Пӗтӗм тӗнчери телекурав кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери телекурав кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Television Day, исп. Día Mundial de la Televisión, фр. Journée internationale de la télévision) — тӗнче шайӗнче палӑртакан кун, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Тӗп Ассамблейи сӗннипе (A/RES/51205 № резолюци) 1997 ҫултан пуҫласа ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ[1].

Историйӗ

1996 ҫулхи чӳкӗн 21-22-мӗшӗсенче ПНО пулӑшнипе иртнӗ пӗрремӗш Пӗтӗм тӗнчери телекурав канашлӑвӗнче тӗнчери МИХсен малта пыракан представителӗсем тӗл пулнӑ. Телекурава мониторинг валли тата общество шухӑшне йӗркелеме пултаракан пӗлтерӗшлӗ хатӗр тесе йышӑннӑ[2].

1996 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче иртнӗ 88-мӗш пленарлӑ ларура ПНО Тӗп Ассамблейи вӑл е ку йышӑнӑва тумалли ҫине телекуравӑн витӗмӗ ӳссе пынине шута илсе чӳкӗн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери телекурав кунне палӑртма сӗннӗ. Тӗп тӗллевӗ — тӑнӑҫлӑха, хӑрушсӑрлӑха ӳстерессипе, культура ылмашӑвне аталантарассипе тата анлӑлатассипе ҫыхӑннӑ телекурав программисемпе ылмашӑнассине ырласси, ӳстересси.

2002 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери телекурав кунӗ ячӗпе тухса каланӑ май ПНО Тӗп секретарӗ Кофи Аннан ҫапла палӑртнӑ[3]:

«Пӗтӗм тӗнчери телекурав кунне ҫулсерен уявлани телекурав тӑнӑҫлӑхпа аталану валли пысӑк витӗм кӳни ҫине тимлӗх уйӑрма ирттереҫҫӗ».

Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫавӑн пекех телекурав, ҫавӑн пекех радио тата Интернет та, курайманлӑха, стереотипсене, ҫынлӑхран тухакан материалсене сармалли хатӗр пулса тӑмалла марри ҫинчен каланӑ[3].

Раҫҫейре

Раҫҫейре Пӗтӗм тӗнчери телекурав кунӗ официаллӑ уяв шутне кӗмест, ҫапах та телекуравпа ҫыхӑннисем ӑна пурте палӑртаҫҫӗ: ертсе пыракансем, дикторсем, редакторсем, операторсемпе режиссерсем, ҫавӑн пекех профильлӗ вӗренӳ заведенисен преподавателӗсемпе студенчӗсем[4].

Раҫҫейри телекуравра ӗҫлекенсен професси уявӗ валли хӑйсен кунӗ пур. Ӑна Радио кунӗнче пӗр вӑхӑтра, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, паллӑ тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Ачасен телекуравӗпе радиовӗн кунӗ те пур, ӑна ҫулсерен пуш уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[4].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ День телевидения. Волонтеры культуры. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  2. ^ Всемирный день телевидения. РИА Новости (21 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Информационный центр ООН в Москве. Послание Генерального секретаря ООН по случаю всемирного дня телевидения. Официальный сайт ООН (21 чӳкӗн 2002). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Всемирный день телевидения – 2022: история и традиции праздника. Известия (20 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.