Атӑлҫи федераци округӗ
Атăл федераци тăрăхĕ, — администрациллĕ территори йĕркеленĕвĕ, Раççейĕн саккăр тăрăхĕсенчен пĕрри. РФ Президенчĕн Хутайĕпе 2000 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнче туса хунă. Европа пайĕнче, Атӑлпа Анăç Урал çĕрĕсенчи субъектсене пĕрлештерет. Администрацин аппарачĕ Чулхула хулинче вырнаçнă.
Лаптăкĕ 1 035 900 км2, пĕтĕмпе 32 017 800 патнелле çын пурăнать.
Пĕтĕм тивĕçлĕ элчĕ — Игорь Комаров.
Президент элчисем
- Сергей Владиленович Кириенко: 2000 çулхи ҫу, 18 — 2005 çулхи чӳк, 14
- Александр Владимирович Коновалов: 2005 çулхи чӳк, 14 — 2008 çулхи ҫу, 12
- Григорий Алексеевич Рапота: 2000 çулхи ҫу, 14
Тăрăх йышĕ
| № | Ялав | Федераци субъекчĕ | Администраци центрĕ |
|---|---|---|---|
| 1 | Пушкӑрт Республики | Ĕпхӳ | |
| 2 | Киров облаçĕ | Киров | |
| 3 | Мари Эл | Йошкар-Ола | |
| 4 | Мордва Республики | Саранск | |
| 5 | Чулхула облаçĕ | Чулхула | |
| 6 | Ӗренпур облаҫӗ | Ӗренпур | |
| 7 | Пенза облаçĕ | Пенза | |
| 8 | Перĕм Ен | Пермь | |
| 9 | Самар облаçĕ | Самар | |
| 10 | Сарӑту облаҫӗ | Сарӑту | |
| 11 | Тутарстан | Хусан | |
| 12 | Удмурт Республики | Ижевск | |
| 13 | Чӗмпӗр облаҫӗ | Чĕмпĕр | |
| 14 | Чăваш Ен | Шупашкар | |
Наци йышĕ
- Вырăссем: 21 млн 148 пин 120 çын (67,88 %)
- Тутарсем: 4 млн 063 пин 720 çын (13,04 %)
- Чăвашсем: 1 млн 417 пин 228 çын (4,55 %)
- Пушкăртсем: 1 млн 349 çын 633 çын (4,33 %)
- Мордвасем: 655 пин 926 çын (2,11 %)
- Удмуртсем: 560 пин 764 çын (1,8 %)
- Марисем: 511 пин 919 çын (1,64 %)
- Украинсем: 401 пин 614 çын (1,29 %)
- Казахсем: 228 пин 016 çын (0,73 %)
- Коми-перĕмсем: 106 пин 643 çын (0,34 %)
- Эрменсем: 105 пин 073 çын (0,34 %)
- Беларуссем: 94 пин 158 çын (0,30 %)
- Азербайджансем: 84 пин 183 çын (0,27 %)
- Нацине палăртманнисем — 78 пин 535 çын (0,25 %)
- Нимĕçсем: 71 пин 460 çын (0,23 %)
- Еврейсем — 29 пин 618 çын (0,09 %)