Чăнлă районĕ

Чăнлă районĕ (выр. Цильнинский район) — Чӗмпӗр облаҫӗн çурçĕрĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Администраци центрĕАслă Накаткин сали.

Тавралăхĕ

Чĕмпĕр хулинчен 34 çухрăмра, çурçĕр-тухăç еннелле сарăлса выртать.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта 30.1 пин пурăнать, вĕсенчен: чăвашсем — 58 %, вырăссем — 27 %, тутарсем — 13 %.

Район шутне 56 ял тата Чăнлă хула евĕр паçулкă кĕрет.

Истори

Чăнлă районне 1933 çулта йĕркелесе тунă.

XVIII–XIX ӗмӗрсенче Чăнлă район çĕрĕн Пухтел (вырăсла: Богдашкино) салипе Кивĕ Улхаш витĕр Пăва çинелле Хусан почтă тракчĕ каçнă, вăл ун чухне Пенза почтă тракчĕн этапĕ шутланнă.

Çутçанталăк пурлăхĕсем

Çĕр айĕнче тарăнах мар вырнаçнă çунакан сланец усранăвĕсем пур: Вăтам Улхаш фосфорит усранăвĕ. Кунта кирпĕчпе цемент тума тăм кăлараççĕ.

Çавăн пекех

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем