Боксит

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Боксит

Боксит (фр. bauxite, ятне Францири Буш-дю-Рон департаментӗнчи Les Baux-de-Provence коммуна ячӗпе панӑ[1][2]) — алюмини руди, вӑл алюмини оксидӗнчен, тимӗрпе кремни оксичӗсен тӑрать, унран ҫавӑн пекех тӑмпа вут-хӗм чӑтакан тӑмлӑ чӑртавар туса кӑлараҫҫӗ. Промышленноҫ усӑ куракан бокситсенче тӑм тӑпри 40 % пуҫласа 60 % таран тата ытларах та йышӑнать. Хура металлургире унпа флюс вырӑнне те усӑ кураҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра бокситсем алюминиллӗ тӑпрасен йышӗнче чи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ, унпа усӑ курса, ҫакӑ хӑш-пӗр чухне кӑна урӑхла пулма пултарать, тӗнчери мӗнпур алюмини промышленноҫӗ ӗҫлет.

Сӑнласа пани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Боксит ту тӑпри шутланать, ун шутне кӗреҫҫӗ: тӑпран тӗп массине йӗркелекен алюмини гидроксичӗсем; тимӗр гидроксичӗсем, оксичӗсем тата силикачӗсем; кварц, опал тата каолинит пек йӗркеленнӗ кремни; рутил е ытти мелпе пӗрлешӗннӗ титан; кальципе магни карбоначӗ; ҫавӑн пекех натри, кали, циркони, хром, фосфор, ванади, галли тата ытти элементсен пӗрлешӗвӗсем пур, анчах вӗсен шучӗ пит пӗчӗк; час-часах бокситра пирит хутӑшӗ те тӗл пулать.

Бокситсен хими составӗ, алюмини гидроксичӗн минераллӑ формипе хутӑшсен шутне кура, питӗ тӗрлӗрен пулать. Боксит пахалӑхне алюмини тӑпри хакланӑ чухне чи малтан вӗсен ӑшӗнче тӑм тӑприпе кремний тӑпри мӗн чухлӗ йышӑннине палӑртаҫҫӗ: кремни оксичӗ (SiO2) мӗн чухлӗ сахалрах тата алюмини оксичӗ (Аl2О3) мӗн чухлӗ нумайрах, ытти тӗлӗшӗнчен вӗсем пӗр тан пулсан, вӑл тӑпран пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ пысӑкрах. Бокситӑн «тасату» пахалӑхӗ ҫине вӑйлӑ тимлӗх уйӑраҫҫӗ, урӑхла каласан, тӑм тӑприне ун ӑшӗнчен кӑларма мӗн чухлӗ ҫӑмӑлрах — унӑн пахалӑхӗ ҫавӑн чухлӗ аванрах. Бокситӑн физика пахалӑхӗсем ытла та тӗрлӗ енлӗ, ҫавна май ӑна тӳрех «куҫпа» пӑхса пахалама май ҫук. Ҫакна пула боксит тупма ҫав тери йывӑр. Боксит компоненчӗсемшӗн дисперслӑхӗ пысӑк пулни характерлӑ. Ҫавӑнпа та боксита ахаль микроскоппа пысӑклатса пӑхсан унта кристаллизациленнӗ уйрӑм пайсене тата хутӑш япаласене кӑна сӑнама пулать.

Ҫиелтен пӑхсан бокситсем тӑм пек курӑнаҫҫӗ, час-часах вӗсем чул тӑпри пек те пулаҫҫӗ. Вӗсен тытӑмӗ питӗ тӗрлӗ енлӗ. Бокситсем тӑпралла авӑнса йӗркеленнӗ хытӑ япала пек, е ячейкӑллӑ авӑнса йӗркеленнӗ кӑпӑшка япала пек пулаҫҫӗ; час-часах мӗнпур хутӑшӑн тӗп пайӗнче оолит тытӑмлӑ ҫаврака япаласем тӗл пулма пултараҫҫӗ. Ҫак япаласем тимӗр окиҫӗсенчен тата тата хӑш чухне тӑм тӑпринчен йӗркеленнӗ.

Бокситсен тӗсӗ те вӗсен тытӑмӗ пекех тӗрлӗ енлӗ. Бокситсем тӗрлӗ тӗспе тӗл пулаҫҫӗ — шурринчен пуҫласа тӗксӗм хӗрлӗ тӗс таран, анчах та ытларах вӗсен тӗсӗ хӑмӑр е кирпӗч-хӗрлӗ. Бокситсен танлаштаруллӑ йывӑрӑшӗ ытла та тӗрлӗрен пулать. Ҫӑмӑл кӑпӑш бокситсен, шалта кремни тӑприпе тата тимӗр сахал чухне, ҫак виҫе 1,2 г/см3 патнелле; хытӑ чуллӑ бокситсен, вӗсен ӑшӗнче тимӗр нумай пулнӑран, танлаштаруллӑ йывӑрӑшӗ 2,8 г/см3 патнелле танлашать. Бокситӑн хытӑлӑхӗ, Моос шкали тӑрӑх, 2-рен пуҫласа 7 таран. Хӑйӗн тӗсӗпе хӑш-чухне тӑма аса илтерет пулин те, бокситӑн чӑннипе унпа нимӗнле пӗрпеклӗх те ҫук. Унӑн хӑйне евӗр уйӑракан уйрӑмлӑх пур: ӑна тӑмпа танлаштарсан, шывпа хутӑштарас пулсан вӑл пӗрре те ҫемҫелмест, пластикӑллӑ масса пулса тӑмасть.

Боксит тӑмран минералоги тӗлӗшӗнчен уйрӑлса тӑнине ҫӳлерех асӑннӑ ӗнтӗ, пӗрремӗшӗнче алюмини шыв окиҫӗсем пек вырнаҫнӑ, иккӗмӗшӗнче вара вӑл унта каолинит евӗр. Алюмини бокситра мӗнле формӑра йӗркеленнине кура, бемитпа диаспор (АlOOH) гидроксичӗн е гидраргиллит (Аl(OH)3) минералоги формине кура, бокситӑн ҫак тӗсӗсене уйӑраҫҫӗ: бемитлӑ, диаспорлӑ, гидраргиллитлӑ тата хутӑш.

Боксит кӑларасси

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Боксит

Тӗнчери бокситӑн пӗтӗмӗшле пурлӑхӗн 90 % ытларахӑшӗ 18 ҫӗршывра вырнаҫнӑ. Ку ӑнсӑртран мар, мӗншӗн тесен чи лайӑх боксит вырӑнӗсем, вӗсем латерит хуппи ҫумӗнче, вӗри нӳрӗ климатра алюмосиликат тӑприсене нумай вӑхӑт хушши ҫил вӗрнипе йӗркеленнӗ. Латеритлӑ вырӑнсенче пӗтӗм тӗнчери бокситӑн 9/10 яхӑн пайӗ вырнаҫнӑ. Бокситпа пуян чи пысӑк вырӑнсем Гвинейра (20 млрд т), Австралире (7 млрд т), Бразилире (6 млрд т), Вьетнамра (3 млрд т), Индире (2,5 млрд т), Индонезире (2 млрд т) вырнаҫнӑ. Ҫак ултӑ ҫӗршыв ҫине бокситӑн пӗтӗмӗшле пурлӑхӗн 2/3 яхӑн килет. Боксит пурлӑхӗн чӑн калӑпӑшне палӑртнӑ ҫӗршывсем шутне Гвиней (тӗнчери 39 %), Бразили (26 %), Австрали (24 %), Ямайка (14 %), Камерун (9 %), Мали (7 %) кӗреҫҫӗ. Вӗсен тӳпи ҫине мӗнпур тӗнчери боксит пурлӑхне ҫирӗплетнӗ калӑпӑшӑн 65 % килет.

Раҫҫей боксит кӑлартмалли вырӑнсемпе пуянах мар, ҫавна май ҫак чӗртаварӑн ытларах пайне вӑл импортлать. Чи пысӑк пахалӑхлӑ бокситсем Ҫурҫӗр-Урал бокситлӑ районта вырнаҫнӑ. Боксит кӑлармалли вырӑн Ленинград облаҫӗнчи Бокситогорск районӗнче те пур. Боксит кӑларас ӗҫе тухӑҫлӑ йӗркелес енӗпе Коми Республикин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче, Ухта хулинчен 150 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Вӑтам Тиман ҫӗр айӗнчи пуянлӑхӑн ушкӑнӗнче (200 м тарӑнӑшччен кунта 200 млн т ытла пур) йӗркелеме пулать. Вӑтам Тиманта тупса палӑртнӑ боксит пурлӑхӗ ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑлармалли Вежаю-Ворыквински (150 млн т), Тури Щугорск (66 млн т) тата Восточнӑй (48 млн т) вырӑнсенче пур. Ҫак вырӑнсем халӑх пурӑнман тӑрӑхра вырнаҫнӑ, вӗсене 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче тупнӑ, 1980-мӗш ҫулсенче тӗплӗ тӗпчесе пурлӑх калӑпӑшне палӑртнӑ. Тӑпрасен пахалӑхӗ вӑтам. 1997 ҫулта Ухта урлӑ иртекен хӗллехи ҫулпа Каменск-Уральскинчи Уралти алюмини савутне тиман боксичӗсен пӗрремӗш партине (12 пин т) ҫитернӗ. Промышленноҫ тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн Уралти савутсенче ҫак чӗртаварпа усӑ курма май пуррине ҫирӗплетнӗ.

Нефелинлӑ тӑпрасемпе, алюминий чӗртаварӗ пек, Раҫҫейре кӑна усӑ кураҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе Кемӗр облаҫӗнчи Кия-Шалтыр ҫӗр айӗнчи пурлӑх вырӑнне тата Кольски ҫурутравра вырнаҫнӑ Кукисвумчорр, Юкспор тата Расвумчорр вырӑнсенче ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ. Раҫҫейри нефелинлӑ тӑпра пурлӑхӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 7 млрд т яхӑн, вӗсен шутӗнче ҫирӗплетнисем 5 млрд т йышӑнаҫҫӗ.

Алюмини тӑприсен виҫҫӗмӗш тӗсӗ — алунитсем, унашкаллине Азербайджанра (Заглик вырӑн) кӑна кӑлараҫҫӗ. Азербайджанра алунитсен калӑпӑшне 200 пин т тесе хаклаҫҫӗ. Узбекистанра Гушсайри алунит тӑприсене тӗпченӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 130 млн т. танлашать. Республикӑри экспертсен шучӗпе ҫак тӑпрасенчен, вӗсен пахалӑхне малтан пуянлатнӑ хыҫҫӑн, тӑм тӑпри тума пулать.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Le Petit Larousse Illustré 2006(фр.). — Larousse, 2005. — С. 151. — ISBN 9782035302069.
  2. ^ Le Petit Larousse Illustré 2006(фр.). — Larousse, 2005. — С. 1201. — ISBN 9782035302069.
  • Боксит «Инженерный справочник» сайтра.