Тевтон орденĕ
Тевтон орденĕ | |
---|---|
Никĕсленĕ çул | 1190 — 1809 1915 — хальхи вăхăта |
Патшалăх | Тевтон Орденĕ |
Пăхăну | Роман паппи, Таса Роман империн императорĕ |
Тĕс | Католици тĕн орденĕ (1192—1929 — Христиансен вăрçă орденĕ) |
Йыхрав | ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват») |
Сăрăсем | Хура хĕреслĕ шурă манти |
Хутшăну | Пăрлак çапăçăвĕ, Грюнвальд çапăçăвĕ |
Командирсем | |
Хальхи командир | Бруно Платтер |
Паллă командирсем | Герман фон Зальца Зигфрид фон Фейхтванген Винрих фон Книпроде Конрад фон Юнгинген |
Тевто́н о́рденĕ (лат. teutonicus — нимĕçле; ним. Deutscher Orden) — XII ĕмĕрĕн вĕçĕнче никĕсленĕ тĕн орденĕ.
Тевтон орденĕн йыхравĕ: ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват»)
Ордена никĕслени
Пĕрремĕш верси
Чун-чĕм çĕнĕ орденне рыцăрĕсен çулпуçĕсенчен пĕри Фридрих Швабский (ним. Friedrich VI., Herzog von Schwaben) херцăк 1190 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ, Акра карманне туртса илсен пульница никĕслевçисем ăна валли хулара пĕрмайхи вырăна тупса панă.
Иккĕмĕш верси
Фридрих Швабский херцăк хоспитăле чун-чĕм Иоаннитсен орденĕн уйрăмĕ шутланнă.
Орден ячĕ
Официаллă ордена латинла çапла палăртнă:
- Fratrum Theutonicorum ecclesiae S. Mariae Hiersolymitanae
- Ordo domus Sanctae Mariae Teutonicorum in Jerusalem (иккĕмĕш ячĕ)
Нимĕçле çаплах икĕ вариантпа усă курнă:
- тулли ячĕ — Brüder und Schwestern vom Deutschen Haus Sankt Mariens in Jerusalem
- кĕскетнĕ ячĕ — Der Deutsche Orden
Вырăс историографинче ордена Тевтон орденĕ е Нимĕç орденĕ (Тевтонский орден или Немецкий орден) ят панă.
Çаплах тĕрĕс мар вĕсенен йытă-рыцăрьсем тенĕ.
Орден структури
Аслă магистр
Тĕп статья: Тевтон орденĕн аслă магистрĕсем
Ландмейстер
Ландмейстер (ним. Landmeister) — орден тытăмĕнчи тепĕр ĕç вырăнĕ. Ландмейстер Орденăн хăшпĕр территоринче аслă магистрăн çумĕ шутланнă. Пурĕпе Тевтон орденĕнче виçĕ тĕслĕ ландмейстерсем пулнă:
- Нимĕç ландмейстерĕ (Император Карл V Нимĕç ландмейстерĕсене импери кнеçесен статусн парнелет.
- Пруссири ландмейстер (ним. Landmeister von Preußen) —
- Ливонири ландмейстер (ним. Landmeister von Livland). Ĕç вырăнне 1237 çулта, Тевтон орденне Хĕçпе çӳрекенсен орденĕ кĕрсен, çирĕплетнĕ.
Ландкомтур
Тӳррĕн «çĕр комтурĕ» вуланать. Орденăн баллейне ертсе пынă.
Комтур
Аслă комтур
Аслă комтур (ним. Großkomture) — аслă комтурăн çумĕ шутланнă.
Маршал
Орденăн маршалĕ (Литвана хирĕçле харçăсене хатĕрленме Кёнигсбергра ирттернĕ. Орден хутшăннă çапăçусенче аслă магистр хыççăн иккĕмĕш пайăр çын шутланнă.
Мăн хоспитальер
Мăн хоспитальер (Пруссие çĕнтерсе илсен резиденцине Эльбинга куçăрнă.
Мăн интендант
Мăн интендант (Христбург карманĕнче пулнă.
Тĕп хыснаçи
Тĕп хыснаçи (ним. Ordenstressler) — орденăн финансă операцисене туса пынă, орденăн укçа янттисене тытса тăнă.
Урăх ĕç вырăнĕсем
- Kommandeur(ним.). «Командор» — çарпуçĕ, командир.
- Capitularies(ним.). «Капитульер» — капитул (пуху, лару, комисси) ертӳçи.
- Rathsgebietiger(ним.) — Канаш пайташĕ.
- Deutschherrenmeister(ним.). Германин тĕп магистрĕ.
- Balleimeister(ним.). Харпăрлăх магистрĕ.
Орден кун-çулĕ
Орден Хĕвел анăç Европăра
Орденăн еткерлĕхне илес текенсем
Орден тата Прусси
1813 çулта Пруссире «Тимĕр Хĕрес» ордена йышăннă. Тĕсĕпе вăл орден символĕ евĕр пулнă. Орденăн кун-çулне прус шкулĕсенче ăнлантарнă.
Орден тата нацистсем
Нацистсем хăйсене орденăн ĕçĕсен, уйрăмах геополитика енĕпе, еткерĕсем тесе шутланă. Орденăн «Хĕвел тухăçнелле хĕстерсе пырас» доктринине пĕтĕмĕшлех Виççĕмĕш Райх ертӳлĕхĕ алла илнĕ.
Нацистсем орденăн материаллă харпăрлăхне те хапсăннă. аншлюссласан, орденăн харпăрлăхне Германи национализациленĕ. Çавăн пекех Чехословакие Тиролĕн кантăрĕнчи орден пульницисемпе çурчĕсем сыхласа юлнă.
Ордена чĕртни. Орден паян
Ордена австри императорĕ Франц I пулăшăвĕпе çĕнетме тытăннă. Çĕнĕ Орденăн политика тата вăрçă амбицисем пулман, вăл хайĕн вăйне ыркăмăллăха, чирлĕ çынсене пулăшма т. ыт янă.
Нацистсем Ордена хăваланă чухне унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтсех ларнă.
Вăрçă вĕçленсен ордена нацистсем аннексиленĕ австри харпăрлăхĕсене тавăрса панă.
1947 çулта ордена пĕтерес декрета аннулленĕ.
Ордена социаллă Чехословакинче çĕнĕрен туман, çапах та Австрире тата Германире чĕрĕлнĕ. Совет блокĕ аркансан орденăн уйрăмĕсем Чехинче (Моравипе Богемире), Словенире тата хăшпĕр европа патшалăхĕсенче йĕркеленнĕ. АПШра та орденăн пайташĕсем (20 çынна яхăн) ĕçлеççĕ.
Аслă магистр резиденцийĕ халĕ те Венăра вырнаçнă. Унтах орденăн хысна çурчĕ тата истори архивĕсене, 1000 яхăн кивĕ пичете, урăх документсене упракан библиотека. Орден аббат-хохмейстер ертсе пырать, ордена ытларах хĕрарăмсене пĕрлештерет.
Орден виççĕ çĕртен — Кăнтăр Тироль — тата икĕ командорлăхран — Альтенбисен (Бельги) — тытăнса тăнă.
Орденăн хĕрарăм мăнахĕсем Фризах хулинчи Каринтии (Австри) пульницăна тата Бад-Мергенгемри, Регенсбургри тата Нюрнбергри ытти пульницăсемпе санаторисенче вăй хураççĕ.
Асăрхавсем
Вуламалли
- Бискуп М. Великая война Польши и Литвы с Тевтонским орденом (1409—1411 гг.) в свете новейших исследований // Вопросы истории. — № 12, 1991.
- Бокман Х. Немецкий орден: Двенадцать глав из его истории / Пер. с нем. В. И. Матузовой — М.: Ладомир, 2004. — ISBN 5-86218-450-3.
- Краўцэвіч А. Тэўтонскі ордэн. Ад Ерусаліма да Грунвальда 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. — Мінск: Навука і тэхніка, 1993. — 46 с. (белар.)
- Урбан В. Тевтонский орден. — М.: АСТ, 2007. — 416 с. — ISBN 978-5-17-044178-5.
Çавăн пекех пахăр
- Хĕçпе çӳрекенсен орденĕ
- Тевтон орденĕн патшалăхĕ
Каçăсем
- А. П. Бахтин, Калининград Тевтонский орден 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — история Тевтонского ордена по материалам Калининградского областного архива. Калининград — бывший Кёнигсберг.
- Бречкевич М. В. Святополк, князь Поморский.на сайте Руниверс
- Официальный сайт — Deutscher Orden(ним.)(акăлч.)
- Устав братьев, служащих Германскому Братству Св. Марии — Устав Тевтонского ордена
- Chivalricorders.org — Подробный рассказ об ордене(акăлч.)
- Тевтонский орден 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. — история Тевтонского ордена
- Форум ИПИОХа: Источники по истории Тевтонского ордена 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.- База данных о ссылках на источники по истории ордена, размещенные в сети Интернет.
- Баранов А. Первые магистры Тевтонского ордена( ӗҫлемен каҫӑ)
- Тевтонский орден — история Тевтонского ордена
- Военные предприятия Тевтонского ордена в Прибалтике
Хĕрес тĕсĕсем |
|
---|---|
Латин • Сăваплă Петĕр хĕресĕ • Лотаринг / Патриарх • Вырăс православи • Вырăс • Поп • Гугенот Грек • Мальта • Тамплиер • Иерусалим • Македон • Костыль Висанти • Крест евангелистов • Архангел • Андрей • Свастика Кельт • Чакана • Тау-хĕрес (Антоний) • Анх (икĕпат хĕресĕ) • Хĕвел хĕресĕ • Аревахач • Серб хĕресĕ Копт хĕресĕ • Лалибела • Эрмен • Сăваплă Нина • Болнис • Новгород • Сăваплă Георгий |
Католици тĕнĕн орденĕсем | |
---|---|
Мăнах орденĕсем: Визитантсем | Камальдулсем | Картезисем | Траппистсем | Цистерцисем | Паулинсем | Урсулинсем |