 ҫулта вилнисем
- Канаш районӗнче вилнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Раççей çыравçисем
- СССР ҫыравҫисем
- Чăваш тăлмачĕсем
- Тăлмачсем, алфавитпа
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей сăвăçисем
- СССР сӑвӑҫисем