Днепршӑн ҫапӑҫни
Тăнăвар çапăçăвĕ — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пĕр-пĕринпе çыхăннă Днепр çыранĕсенче 1843 çулăн иккĕмĕш пайĕнче иртернĕ стратеги операцисем.
Иккĕ енчен çапăçăва 4 млн çын хутшăннă, унăн фрончĕ 750 çухрăма тăсăлнă. Тăваттă уйăх хушши кĕрленĕ çапăçура Сулахай çыранĕнчи Украина çĕрне пĕтĕмпех тенĕ пекех Хĕрлĕ Çар наци ярилевçĕсенчен тасатнă. Операцире Хĕрлĕ Çарăн чылай чаçĕсем юханшыв урлă каçса, сылтăм çыранра темиçе стратеги плацдармне çирĕплетнĕ, çаплах Кейӳ хулана ирĕке кăларнă. Тăнăвар çапăçăвĕ тĕнче кун-çулĕнче чи пысăк çапăçусенчен пĕрри шутланать.
Çапăçăва ăнлантарни
Тăнăвар çăпăçăвĕ шутне кĕрекен çапăçусем:
- Пĕрремĕш этап — Чернигов-Полтава операцийĕ (1943 çулхи çурлан 26-мĕшĕ — авăнăн 30-мĕшĕ):
- Чернигов-Припять операцийĕ (ҫурла, 26 — авӑн, 30 1943)
- Сумă-Прилуки операцийĕ (1943) (1943 çулхи çурлан 26-мĕшĕ — авăнăн 30-мĕшĕ)
- Полтава-Керменчук операцийĕ (1943 çулхи çурлан 26-мĕшĕ — авăнăн 30-мĕшĕ)
- Иккĕмĕш этап — Анат Тăнăвар операцийĕ (1943 çулхи авăнăн 26-мĕшĕ — раштавăн 20-мĕшĕ):
- Мелитополь операцийĕ (1943 çулхи авăнăн 26-мĕшĕ — чӳкĕн 5-мĕшĕ)
- Запорожье операцийĕ (1943) (1943 çулхи юпан 10—14-мĕшĕ)
- Пятихатка операцийĕ (1943 çулхи юпан 15-мĕшĕ — раштавăн 20-мĕшĕ)
- Знаменская операция (1943 çулхи юпан 22-мĕшĕ — чӳкĕн 5-мĕшĕ)
- Днепропетровск операцийĕ (1943 çулхи юпан 23-мĕшĕ — раштавăн 23-мĕшĕ)
- Этапсене пайланмасăр хăй тĕллĕ операцисем:
- Тăнăвар сывлăш-десант операцийĕ (авăн, 1943)
- Кейӳ тапăну операцийĕ (1943) (1943 çулхи чӳкĕн 3—13-мĕшĕ)
- Кейӳ хӳтĕлев операцийĕ (1943 çулхи чӳк, 13 — раштав, 23)
Культурăра тата ӳнерте
- Кинохроника
- Поиск-Днепр (poiskdnepr.com): Битва за советскую Украину
- Диорама «Битва за Днепр»
- «Песня о Днепре» / укр. «Пісня про Дніпро». М. Фрадкин мусăкĕ, Е. Долматовский тексчĕ.
- «Кейӳне паратăн!» фотографи
- Проводятся реконструкции боёв, военно-исторический фестиваль «Даешь Киев!»[1]
Вуламалли
- Николай Шефов, Russian fights, Изд. «Библ. военной истории», М., 2002
- История Великой Отечественной войны, 1941—1945. М.,1963.
- Джон Эриксон, Barbarossa: The Axis and the Allies, Edinburgh University Press, 1994
- Маршал Иван Конев, Заметки командующего фронтом М., Наука, 1972.
- Эрих фон Манштейн, Утерянные победы. М., 1957.
- Виктор Астафьев, "Прокляты и убиты. Плацдарм."
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- «Г. К. Жуков в битве за Днепр и правобережную Украину», В.Афанасьев 2014 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче архивланӑ. — статья из журнала «Обозреватель», № 1 за 2010 год