Пасарлă Упи

Пасарлă УпиТутарстанăн Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕ.

Тавралăхĕ

Кĕçĕн Чăнлă (юханшыв) хĕрринче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Йĕри-тавра вăрмансем çук, уй-хир кăна.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

1861-мĕш çулта крепостла йĕркене пăрахăçласан, яла хăшпĕр вырăс хресченĕсем куçса ларма пуçланă. Вĕсенчен чылайăшĕпе каярахпа вырăнти чăвашсемпе хутăшса кайнă е урăх вырăнсене саланса пĕтнĕ.

Кунçул

Кивĕ Упи ялĕнчен уйрăлса тухнă[1].

Историксем палăртнă тăрăх, Упие 1658 çулта никӗсленӗ. 1843 çулта кунта прихут шкулӗ уçăлнă, 1847 çулта вара çулла кӗлтумалли чиркӳ хăпартса лартнă (1881 çулта иккӗмӗш чиркӳ уçнă, анчах вăл чансăр пулнă, унта хӗлле кӗлтунă). Çак çулах ялта пасар ӗçлеме пуçланă, трактир хута кайнă. Упи ялӗ вулăс центрӗ пулса тăрать, унта удел хресченӗсем пурăннă. Кунта чăвашсем, тутарсем, вырăссем пурăннă, темиçе теçетке çемье мăкшă та пулнă. Упи вулăс центрӗ пулса тăнине кура ку яла Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи ытти уессенчен те халăх пурăнма килме пуçланă. Ытларах пӗчӗк те пӗтсе пыракан ялсенче пурăнакан вырăссем килнӗ.

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем

Кăсăклă фактсем

Вуламалли

Асăрхатарусем

  1. ^ Терентьева О.Н., Ефимова О.Н,, Семенова Т.И. . — Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви. — 462 с. — 2 000 экз. — ISBN 978—5—7670—1547-4.
  2. ^ Чăннипе Саплăкра çуралнă теççĕ, анчах кунта тĕне кĕртнĕрен метрикăра урăхла çырса хума пултарнă.