Аша
Аша́ — Раҫҫей Федерацийӗн хули, Челепи облаҫӗнчи Аша районĕн административлă тĕпĕ, Куйбышев чукун çулĕн Ĕпхӳ — Челепихушшинчи чукун çул станцийĕ.
Халăх йышĕ — 32,7 пин çын (2005).
Тавралăхĕ
Хула облаçĕн анăç енче, Пушкӑрт Республикипе юнашар, Каратау ту хысакĕн умĕнче, Аша юханшыв Сима (Шур Атăлăн юппи) юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Челепине çитме анăçалла 377 çм каймалла.
Экономика
Ашари заводсем: металлурги, светотехника (электроарматурă), вăрман хими комбиначĕ (1932 çулта хăпартнă), çурт-йĕр материалсене хатĕрлекен. Вăрман промăç хуçалăхĕ (2004 çулта салатса янă).
Хулан кун-çулĕ
Этеплĕх, çутĕç, паллă вырăнсем
Хулара индустри техникумĕ, Кăнтăр Урал патшалăх университечĕн филиалĕ ĕçлет.
Аша çывăхĕнче Аджигардак туçи курорчĕ пур, сыхлавлă çутçанталăк объекчĕ Çăка тăвĕ ларать.
Çавăн пекех пăхăр
Каçăсем
- Аша «Ман город» энциклопедире
- Аша хулин сайчĕ 2017 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче архивланӑ. — çулçӳревçĕсем валли, ту йĕлтĕр курорчĕ Аджигардак.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |