Алюмини (лат.Аluminium), атăм йывăрăшĕ 26,9815386(8) г/моль (углерод шайĕпе), çемçе, çăмăл, шурă кĕмĕл металл, хавăрт йӳçекен, тачăлăхĕ 2,7 г/ см³, ирĕлнĕ температури 660 °C. Çĕр витĕмĕнче саралнипе алюмини 3-мĕш вырăнта, йӳçлĕкпекремни хыççăн атăмсем хушшинче, 1-мĕш вырăнта — металлсем хушшинче.
Алюминий — Менделеевăн периодикăллă системин III ушкăнĕн Alсимволĕллĕ хими элеменчĕ. Атăмлă нумĕрĕ — 13.
Конструкци материалĕ вырăнĕнче анлă ĕçе кĕртеççĕ. Алюминин тĕп хаклăхĕсем — çăмăллăх, податливость штамповке, коррозине хирĕç тăрасси (сывлăшра алюмини тӳрех Al2O3 тачă çипе витĕнет, вăлах ăна малалла йӳçĕкленесрен упрать), хăвăрт ăшă куçарулăх, наркăмăшсăрлăхĕ. Тĕслĕхрен, çак пахалăхсене пула алюминие тĕпел савăт-сапи тăвассинче усă кураççĕ.
Алюминийе тата унпа хутăшĕсене ракетă техникинче усă курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Алюминий гидричĕпе тĕрлĕ йӳçлекенсемпе çунакан шĕвексен хаклавĕсем.
Алюмини малтан çӳллĕ хаклă шутланнă, унтан ĕнтĕ тĕрлĕ ювелирла япаласем ăсталанă. Каярах алюминии тупăçламалли çĕнĕ технологисем ĕçе кĕрсен, во много раз снизившие себестоимость. Халĕ алюминие хăш чух бижутери тунă ĕçре ус кураççĕ.
Конструкци материалĕнче усă курнă чух таса алюминие мар, унăн никĕсĕнчи тĕрлĕ шăранчăксене ĕçе кĕртеççĕ.
Алюмини-магни шăранчăкĕсем коррозие хирĕç хăват тата лайăх пĕçерĕнеççĕ; вĕсенчен, сăмахран, хăвăрт чупакан кимĕ корпусне хатăрлеççĕ.
Алюмини-марганец шăранчăкĕсем нумай енĕпе алюмини-магниллĕ евĕрлех.
Алюмини-пăхăр шăранчăкĕсене (сăмахран, дюралюминие) вĕрилентерме юрать, çакă ĕнтĕ вĕсен хытăлăхне вăйлатать. Анчах та, вĕрилентернĕ материалсене çыпăçтарма юрамасть, çавăнпа самолётăн пайĕсене халиччен те заклёпкăсемпе çыхăнтараççĕ. Чылай пăхăрлă шăранчăк тĕсĕпе ылтăн евĕр, вара хăш чух ăна хаклă металла улăштарма пултараççĕ.
Алюмини-кремни шăранчăкĕсене (силуминсем) шăратма питĕ мел. Вĕсенчен часах тĕрлĕ механисăмсен корпусĕсене хатĕрлеççĕ.
Алюмини нумай шăранчăксен паллă компоненчĕ пулать. Тĕслĕхрен, алюминиллĕ бронзăра тĕп компоненчĕсем — пăхăрпа алюмини. Магниллĕ шăранчăксенче хушма вырăнне алюминие усă кураççĕ. Электровĕретес приборсенчи спиральсене тунă чух (урăх шăранчăксемпе пĕрле) фехрале (Fe, Cr, Al) усă кураççĕ.