Горбачёв Михаил Сергеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Михаил Сергеевич Горбачёв
Михаил Сергеевич Горбачёв
RIAN archive 850809 General Secretary of the CPSU CC M. Gorbachev (crop).jpg
Чӑн ят выр. Михаил Сергеевич Горбачёв
Çуралнă вăхăт 1931 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ(1931-03-02)[1][2][…]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2022 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ(2022-08-30)[3][4][…] (91 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Арăмӗ Раиса Максимовна Горбачёва[d][7]
Ачисем Ирина Михайловна Вирганская[d]
Премисемпе чысланисем
орден Святого апостола Андрея Первозванного Хисеп орденĕ Ленин орденӗ Ленин орденӗ Ленин орденӗ Октябрь Революци орденĕ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ «Хисеп палли» орден медаль «За трудовую доблесть» юбилейная медаль «Сорок лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» медаль «За укрепление боевого содружества» медаль «В память 1500-летия Киева» орден Искусств и литературы цепь ордена Белого льва[d] Большой крест ордена Белого льва командор ордена Искусств и литературы Большой крест особой степени ордена «За заслуги перед Федеративной Республикой Германия» орден Святой Агаты орден Свободы Большой крест ордена Свободы орден Христофора Колумба Нобелевская премия мира[d] (1990) почётный гражданин Берлина[d] (1992 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ) премия Индиры Ганди[d] (1987) премия принцессы Астурийской за международное сотрудничество
Филадельфийская медаль Свободы премия Free Your Mind[d] (2008) премия «Север—Юг»[d] премия имени отца Александра Меня[d] премия свободы имени Рональда Рейгана премия «Delta» за глобальное взаимопонимание[d] премия «Чемпионы Земли»[d] (2006) премия Харви[d] (1992) Медаль мира имени Отто Гана[d] (1989) золотая пластина Академии достижений[d] Глобальная экономическая премия[d] (2015) премия имени Гравемайера[d] (1994) Grammy Award for Best Spoken Word Album for Children почётный доктор Мадридского университета Комплутенсе[d] (1990) почётный гражданин Кошице[d] (2018) почётный доктор Льежского университета[d] почетный доктор Мюнстерского университета[d] почётный доктор Университета Тромсё[d] премия «Пойнт-Альфа»[d] (2005) Экологическая премия Германского федерального фонда охраны окружающей среды[d] (2010) премия Франца Йозефа Штрауса[d] (2011) Осгар[d] (2005) Осгар[d] (2009) Человек года (Financial Times)[d] (1985, 1989) премия доктора Фёдора Петровича Гааза[d] (2007) орден Белого льва орден «За заслуги перед Федеративной Республикой Германия»
премия принцессы Астурийской Грэмми
Автограф Автограф ӳкерчӗкӗ
Сайт gorby.ru(выр.)(акăлч.)
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Михаи́л Серге́евич Горбачёв (Привольное, Ставрополь енĕ) — ССКП Тĕп секретарĕ (пуш, 11 1985ҫурла, 23 1991), пĕрремĕш, çаплах юлашки ССРП президенчĕ (пуш, 15 1990раштав, 25 1991). Горбачёв-Фонд пуçлăхĕ. Нобель лăпкăлăх парни лауреачĕ (1990). Горбачёв ССКП тата патшалăх ĕçлĕхĕнче Совет Союзĕнче çĕнетӳ ĕçĕпе — перестройкăпа — тăрмашнă, анчах та çакă Совет Союзĕ арканнипе сӳнет, çаплах вăл ĕçленĕ тапхăрта сивлек вăрçă (паралеллĕ капитуляци ĕçĕсем пыраççĕ) вĕçленет. Горбачёвăн ĕç-пуçĕ тĕрлĕ хаклавлă шутланать.

ССКП генсекĕ тата ССРП президенчӗ ĕç вырăнĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çӳлти влаҫра чухне Горбачев 1987 ҫулхи кăрлач уйăхĕнче ССКП ТК пленумӗнче "перестройка" политикине пуçарса янă, каярахпа çак процесс пасарлă экономика, ирӗклӗ суйлав еннелле туртса кайнă, ССКП монополлӗ влаҫне пӗтерсе пынӑ тата ССРП аркатса янă[8].. Александр Яковлев асăннипе, 1985 ҫулта вăл Горбачева совет йĕркелĕшне пĕтерсе хурса çӗршывра улшӑнусем тумашкăн план сӗннĕ пулнă, анчах та Горбачев: "халлӗхе иртерех-хе" тенĕ. Яковлев шухӑшӗпе, Горбачев ун чухне "совет йĕркелĕшне пăрахăçласшăн пулман[9].

РСФСР алкоголе хирĕçле кампаниире 1985 çулта вилĕмлĕх тăрук ӳкни Демоскоп Weekly — Приложение. Справочник статистических показателей.
РСФСР 1979 çултанпа халăх çуралса-вилнин нетто-коэффициенчĕ[10]

Горбачев пуҫарнипе пулнисен ят-йышĕ:

  • Хӑвӑртлану — 1985 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче кăларнă лозунг: промăçлăха хăпартмалла, халăх пурнăçне кӗске вӑхӑтра лайăхлатмалла; çак кампанире промăçлăх хӑвачӗсем чакма тытăннă, кооператорсен юхӑмӗ пуçă çĕкленĕ, перестройкăна хатĕрленĕ.
  • 1985 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче пуçланă алкоголе хирĕçле кампанире алкоголь ĕçмисен хакĕ 45 % ӳснĕ, алкоголе кăларасси чакнă, иçĕм çырла тĕммисене касса пĕтернĕ,[11],[12][13], лавккара сахăр пĕтнĕ (халăх аншарли юхтарма тытăннă), ӳсĕр пуçпа тунă пуçиле ĕçĕсем сахалланнă[14][15]. Çак мероприятие Егор Лигачёвпа Михаил Соломенцев пуçарса янă, вĕсене Горбачёв хĕрӳллĕ пулăшнă. ССРП правительствин председателĕ Николай Рыжков каланипе, «урăлăхшăн кĕрешнипе» патшалăх 62 млрд совет рубльне çухатнă[16]. 2015 çулта Горбачёв алкоголе хирĕçле кампание ирттернĕ чухне нумай йăнăш тунă, тенĕ[17].
  • 1985 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Горбачев хӑйӗн ҫывӑх юлташӗпе ССКП ТК секретарĕпе Е. К. Лигачевпа канашласа, Н. И. Рыжков премьер-министр хирӗҫ пулнине шута илмесĕр, Мускав хула комитечӗн пӗрремӗш секретарĕ пулмашкăн Б. Н. Ельцина лартма шутланă.
  • 1986 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Михаил Горбачев Тольяттире Атăлçи автосавутне кайса курнӑ. Ҫак визита пĕтĕмлетсе "АвтоВАЗ" базинче УАП «АвтоВАЗ» ăслăх-техника центрне туса хурасси пирки пĕлтернĕ, ҫакӑ совет автопромӗшĕн пӗлтерӗшлӗ ĕç пулса пулса тӑнă. Тольяттире Горбачев хӑйӗн докладӗнче "перестройка" сӑмаха пӗрремӗш хут уҫӑмлӑн калать, çакна вара массăллă информаци хатĕрĕсен ҫӗнӗ тапхӑрти лозунгӗ пулса тӑнă[18][19].
  • 1986 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче, Чернобыль АЭС аварийĕ хыççăн, Горбачёв хушнипе, пурăнан халăх хушшинче паника кăларас мар тесе, Киевре, Минскре тата ытти хуласенче те, çынсен сывлăхĕпе теветкеллесе, çу уявĕн демонстрацине ирттернĕ[20][21]«Манифестацие чарман, мĕншĕң тесен çăвăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пулса иртнине йăлтах пĕлмен. Чăнах, эпир паникăран хăранă — нумай миллионлă хулара массăллă паника мĕн туса хума пултарнине хăвăр тавçăрма пултарăр! Халĕ ĕнтĕ çак йăнăш пулнине ăнланатпăр»[22].
  • 1986 ҫулхи çу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ĕçлесе илмен тупӑшсемпе кӗрешес кампание пуҫарса янӑ. Репетиторсене, чечек сутăçисене, калым тăвакан шоферсене, Вӑтам Азири килте ҫӑкӑр пĕçерсе сутакансене хирӗҫ кӗрешма пуçланă. Кампание кĕçех, экономикăна пасарлăхăн пĕрремĕш элеменчĕсене кӗртнипе вĕçленĕ.
  • 1986 ҫулхи чӳкĕн 19 — мӗшӗнче "Индивидуаллă ĕçлесси пирки" ССРП саккунне кӑлараҫҫӗ, ССРП гражданӗсене уйрăммăн усламçă ĕçĕпе хăтланмашкăн тивĕç-ирĕкне çирĕплетнĕ тата ҫавнашкаллине саккунсемпе йӗркелекенине хута янă.
  • Совет ученӑйӗ тата диссертентне, А.Д. Сахаров нобель премийӗн лауреатне 1986 ҫул вӗҫнелле таврӑнни, тепӗр шухӑшшӑн уголовлӑ хӗсӗрлевсене чарса лартни.
  • Хозрасчет, хӑй хакне кӑларасси, СССР рынок экономикин малтанхи элеменчӗсене ӗҫе кӗртесси, уйрӑм предприятисен хыпарҫисемпе пӗрле кооперативсене ӗҫе кӗртесси, валют операцийӗсенчен чакарассине чакарасси.
  • 1986 çулăн вĕçĕнче политикăри ссылкăран совет ăсчахĕ тата диссидент, Нобель премин лауреачĕ А. Д. Сахаров таврăнать, урăхла шухăшланăшăн пуçиле ĕçĕпе хĕстерме пăрахаççĕ.
  • Предприятисене хуçалăх шутлавĕ, хăйсене тăрантарлăх, хăйсене финансăлани çине куçарни. Кооперативсене уçăм пани, валюта операцисене тума ирĕк пани.
  • Перестройка çирĕплĕ мар утăмсемпе те пулин, пасарлă экономика, демократи еннелле сулăнать.
  • 1987 ҫулхи кăрлач уйăхĕнче ССКП Политбюровĕн ларăвĕнче, парти аслă ертӳçĕсен яваплӑхне сӳтсе явнăчухне, Горбачевпа Ельцин хушшинче пĕрремĕш хирĕç калаçса илеççĕ. Малашне те Борис Николаевич ăна критиклет, икӗ лидер хире-хирӗҫ тӑма тытӑнаççĕ[23].
  • Влаçа реформăлани, ССРП Аслă Канашне тата вырăнти канашсене темиçе кандидата суйлава тăратма йышăннă.
  • ССКП ТК Политбюровĕнче кадрсене çĕнетнĕ, ватлăха çитнĕ функционерсене ĕçрен хăтарнă (1988)[24]. В 1989 году более 100 членов ЦК КПСС были отправлены Горбачёвым на пенсию</ref>
  • Уççăлăх, МИХсене тата культура хайлавĕсене парти цензурăлама пăрахнă.
  • 1989 авăн уйăхĕнче Л. И. Брежнева «Çĕнтерӳ» орденĕпе чысланине пăрахăçланă[25].
  • 1990 ҫулхи августӑн 13-мӗшӗнче М.С. Горбачев «О восстановлении прав всех жертв политических репрессий 20-50-х годов» хутай çине алă пуснă. Çакăнпа вăл политика, социаллă, наци, тĕн тата урăх сăлтавсемпе репрессисене саккунсăр тенĕ, граджансен менпур тивĕç-ирĕкне саккуна кĕртнĕ[26].
  • Сӑмахран, Алма-Атара митинга пуçтарăннă ҫамрӑксене хăваласа салатни, Азербайджана çар кӗртнĕ, Грузири 1989 ҫулхи акан 9-мӗшӗнчи демонстрацие салатни, Туçи Карабахра (1988) нумай ҫула хушши хĕçпăшаллă хирĕçӳ пуçланнă, Балтиçум республикисенче сепаратизм пуçа çĕкленĕ, 1991 çулхи авăнăн 6-мӗшӗнче кунта никама пӑхӑнманлӑхӗ пирки пӗлтернӗ.
  • Лавккара апат-çимĕç дефицичĕ, вӑрттӑн информаци, карттă системине 1989 ҫулта чылай ҫимӗҫе кӗртнӗ. Горбачев тытăмçăра чухне таварсене лавккасенчен çăтса яни, экономика укҫасӑр юлни, тепĕртакран гиперинфляци тапранса кайнă.
  • Макроэкономика индикаторӗсем япӑхланни.

Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Парти ĕçĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1952 çулта ССКП-на кĕнĕ.

Тĕпсек тата президент ĕç вырăнĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӗçрен кăларсан

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нобель премийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «A Time for Peace» (1985)
  • «The Coming Century of Peace» (1986)
  • «Peace has no Alternative» (1986)
  • «Moratorium» (1986)
  • «Избранные речи и статьи» (тт. 1—7, 1986—1990)
  • «Перестройка: новое мышление для нашей страны и для всего мира» (1987)
  • «Августовский путч. Причины и следствия» (1991)
  • «Декабрь-91. Моя позиция» (1992)
  • «Годы трудных решений» (1993)
  • «Жизнь и реформы» (2 т., 1995)
  • «Реформаторы не бывают счастливы» (Зденек Млынаржпе куçа-куçăн калаçни, чехле, 1995)
  • «Хочу предостеречь…» (1996)
  • «Моральные уроки ХХ века» в 2 томах (Д. Икэдăпа куçа-куçăн калаçни, яппунла, нимĕçле, францилле, 1996)
  • «Размышления об Октябрьской революции» (1997)
  • «Новое мышление. Политика в эпоху глобализации» (В. Загладинпа, А. Черняевпа пĕрле, нимĕç., 1997)
  • «Размышления о прошлом и будущем» (1998)
  • «Понять перестройку… Почему это важно сейчас» (2006)

Çемье, харпăр пурнăçĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мăшăрĕ — Раиса Максимовна Горбачёва (хĕр чух — Титаренко), 1999 çулта лейкозран вилет. Пушă вăхăтра Раиса Горбачёва илемлĕ литературăпа йăпаннă, театр, кино, мусăка кăмăлланă. Çуран çӳреме юратнă. 30 çул ытла Мускавра ĕçленĕ, пурăннă.

Хĕрĕ — Ирина Михайловна, Мускавра ĕçлет. Мăнукĕсем — Ксения тата Анастасия. Мăнукĕн хĕрачи — Александра.[27]

Тăрăхлав ячĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Грачев А. С. Горбачёв, М., Вагриус, 2001, ISBN 5-264-00573-7

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Горбачёв Михаил Сергеевич // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ Michail Gorbatschow // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
  3. ^ Mikhail Gorbachev, Soviet Leader Who Ended Cold War, Dies at 91 (англ.) // (unknown type) — 2022.
  4. ^ https://www.washingtonpost.com/obituaries/2022/08/30/mikhail-gorbachev-soviet-leader-dies/
  5. ^ https://www.bloomberg.com/news/articles/2022-08-30/russian-media-ex-soviet-leader-mikhail-gorbachev-dead-at-91
  6. ^ Чешская национальная авторитетная база данных
  7. ^ Gaddis J. L. The Cold War: A New History (англ.) — 1 — United States of America: Penguin Books. — P. 229. — ISBN 978-0-14-303827-6
  8. ^ №33 (792) / Политика и экономика / Exclusive / Прощай, СССР. www.itogi.ru. Пӑхнӑ кун: 7 Раштав уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 18 Юпа уйӑхӗн 2019 ҫул.
  9. ^ "Я говорил про обновление социализма, а сам знал, к чему дело идет" / Идеи и люди / Независимая газета. www.ng.ru. Пӑхнӑ кун: 7 Раштав уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 9 Авӑн уйӑхӗн 2019 ҫул.
  10. ^ Нетто-коэффициент воспроизводства населения в 15 новых независимых государствах, 1958—2002. Пӑхнӑ кун: 16 Утӑ уйӑхӗн 2009. Архивланӑ 8 Ҫурла уйӑхӗн 2009 ҫул.
  11. ^ Антиалкогольная кампания 80-х: ты помнишь, как все начиналось? Пӑхнӑ кун: 26 Ака уйӑхӗн 2020. оригиналтан архивланӑ 2 Раштав уйӑхӗн 2013 ҫул.
  12. ^ 20 лет назад виноградники превращались в поля. podrobnosti (13 Юпа уйӑхӗн 2005). Пӑхнӑ кун: 7 Раштав уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 7 Раштав уйӑхӗн 2019 ҫул.
  13. ^ Рудюк Владимир и др. «питие определяет сознание» приближается 15-летняя годовщина начала беспрецентной антиалкогольной кампании, развернутой на 1/6 части земного шара, называвшейся советским союзом «советские люди горят желанием искоренить пьянство! » (выр.). «Факты и комментарии®» (14 Ака уйӑхӗн 2000). Пӑхнӑ кун: 10 Ҫу уйӑхӗн 2020.
  14. ^ Антиалкогольная кампания. Пӑхнӑ кун: 19 Авӑн уйӑхӗн 2006. Архивланӑ 5 Чӳк уйӑхӗн 2011 ҫул.
  15. ^ Сюжет программы "Взгляд" (выр.). Пӑхнӑ кун: 7 Раштав уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 16 Ака уйӑхӗн 2016 ҫул.
  16. ^ Николай Рыжков: «Страна не выживет без нового рывка вперёд». Пӑхнӑ кун: 27 Авӑн уйӑхӗн 2014. оригиналтан архивланӑ 27 Авӑн уйӑхӗн 2014 ҫул.
  17. ^ Комсомольская правда | Сайт «Комсомольской правды». Михаил Горбачев: Не надо было вводить трезвость, как топором по голове (выр.). KP.RU - сайт «Комсомольской правды» (15 Ҫу уйӑхӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 7 Раштав уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 7 Раштав уйӑхӗн 2019 ҫул.
  18. ^ Горбачёв постгорбачёвской эпохи. Пӑхнӑ кун: 11 Раштав уйӑхӗн 2008. оригиналтан архивланӑ 12 Кӑрлач уйӑхӗн 2009 ҫул.
  19. ^ Как гэкачеписты страну из кризиса выводили.
  20. ^ Владимир Щербицкий. «Жертва ферзя» 2014 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  21. ^ Владимир Васильевич — это же глыба. Пӑхнӑ кун: 28 Нарӑс уйӑхӗн 2014. оригиналтан архивланӑ 4 Пуш уйӑхӗн 2014 ҫул.
  22. ^ Михаил Горбачёв об аварии в Чернобыле // BBC. 2006. 24 апр. Пӑхнӑ кун: 14 Ҫу уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 21 Пуш уйӑхӗн 2007 ҫул.
  23. ^ Фонд Ельцина | Б. Н. Ельцин. Пӑхнӑ кун: 13 Ака уйӑхӗн 2013. оригиналтан архивланӑ 10 Раштав уйӑхӗн 2013 ҫул.
  24. ^ Михаил Сергеевич Горбачев. Биографическая справка | РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 13 Ака уйӑхӗн 2013. Архивланӑ 14 Ака уйӑхӗн 2013 ҫул.
  25. ^ Брежнева наградили орденом "Победа" задним числом (выр.). radiovesti.ru. Пӑхнӑ кун: 7 Раштав уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 7 Раштав уйӑхӗн 2019 ҫул.
  26. ^ . — М.: Издательство политической литературы. — С. 332—333. — 460 с. — 100 000 экз. — ISBN 5250014291. — ISBN 9785250014298.
  27. ^ 22.10.2008 Горбачёв çемйине Александра çуралнипе салам! 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  28. ^ Грачев Алекс. Горбачев (кĕнекен тулли варианчĕ).
  29. ^ 1, 2, 3 Александр. Три недели в Советском Союзе.( ӗҫлемен каҫӑ)
  30. ^ 1, 2, 3 Максим Калашников. Битва за небеса. Москва, 2000.( ӗҫлемен каҫӑ)

Шаблон:Кандидатсем-1996

Шаблон:Time Persons of the Year 1976-2000