Вилӗмсӗр полк
«Вилӗмсӗр полк» — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене тата тыл ӗҫченӗсене асӑнса ирттерекен халӑх юхӑмӗ, ҫаван пекех паттӑрсене — нацизма ҫӗнтерекенсене — асӑнса ҫулсерен урама тухса утакансен акцийӗ[1]. Унта хутшӑнакансем кашни ҫулах Ҫӗнтерӳ кунӗнче хуласен урамӗсем тӑрӑх хӑйсен тӑванӗсен — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, подпольщиксен, Хирӗҫлев боецӗсен, тыл ӗҫченӗсен, концлагерьте тертленнисен, блокадниксен, вӑрҫӑ ачисен — сӑнӳкерчӗкӗсемпе колоннӑпа иртеҫҫӗ[2], вӗсем ҫинчен ҫемье историйӗсене халӑх летопиҫне ҫырса пыраҫҫӗ[3].
Унчченхи
«Вилӗмсӗр полк» акци пуҫланичченех унашкал мероприятисем СССР чылай хулинче йӗркеленӗ. Тӗслӗхрен, 1965 ҫулта Новосибирскри 121-мӗш шкулӗн вӗренекенӗсем хӑйсен аслашшӗсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе хула урамӗсем тӑрӑх иртнӗ[4]. 1981 ҫулта Ростов облаҫӗнчи Тацинская станцири Революци Кӗрешӳҫисен тӳремӗнче митинг иртнӗ, унта хутшӑннӑ ҫынсем хӑйсен фронтовик-тӑванӗсен портречӗсемпе килнӗ[5]. 1985 ҫулта Пермь облаҫӗнчи Соликамск(выр.)чăв. урамӗсем тӑрӑх тӑванӗсем ветерансен сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтса утнӑ. Липецк облаҫӗнчи Конь-Колодезь ялӗнче 1985 ҫултан пуҫласа шкул ачисем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтса Ленин урамӗпе иртеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ истори
Совет самани хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫакнашкал мероприятисем Раҫҫейре те, ытти патшалӑхсенче те иртнӗ. 2006 ҫулта Ухта хулинче Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫул ҫитмен ҫамрӑксем Ӗмӗрхи вут патне салтаксен портречӗсене илсе пынӑ. 2004—2006 ҫулсенче маршсем Кузбасра (Новокузнецк тата Прокопьевск хулисенче) иртнӗ, 2007 ҫулта — Тӗменре.
2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Тюменские известия» хаҫатра шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен облаҫри канашӗн председателӗ Геннадий Иванов ентешӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗнче хӑйӗн фронтовик-тӑванӗсен портречӗсемпе хула урамӗсене тухма чӗнсе каланӑ[6]. Тӗмен облаҫӗн пуҫарӑвне Раҫҫейӗн ытти регионӗсем ярса илнӗ. Икӗ ҫул иртсен «Ҫӗнтерӳ парачӗсем» Раҫҫей Федерацийӗн 20 муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче иртнӗ.
2009 ҫулта «Ҫӗнтерӳҫӗсен парачӗсем» Хусанта, Кемӗрте, Новосибирскра тата ытти регионта иртнӗ. Ҫамрӑксен «Сире стройра улӑштаратпӑр!» маршне 2009 ҫулта Севастопольте йӗркеленӗ.
2010 ҫулта ветерансен сӑнӳкерчӗкӗсемпе утассине Мускаври Поклонная ту ҫинче ирттернӗ.
2013 ҫулта акцие Раҫҫейри 120 хулапа ялта ирттернӗ[7]. 2014 ҫулта «Вилӗмсӗр полк» тӗнчери 7 ҫӗршыври 500 хулара иртнӗ[7].
2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 2025 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявланӑ чухне «Вилӗмсӗр полк» «Беларуҫ манмасть» акципе пӗрле иртни паллӑ пулнӑ[8].
Обществӑлла юхӑм
2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Вилӗмсӗр полк» акци вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫар парачӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ[9]. Унта 500 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, вӗсен хушшинче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин та пулнӑ, вӑл хӑйӗн фронтовик-ашшӗн портретне йӑтса тухнӑ. Колонна Беларуҫ лапамӗнчен пуҫласа Кремле ҫити кайнӑ, Мускав ҫыранӗнчи вӗҫленӗ[10].
2015 ҫултан пуҫласа «Вилӗмсӗр полк» акци Раҫҫейре тата чикӗ леш енче Ҫӗнтерӳ кунне уявламалли программӑн чи пӗлтерӗшлӗ элеменчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. 2015 ҫулта «Вилӗмсӗр полк» 17 ҫӗршывра иртнӗ, 2016 ҫулта вара — 42 ҫӗршывра[11].
2015 ҫулта граждансен пуҫарӑвӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей вилӗмсӗр полкӗ» обществӑпа патриотлӑх юхӑмне йӗркеленӗ, унта 89 регион уйрӑмӗ тата тӗнчери 200 ытла координатор кӗнӗ[12].
Организацин тӗп тӗллевӗ — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхе асра хӑварасси, халӑхӑн хастарлӑхӗпе паттӑрлӑхне асра тытасси, паттӑр аслашшӗсен опытне чуна хывасси, ӑрусен ҫыхӑнӑвне йӗркелесси.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей вилӗмсӗр полкӗ» обществӑпа патриотлӑх юхӑмӑн тӗп штабӗн малтанхи сопредседателӗсенчен пӗри СССР Халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Паттӑрӗ Василий Лановой пулнӑ[13][14].
2019 ҫулта 1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине асӑнса кӑларнӑ Раҫҫей Банкӗн укҫисем
Акци ирттерекен ҫӗршывсем
«Вилӗмсӗр полк» акци 80 ытла патшалӑхра иртет:
|
|
|
2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Вилӗмсӗр полк» акци пӗрремӗш хут Аляскӑра Анкоридж хулинче иртнӗ, унта 100-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ[17].
2020 тата 2021 ҫулсенчи акцисен уйрӑмлӑхӗсем
2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле пулнӑ «Вилӗмсӗр полк» маршӗсене Раҫҫейре кӑшӑлвирус инфекцийӗн пандемийӗ пирки пӑрахӑҫланӑ. Ун вырӑнне онлайн-акци ирттернӗ: кӑмӑл тӑвакан кашни ҫын ветеранӑн сӑнӳкерчӗкне тата ун пирки ҫырнисене ятарлӑ сайтра вырнаҫтарма пултарнӑ[18]. Пӗтӗмпе 2,7 млн яхӑн заявка килнӗ[19]. Трансляци ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 20 кун пынӑ, ӑна пӗтӗм тӗнчери 25 миллиона яхӑн ҫын пӑхнӑ[20].
«Вилӗмсӗр полк» акцие онлайн-режимпа ҫавӑн пекех Испанипе Андоррӑра йӗркеленӗ[21].
2021 ҫулта «Вилӗмсӗр полк» каллех онлайн-форматпа иртнӗ. Анчах, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, трансляцисене кашни регионта ҫынсем хӑйсен ентешӗсене пурне те стройра курма пултарччӑр тесе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенче уйрӑммӑн пурнӑҫланӑ, мероприяти пӗр кунра иртнӗ[22].
2022 ҫулхи мероприятисем
2022 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне кӑшӑлвирус пандемийӗ чакнӑ, ҫавна май шествисене ирттерме ирӗк панӑ[23]. Хальхинче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсен портречӗсемпе пӗрлех унта хутшӑнакансем Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. ирттернӗ май вилнӗ салтаксен сӑнӳкерчӗкӗсене йӑтса пынӑ[23].
«Вилӗмсӗр полк» маршӗсене 2022 ҫулта тӗнчери 90 яхӑн ҫӗршывра[24], ҫав шутра пӗрремӗш хут Венесуэлӑра, йӗркеленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче антигитлерла коалицие кӗнӗ АПШ тата Аслӑ Британи, ҫавӑн пекех Ирланди хӑйсен территоринче акцие ирттерме чарнӑ[25].
2023 ҫулхи мероприятисем
2023 ҫулта хӑрушсӑрлӑх шухӑшӗпе массӑллӑ шествисене ирттермелле мар тесе йышӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей вилӗмсӗр полкӗ» обществӑпа патриотлӑх юхӑмӑн тӗп штабӗн представителӗсем урӑх форматсемпе усӑ курма сӗннӗ. Хӑйсен паттӑрӗсен портречӗсене Ҫӗнтерӳҫӗсен ачисем, мӑнукӗсемпе мӑнукӗсен ачисем харпӑр хӑй, ӗҫ тата общество транспорчӗ ҫине, майкӑсемпе футболкӑсем ҫине, хваттерсен чӳречисемпе бейджсем ҫине вырнаҫтарнӑ, пӗтӗм Ҫӗнтерӳ кунӗнче пирӗн паттӑрсем пирӗнпе пӗрле пулччӑр тенӗ.
Раҫҫейри чылай хулара Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен портречӗсемпе авто- тата моточупусем, шыв тата сывлӑш парачӗсем иртнӗ. Сӑмахран, Волгоградра «Вилӗмсӗр полк юханшывӗ» акци иртнӗ — Атӑл тӑрӑх Сталинград ҫапӑҫӑвне(выр.)чăв. хутшӑннӑ 150 ҫыннӑн сӑнӳкерчӗкӗсемлӗ теплоходсен эскадри иртнӗ. Вилӗмсӗр полк историйӗнче пӗрремӗш хут юханшыв трамвайчикӗсемпе, Атӑл акваторийӗпе усӑ курнӑ, Атӑла 80 ҫул каялла фашистсем ярса илесшӗн ӑнтӑлнӑ, анчах пултарайман.
Раҫҫейӗн вилӗмсӗр полкӗн символикиллӗ ултӑ «Як» тата пӗр «Ан-2» самолёт Нижневартовск, Мегион, Лангепас, Сургут, Нефтеюганск, Ханты-Мансийск хулисем ҫийӗн «ҫӑлтӑр» тата «пеленг» пилотаж йӗркисемпе вӗҫсе иртнӗ. Вӗсен борчӗсем ҫинче Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисен, хыпарсӑр ҫухалнисен, вӑрҫӑ витӗр тухса киле Ҫӗнтерӳпе таврӑннисен пин сӑнӳкерчӗкӗсем пулнӑ[26].
2024 ҫулхи мероприятисем
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей вилӗмсӗр полкӗ» обществӑпа патриотлӑх юхӑмӑн тӗп штабӗн сопредседателӗ тата Патшалӑх Думин депутачӗ Елена Цунаева 2024 ҫулта хӑрушсӑрлӑх пирки Раҫҫейре «Вилӗмсӗр полк» шествине куҫӑн форматпа ирттермесси пирки пӗлтернӗ[27].
Вилӗмсӗр полк акцийӗсем ҫӗнӗ форматсемпе 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен иртнӗ. Хӑйсен паттӑрӗсен портречӗсене Ҫӗнтерӳҫӗсен ачисем, мӑнукӗсемпе мӑнукӗсен ачисем пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче, предприятисенче, шкулсемпе ача сачӗсенче, харпӑр хӑй, ӗҫ тата общество транспортӗнче, ҫав шутра шыв тата сывлӑш карапӗсенче, парӑс киммисенче вырнаҫтарнӑ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпех социаллӑ тетелсемпе усӑ куракансем хӑйсен аватарӗсене ветерансен, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен, ҫемйисенче тирпейлӗн упракан ветерансен сӑнӳкерчӗкӗсемпе улӑштарнӑ, ҫавӑн пекех #нашБессмертныйполк хэштегпа усӑ курса постсенче вӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панӑ.
2024 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери «Вилӗмсӗр полк» акцийӗсем 115 ҫӗршывра иртнӗ.
Логотип
Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей вилӗмсӗр полкӗ» обществӑпа патриотлӑх юхӑм Роспатентра хӑйӗн эмблемине ҫирӗплетнӗ, вӑл 2033 ҫулччен ятарлӑ управра пулӗ. Роспатента хутсене 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче панӑ, 2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ[28].
Логотип никӗсӗнче хӗрлӗ ҫӑлтӑр, ун ҫинче Георгий Победоносец ӗмӗлкине ӳкернӗ. Ҫӳлти пайӗнче «Бессмертный полк» тесе ҫырнӑ.
Раҫҫейре ҫак логотиплӑ тӗрлӗ тавар кӑларма ирӗк панӑ: ювелир капӑрлӑхӗсем, савӑт-сапа, пумкӑсем, теттесем тата ытти те. Ҫавӑн пекех эмблемӑна тумтир ҫине те ӳкерме юрать. Пысӑк списокра ҫавӑн пекех хӗҫ-пӑшал, патронсем, пӑшал прицелӗсем те пур.
Ӑнлантарусем
- ^ Бессмертный полк - официальный сайт движения (выр.). polkrf.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ И. Огилько. На "Бессмертный полк онлайн" зарегистрировались более 150 тысяч участников. Российская газета (30 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Найти солдата по фамилии на сайте Бессмертный полк (выр.). polkrf.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Акция «Бессмертный полк» родилась 49 лет назад в Новосибирске, а не в Томске , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнчи копийӗ // «Академия новостей».
- ^ АиФ- Ростов. Бессмертный полк. Впервые портреты фронтовиков пронесли на Дону в 1981-м. www.rostov.aif.ru (17 ҫурлан 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Семейный альбом — Парламентская газета «Тюменские известия». old.t-i.ru (8 ҫӑвӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ирландия присоединится к всероссийской акции «Бессмертный полк». // ТАСС (4 акан 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи акан 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
- ^ "Бессмертный полк" в 2025 году пройдет вместе с шествиями "Беларусь помнит". Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Акцию «Бессмертный полк» в Москве хотят провести на Красной площади , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчи копийӗ // ИА REGNUM. 30 Марта 2015.
- ^ Вести-Москва. 9 Мая по столице пройдёт «Бессмертный полк». // Вести.Ru (7 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Бессмертный полк в мире (выр.). polkrf.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Более 1 млн человек собрала акция "Бессмертный полк" в Санкт-Петербурге (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Банк России выпускает в обращение памятные монеты из драгоценных и недрагоценного металлов. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2021-6-3. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
- ^ [1]
- ^ Бельгия – Immortal Regiment of the World (Бессмертный полк мира) (выр.). Immortal Regiment of the World (Бессмертный полк мира). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ В Ашхабаде прошло шествие «Бессмертного полка». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ "Бессмертный полк" впервые состоялся на Аляске. ТАСС (6 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Е. Слободян. Как стать участником акции «Бессмертный полк онлайн»? Аргументы и Факты (28 акан 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Я. Костенко. Герои в нашем сердце: как проходит онлайн-шествие «Бессмертного полка». Известия (9 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
- ^ И. Огилько. Завершился марш "Бессмертного полка онлайн". Российская Газета (29 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
- ^ В Испании и Андорре пройдет «Бессмертный полк онлайн». Известия (2 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ.
- ^ "Бессмертный полк" 9 мая пройдет в онлайн-формате. Организаторы планируют провести акцию в традиционном формате 24 июня. ТАСС (19 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 М. Лисицына. В «Бессмертном полку» предложили нести фото погибших на Украине военных. РБК (22 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
- ^ Шествие "Бессмертного полка" пройдет в 88 странах. Вести.ру (6 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
- ^ США и Великобритания запретили проведение "Бессмертного полка". РИА Новости (28 акан 2022). — ещё сообщалось о запрете в Казахстане, но это ошибка: просто шествие там пройдёт под другим названием. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Акция "Бессмертный полк" в России 9 Мая пройдет в смешанном формате. ТАСС (18 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи акан 18-мӗшӗ.
- ^ Парады и шествия "Бессмертного полка" не будут проводить в шести субъектах России - Родина. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
- ^ Роспатент официально занес в реестр товарный знак «Бессмертный полк» (выр.). Вести Татарстан (5 ҫӑвӑн 2025).
Каҫӑсем
- Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей вилӗмсӗр полкӗ» обществӑпа патриотлӑх юхӑмӑн официаллӑ сайчӗ
- «Вилӗмсӗр полк» историпе патриотлӑх обществӑлла юхӑмӑн официаллӑ сайчӗ
- «Бессмертный полк» шагает по планете
- «Бессмертный полк» юрӑ
- «Глубокий и простой посыл». Участники первого «Бессмертного полка» о его появлении и смысле Дня Победы
- «Вилӗмсӗр полк — Итали» официаллӑ сайт
- «Вилӗмсӗр полк» Президент библиотекин сайтӗнче