Боксит кӑларас енӗпе ӗҫлекен ҫӗршывсен списокӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тӗрӗслесе тухнӑ статья
Боксит кӑларасси. 2005

Боксит кӑларас енӗпе ӗҫлекен ҫӗршывсен списокӗбоксит кӑларас енӗпе ӗҫлекен тӗнчери патшалӑхсен йышӗ[1].

Боксит кӑларас енӗпе ӗҫлекен ҫӗршывсен списокне Topic.ru статистика порталӗнче пичетленӗ хаклавсене[2] тата АПШ геологи служби 2022 ҫул валли хатӗрленӗ даннӑйсене[3] тӗпе хурса йӗркеленӗ.

2022 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, боксит кӑларас тӗлӗшпе малти вырӑна Австрали йышӑнать. Вунӑ ҫӗршыв хушшинче юлашки вырӑнта Ямайка тӑрать[2][3].

Латеритлӑ ҫӗр айӗнчи пуянлӑх вырӑнӗсенче боксит тупса палӑртнӑ тӗнчери пӗтӗм калӑпӑшӑн 90 % тропик климатлӑ ҫӗршывӗсене вырнаҫнӑ. Раҫҫей, Ҫурҫӗр ҫурмачӑмӑрта вырнаҫнине пула, ҫак минерал пуян мар. Раҫҫейри ботсита ытларах пайӗпе «Севуралбокситруд» АО (Уралти тӗрлӗ тӗслӗ металургин алюмини отрасльне чӗртаварпе тивӗҫтерекенни шутланать ) кӑларать, ун тӳпи ҫине 70 % ытла тивет[4].

Боксит кӑларас енӗпе ӗҫлекен ҫӗршывсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ[2][3] тӗлне

йӗркепе
Ҫӗршыв Калӑпӑш, пин т
1 АвстралиFlag of Australia.svg Австрали 100 000
2 КХРFlag of the People's Republic of China.svg КХР 90 000
3 ГвинейFlag of Guinea.svg Гвиней 86 000
4 БразилиFlag of Brazil.svg Бразили 33 000
5 ИндонезиFlag of Indonesia.svg Индонези 21 000
6 ИндиFlag of India.svg Инди 17 000
7 Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ 5 000
8 Сауд АравийĕFlag of Saudi Arabia.svg Сауд Аравийĕ 5 000
9 КазахстанFlag of Kazakhstan.svg Казахстан 4 400
10 ЯмайкаFlag of Jamaica.svg Ямайка 3 900
11 ВьетнамFlag of Vietnam.svg Вьетнам 3 800
12 Ытти ҫӗршывсем 8 900
13 Тӗнче (АПШ-на шута илмесӗр) 380 000

Тӗнчере боксит кӑларнин динамики

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бокситпа усӑ курнин калӑпӑшӗ ҫулсерен самай ӳссе пырать. 1960 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен боксит кӑларасси 12,9 хут ӳснӗ.

1960–2019 ҫулсенче тӗнчере боксит кӑларни тата халӑх йышӗн динамики[5]
Ҫул Калӑпӑш, пин т Халӑх йышӗ, млн ҫын Тӗнчери халӑх йышӗ ӳсни, миҫе хут
1960 28 000 3 018 1,0
1970 58 000 3 682 1,22
1980 89 000 4 439 1,47
1990 113 000 5 310 1,76
2000 136 000 6 126 2,03
2010 239 000 6 930 2,30
2019 360 000 7 674 2,54

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Бокситы, 1984, с. 254–256
  2. ^ 1, 2, 3 Страны-лидеры по добыче бокситов, по годам. Topic.ru (16 Чӳк уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  3. ^ 1, 2, 3 Mineral Commodity Summaries: Bauxite and Alumina (англ.) (PDF). USGS. Пӑхнӑ кун: 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  4. ^ Добыча бокситов в России и мире. Производитель.рф (6 Юпа уйӑхӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 11 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
  5. ^ Сёмин А. Н., Третьяков А. П., Данилова К. А., 2022, с. 22–23

Шаблон:Ҫӗршывсен списокӗсем