Ҫӗнтерӳ кунӗ (пӗлтерӗшсем)
Ҫӗнтерӳ кунӗ — тӗнчери хӑш-пӗр ҫӗршывсенче паллӑ тӑвакан уяв, ытларах чухне пӗр-пӗр ҫапӑҫура е вӑрҫӑра ҫӗнтернине уявлаҫҫӗ[1].
- Кӑрлачӑн 7-мӗшӗ — Камбоджа: геноцид режимне Ҫӗнтернин кунӗ (1979)
- Пушӑн 27-мӗшӗ — Ангола: Ҫӗнтерӳ кунӗ (официаллӑ мар; 1976)
- Акан 27–28-мӗшӗ — Афганистан: Афган халӑхӗ джихадра ҫӗнтернӗ кун (1992) 30 ҫул каялла Афганистанра Апрель революцийӗ пулса иртнӗ[2]
- Акан 30-мӗшӗ — Вьетнам: Ҫӗнтерӳ кунӗ (Пӗр патшалӑха пӗрлешнин кунӗ) (1975)
- Ҫӑвӑн 8-мӗшӗ — АПШ тата Европа ҫӗршывӗсен речӗ: Германие ҫӗнтернин кунӗ (1945)
- Ҫӑвӑн 9-мӗшӗ — СССР/Раҫҫей тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра: Германие ҫӗнтернин кунӗ (1945)
- Ҫӑвӑн 9-мӗшӗ — Украина: Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫинче нацизма ҫӗнтернӗ кун.
- Ҫӗртмен 23-мӗшӗ — Эстони: Ирӗклӗх вӑрҫинче Балтиҫум ландесвер ҫарӗсене ҫӗнтернин кунӗ (1919)
- Ҫӗртмен 27-мӗшӗ — Раҫҫей империйӗ: Аслӑ Петӗр ҫарӗ Полтава патӗнчи ҫапӑҫура XII Карл ҫарӗсене ҫӗнтернӗ кун (1709)
- Утӑн 26-мӗшӗ — Инди: Каргилте Ҫӗнтернӗ кун (1999)
- Утӑн 27-мӗшӗ — Ҫурҫӗр Корея: Тӑван Ҫӗршывӑн Ирӗклӗх вӑрҫинче Ҫӗнтернӗ кунӗ (1953)
- Ҫурлан 5-мӗшӗ — Хорвати: Ҫӗнтерӳ кунӗ тата Тӑван ҫӗршыва тав тумалли кун (1995)
- Ҫурлан 8-мӗшӗ — Ирак (2003 ҫулччен): Аслӑ ҫӗнтерӳ кунӗ (1988)[3]
- Ҫурлан 30-мӗшӗ — Турци: Ҫӗнтерӳ кунӗ (1922)
- Ҫурлан 31-мӗшӗ — Афганистан: «Талибан» ушкӑнӗ Анӑҫри коалицине ҫӗнтернӗ кун (2021)
- Авӑнӑн 3-мӗшӗ — СССР/Раҫҫей тата КХР: Милитаристла Японине ҫӗнтернӗ кун (1945)
- Авӑнӑн 7-мӗшӗ — Мозамбик: Ҫӗнтерӳ кунӗ (1974)
- Авӑнӑн 8-мӗшӗ — Мальта: Ҫӗнтерӳ кунӗ (1565,1943)
- Чӳкӗн 4-мӗшӗ — Итали: Ҫӗнтерӳ кунӗ (1918)
- Чӳкӗн 8-мӗшӗ — Азербайджан: Ҫӗнтерӳ кунӗ (2020)
- Раштавӑн 16-мӗшӗ — Бангладеш, Инди: Бангладешри Ҫӗнтерӳ кунӗ, Индири Ҫӗнтерӳ кунӗ (1971)
- Раштавӑн 23-мӗшӗ — Египет: Ҫӗнтерӳ кунӗ (1956)
Фильмсем
- «Ҫӗнтерӳ кунӗ» — Фёдор Петрухинӑн Раҫҫей фильмӗ (2006).
- «Ҫӗнтерӳ кунӗ» — Шон Рамсейӑн американ фильмӗ (2010).
- «Ҫӗнтерӳ кунӗ» — Игорь Гринякинӑн кӗске метражлӑ Раҫҫей фильмӗ (2012).
- «Ҫӗнтерӳ кунӗ» — 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Берлинри вырӑссем уявлани ҫинчен каласа паракан нимӗҫсемпе литвасем ӳкернӗ Сергей Лозницӑн документлӑ фильмӗ (2018).
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- «Ҫӗнтерӳ кунӗ» — Владимир Харитонов сӑввипе Давид Тухмановӑн совет саманин юрри (1975).
Ӑнлантарусем
- ^ Эти Дни победы // Коммерсантъ : газета. — 2006. — 4 ҫӑвӑн. 2014 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 30 лет назад в Афганистане произошла Апрельская революция , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи акан 20-мӗшӗнчи копийӗ (2010 çулхи акан 26-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Зинин Юрий. Ирак празднует День Великой победы в ознаменование годовщины прекращения ирано-иракской войны (выр.). rian.ru. РИА Новости (5 ҫӗртмен 2008). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.