Эрих фон Манштайн

Э́рих фон Манштайн (Леви́нски) (ним. Erich von Manstein)[1] (чӳк, 24, 1887, Берлинҫӗртме, 10, 1973, Иршенхаузен, Бавари) — нимĕç генерал-фельдмаршалĕ, Пĕремĕш тата Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫисене хутшăннă. Гинденбург тăванĕн ывăлĕ.

Унăн вермахтра чи пултаруллă стратег репутации пулнă тата вăл нимĕç генералитечĕн лидерĕ шутланнă[2].

1939 çулхи авăн уйăхĕнче Польшăна ярса илнĕ чухне фон Рундштедт генерал-полковник ертсе пынă «Кăнтăр» çар группин штаб пуçлăхĕ пулнă. Францие тапăнса кĕмелли тĕп шухăша сĕннĕ. 1944 çулта Гитлерпе темиçе хутчен те пĕр шухăшлă пулманнишĕн отставкăна янă.

Вăрçă вĕçленсен ăна британ трибуналĕ «граждан халăхĕн пурнăçне хӳтĕлеме кирлĕ таран тимлеменшĕн» тата çунтарнă çĕр тактикипе усă курнăшăн тĕрмене 18 çуллăха хупнă. 1953 çулта сывлăх начаррине пула ирĕке кăларнă. Анăç Германи правительствин вăрçă канашçи пулса тăрăшнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи

Пĕрремĕш тĕнче вăрçин пуçламăшĕнче — 2-мĕш гварди резерв полкĕнче обер-лейтенант. Вăрçăна Польшăра пуçланă, унта 1914 çулхи чӳк уйăхĕнче ăна йывăр амантнă. 1915 çулхи утă уйăхĕнче суранланнă хыççăн ăна капитана çити хăпартнă, "Гальвиц" çар группин тĕп штабĕн адъютанчĕ тата офицерĕ вырăнне лартнă, çурçĕр Польшăри тата Сербири тапăнусене хутшăннă. 1916 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Анăç фронтне лекнĕ. 12-мĕш çарăн штабĕн çумĕнче адъютант, кайран 2-мĕш тата 1-мĕш çар çумĕнче генштаб офицерĕ хĕсметĕнче. Верден çумĕнчи çапăçура 4-мĕш кавалери дивизи операци тытăмланин пуçлăхĕ вырăнĕнче хĕсметре тăнă. 1918 çулхи çу уйăхĕнченпе çав вырăнах 213-мĕш тапăну пехота дивизинче йышăннă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче ăна 2-мĕш (юпа, 1914) тата 1-мĕш (чӳк, 1915) степеньлĕ Тимĕр хĕресĕсемпе, çаплах çаплах 1918 çулта прусс Рыцăрь хĕресĕпе (хĕçсемпе) чысланă.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи

Анăç фрончĕ

Литература

  • Сэмюэл Митчем. = Hitler's Field Marshals and Their Battles. — Смоленск: Русич. — 576 с.
  • Манштейн Э. фон. Утерянные победы. Ростов н/Д: Феникс, 1999.
  • Манштейн Э. фон. Из жизни солдата. М.: Феникс, 2000, 320 с.
  • Гордиенко А. Н. Командиры Второй мировой войны. Т. 2., Минск, 1998.
  • Шаблон:Кĕнеке:Correlli Barnett:Hitler's Generals
  • Манштейн, Эрих, фон. Утерянные победы. — М.: АСТ, СПб.: Terra Fantastica, 2002. — 896 c. — ISBN 5-17-010652-1 (АСТ); ISBN 5-7921-0240-6 (TF)
  • Манштейн, Эрих, фон. Проигранные победы. Личные записки генерала Вермахта. — М.: Центрполиграф, 2008. — 575 c. — ISBN 978-5-9524-3941-2
  • Манштейн, Эрих, фон. Утерянные победы. Воспоминания фельдмаршала. — М.: Астрель, 2012. — 832 c. — ISBN 978-5-271-40123-7
  • Манштейн, Эрих, фон. Утерянные победы. — М.: АСТ, 2014. — 832 c. — ISBN 978-5-17-079134-7
  • Манштейн, Эрих, фон. Утерянные победы. — М.: Алгоритм, 2014. — 640 с. — ISBN 978-5-443-80645-7

Ӑнлантарусем

  1. ^ Чăн ячĕ тата хушамачĕ — Фри́дрих фон Леви́нски (von Levinski). Берлинре генерал çемьинче çуралнă. Çуратакансем вăхăтсăр çĕре кĕрсен ăна пуян çĕр харпăрçи Георг фон Манштейн усрава илнĕ: «Хронос».
  2. ^ Митчем, стр. 332