Пӗтӗм тӗнчери аудиокурӑмлӑ еткерлӗх кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери аудиокурӑмлӑ еткерлӗх кунӗ — ҫулсерен юпан 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. Ҫак палӑртмалли куна Пӗрлешнӗ Нацисен вӗрентӳ, ӑслӑлӑх тата культура ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацийӗ (ЮНЕСКО) 2005 ҫулта сасӑ ҫыравӗпе аудиокурӑмлӑ документсене (фильмсем, музыка тата видеозапиҫӗсем, радио- тата телевидени программисем) упраса хӑварас тӗлӗшпе сиксе тухакан ыйтусемпе хӑрушлӑхсем ҫине тимлӗх уйрӑма суйласа илнӗ. Нумай ҫӗршывра наци тата регион шайӗнчи сасӑ тата кино архивӗсем, вещани компанийӗсем, музейсемпе вулавӑшсем, ҫавӑн пекех пысӑк аудиокурӑмлӑ ассоциацисем (ҫав шута Хусканакан ӳкерчӗк архивисчӗсен ассоциацийӗ (AMIA), Пӗтӗм тӗнчери архив канашӗ (ICA), Пӗтӗм тӗнчери сасӑ тата аудиокурӑмлӑ архивсен ассоциацийӗ (IASA), Пӗтӗм тӗнчери киноархивсен федерацийӗ (FIAF) кӗреҫҫӗ) тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттереҫҫӗ.

Ӑнлантарусем