Майков Евгений Иванович

Кун-çулĕ

Ача çулĕсем Патăръел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче иртнĕ. 16 çултанпа пысăк стройкăсенче ĕçлет (Шатура, Мосстрой - 1928-1929). Кайран Магниткăра бетонщиксен бригадирĕнче ĕçлет.

1936-1941-мĕш çулсенче Уралти индустри институтĕнче вĕренет. Кайран Свердловск облаçĕнчи пысăк заводра- тĕп инженер. Вӑрҫӑ вăхăтĕнче - полк, бригада, дивизи тата корпус инженерĕ.

Вăрçă хыççăн Çар-политика академипе аспиратуринчен вĕренсе тухать. Çар ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне хӳтĕлет.

"Военно-инженерный журнал" редакцинче, Совет Çарĕн инженери çарĕсен штабĕнче ĕçлет.

1961 çултан çар-строительство органĕсен ертӳçи:округ командирĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ, пĕр тĕп управленин пуçлăхĕ. Генерал-майор званине 1962 çулта илет, генерал-лейтенанта - 1968 çулта.

1999 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче вилет.

Чысĕсем

  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ - 2 хут.
  • 1-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи орденĕ - 2 хут.
  • Болгарин "Хăюллăхшăн" орденĕ.

Вуламалли

Каçăсем