Георгий Тал-Мăрса
Георгий Тал-Мрза (чӑн ячӗ — Георгий Васильевич Зайцев; 1895 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ, Çĕнĕ Упи, Упи вулӑсӗ[d], Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1921 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ, Ачинск[d], Ачинск уесӗ[d], Енисей кĕпĕрни, РСФСР[d]) — пирвайхи чӑваш драматургӗсенчен пӗри. Вӑл пӗрремӗш чӑваш профессиллӗ театрта артист, режиссёр тата куҫаруҫӑ пулса ӗҫленӗ[1].
Кун-ҫулӗ
1895 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Упи ялӗнче ҫуралнӑ (халӗ — Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗ).
1909—1915 ҫулсенче Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. 1915 ҫулта ӑна Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫине илнӗ. Ҫав ҫултах вӑл Карпат тӑвӗсем патӗнче йывӑр аманнӑ. 1918—1920 ҫулсенче Хусанти этнографи тата археологи институтӗнче вӗреннӗ[1].
1916—1917 ҫулсенче Шӑмӑршӑ ялӗнчи шкулта вӗрентнӗ[2].
1918 ҫулхи кӗркунне вӑл пӗрремӗш чӑваш театр ӗҫне — «Чӑваш совет куҫса ҫӳрекен театрӗ» — ҫӗнӗрен хутшӑннӑ[3].
1920 ҫулта вӑл хӑйӗн тӑван ялне таврӑннӑ. 1921—1922 ҫулсенчи Атӑлҫи выҫлӑхӗ чухне вӑл Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ.
Ачинскри политехникумра вӗрентнӗ, тифпа чирлесе 1921 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ.
Вӑл халӑх юррисене пуҫтарнӑ, сӑвӑ ҫырнӑ, вырӑс тата ют ҫӗршыв драматургӗсен ӗҫӗсене чӑваш театрӗ валли куҫарнӑ. Чӑваш театрӗ валли вӑл 9 пьеса ҫырнӑ, вырӑс тата тӗнче классикӗсен 40 ытла пьесине куҫарнӑ, вӗсен хушшинче Ф. Шиллерӑн, В. Гюгон, Ж. Б. Мольерӑн, А. Н. Островскин, А. П. Чеховӑн тата ыттисенне[1].
Хайлавӗсем
- «Кам айӑпӗ»;
- «Силпи — пӑлхар пики»;
- «Вӑйлисен айӑпӗ»;
- «Ҫӗнӗ пурнӑҫ шурӑмпуҫӗ»;
- «Ухатер»[4].
«Аттила», «Архай хан» тата «Мӑрсапай» трагедийӗсем ҫухалнӑ[1].
2019 ҫулта тухнӑ «Суйласа илнисем: поэзи, драматурги, чӑнлавсем, ҫырусем» кӗнеке республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» (2018—2019) конкурсӗнче ҫӗнтернӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 В. Г. Родионов. Тал-Мрза Георгий Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Тал-Мрза, Георгий Васильевич (чувашский писатель; 26.11.1895-07.12.1921) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Родионов В. Г. Чувашская драматургия: как все начиналось // ЛИК: Литература. Искусство. Культура : журнал. — 2014. — Сентябрь (№ 3 (28)). — . 2017 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче архивланӑ. // Электронная выставка «Талант, отданный народу», посвящённая Ф. П. Павлову. Национальная библиотека Чувашской Республики
- ^ Писатели: Тал–Мрза Георгий (Зайцев Георгий Васильевич) // Культурное наследие Чувашии.
Вуламалли
- Ваҫанкка, Н. Актер — драматург / Н. Ваҫанкка // Тӑван Атӑл. — 1947. — № 28. — С. 109-117.
- Еливанова, Г. «Ятӑма чӑваш манас ҫук» / Г. Еливанова // Хыпар. — 2005. — 14 раштав.
- Eрмилов, А. Георгий Тал-Мӑрса / А. Eрмилов // Канаш. — 1995. — 25 чӳк.
- Eфимов, Г. Ҫул хывакансенчен пӗри / Г. Eфимов // Ялав. — 1985. — № 11. — С. 21.
- Ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ // Сувар. — 1995. — 15 раштав.
- Изоркин, А. В. Революцишӗн ӗҫленӗ / А. В. Изоркин // Коммунизм ялавӗ. — 1985. — 26 нояб. — С. 2.
- Имендаев, В. Георгий Тал-Мӑрса / В. Имендаев // Тӑван Атӑл. — 1975. — № 11. — С. 94-80.
- Клементьева, А. Яту вилӗмсӗр Тал-Мӑрса : Георгий Васильевич Зайцев-Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем / А. Клементьева // Тӑван ен (Тутарстан). — 2015. — 23 декабрь (№ 94). — С. 3.
- Краснова, И. Ф. «Г. Тал-Мӑрсан «Хирте» сӑввине 7-мӗш класра вӗрентесси» / И. Ф. Краснова // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика. — Шупашкар, 2017. — 31-мӗш кӑларӑм. — С. 109-113.
- Родионов, В. «Хам вилсен те асӑнӗ чӑваш манӑн ятӑма…» : Георгий Тал-Мӑрсан паллӑ мар сӑввисем / В. Родионов // Тӑван Атӑл. — 2015. — № 11. — С. 88-96.
- Саландаев, И. Г. Тал-Мӑрса ҫыравҫӑ — асӑмӑрта! / И. Саландаев // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. — 2021. — 3 декабрь. — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
- Смирнова, Н. Паллӑ сӑвӑҫа, драматурга, артиста асӑнса / Н. Смирнова // Хыпар. — 1995. — 1 раштав.
- Станьял, В. Георгий Тал-Мӑрса / В. Станьял, В. Ахун // Хӗрлӗ ҫар ҫыннин юрри / Г. Тал-Мӑрса. — Шупашкар, 1975. — С. 3-19.
- Г. В. Зайцев — Тал-Мӑрса поэта асра тытса // Тӑван ен (Тутарстан). — 2011. — 7 раштав. — С. 4.
- Трофимова, Л. Сумлӑ ячӗ — халӑх асӗнче / Л. Трофимова. // Тӑван ен (Тутарстан). — 2015. — 16 декабрь (№ 92). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Хлебников, Г. Я. Георгий Тал-Мӑрса поэтики / Г. Я. Хлебников // Чӑваш совет литературин поэтики / Г. Я. Хлебников. — Шупашкар, 1990. — С. 25-34.
- Юмарт, Г. «Ятӑма чӑваш манас ҫук» / Г. Юмарт // Тантӑш. — 1995. — 15 раштав. — С. 4.
- Юхма, М. Тӑван йӑва — тӑван кӗтес / М. Юхма // Ялав. — 1990. — № 11. — С. 32.
- Ярухин, А. Сумлӑ ячӗ халӑх асӗнче / А. Ярухин // Сувар (Тутарстан). — 2015. — 18 раштав (№ 49). — С. 6.
- Афанасьев, П. Тал-Мрза (Зайцев) Георгий Васильевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебксары, 2006. — С. 397-398.
- Зайцев Георгий Васильевич (Тал-Мрза) // Дрожжановская энциклопедия. — Старое Дрожжаное, 2020. — С. 225-226.
- Зайцев (Тал-Мрза) Георгий Васильевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. — Чебоксары, 2006. — C. 500.
- Колесниченко, О. Драматург, артист, режиссер, переводчик / О. Колесниченко // Чебоксарские новости. — 1995. — 14 дек.
- Родионов, В. Г. Тал-Мрза (Зайцев) Георгий Васильевич / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 180-181.
- Сорокин, Н. М. Тал-Мрза (Зайцев) Георгий Васильевич / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан // Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 160-162.
- Станьял, В. Октябрем окрыленный / В. Станьял // Советская Чувашия. — 1975. — 27 нояб.
- Тимуков, А. Н. Тал-Мрза (Зайцев) Георгий Васильевич / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 396.
- Юрьев, М. Революцией призванный / М. Юрьев // Молодой коммунист. — 1975. — 27 нояб.
- Ялгир, П. Тал-Мрза (Зайцев) Георгий Васильевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 111.