Ухли Владимир Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Владимир Ухли
Çуралнă вăхăт: 1914 çул, юпан 25-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1990 çул, акан 1-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Пӳркел ялĕ, Тутар АССР
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, драматургĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем:
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
 • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (1988)

Ухли Владимир Васильевич (паспортри хушамачĕ Плешков, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ1990 çул, акан 1-мĕшĕ, Пӳркел ялĕ, Тутар АССР) — чăваш çыравçи, драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1958 ç.), Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988)[1][2].

Пурнăçĕ

1914 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралнă.

Хусанти хими техникумĕнче, Хусанти педагогика инститĕнче вĕреннĕ. Вăтăр çул ытла юморескăсем, драмăсем çырнă.

1990 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Пурĕ 30 ытла кĕнеке кăларнă, вĕсен шутĕнче вырăсла — 8. Кĕнекисем:

  • «Çĕр ешерет» (1955);
  • «Пĕлнĕ пулсан» (1959);
  • «Альтюк» (1961);
  • «Йывăççисемĕн çырли» (1964);
  • «Шуркелсем» (1965, 1966);
  • «Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ» (1971);
  • «Юрату сукмакĕ» (пьесăсем, 1975);
  • «Сулăнка кайнисем» (1979);
  • «Шургельцы» (Шуркелсем, вырăсла, 1975);
  • «Альдук» (Альтюк, вырăсла, 1973);
  • «Волчье логово» (Кашкăр йăви, вырăсла, 1977);

Чыслани

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи
  • «Ĕç ветеранĕ» медаль
  • «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
  • Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти;
  • ССКП Чăваш обкомĕн Хисеп грамоти;
  • Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамоти.

Вуламалли

  • Иванов, И. Пурнăçа тĕплĕн тишкерекен çыравçă / И. Иванов // Тăван Атăл. – 1974. – № 10. – С. 73-76.
  • Малышев, А. Вӑхӑта сӑнарланӑ ҫыравҫӑ / А. Малышев // Сувар. – 2014. – 24 юпа (№ 42). – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Малышев, А. М. Пурнӑҫ хроникине чӑвашла ҫыракан / А. М. Малышев // Сувар. – 2009. – 23 юпа (№ 43). – С. 10 : фот.
  • Уçăмлă пултарулăх // Тăван Атăл. – 1989. – № 10. – С. 66.
  • Ухли, В. Сăмах хăватне ĕненсе / В. Ухли // Ялав. – 1977. – № 7. – С. 22-23.
  • Чепунов, Р. Кунçул уттипе / Р. Чепунов // Ялав. – 1974. – № 10. – С. 19.
  • Абрамов, В. А. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 331-332.
  • Афанасьев, П. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 446-447.
  • Сорокин, Н. М. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. - Чебоксары, 2015. – С. 192-194.
  • Тимуков, А. Н. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 422.
  • Ялгир, П. Ухли (Плешков) Владимир Васильевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 122.

Ӑнлантарусем

Каçăсем