Садки

Садки (выр. Садки) - Чăнлă районĕнчи ял. Пурăнакан çынсен шучĕ 224 (2010), чылайăшĕ - чăвашсем.

Истори

1819-мĕш çул вĕçĕнче статский канашçăн тăлăха юлнă арăмĕ Авдотья Ивановна Белякова флотăн отставкăри лейтенантĕнчен Петр Борисович Бестужевран çĕр илсе унта крепостла хресченсене илсе килнĕ, Садки ялне никĕсленĕ.

Йыш

1903-мĕш çулта: 38 кил (137 арçын тата 139 хĕрарăм пурăннă). 2010-мĕш çулта, пурăнакансене нацилĕх тĕлĕшпе палартсан: чăвашсем (78,7%), тутарсем (10,7%), вырăссем (10,7%)[1][2]. Çапла вара, вырăссем никĕсленĕ тата малтан вырăссем çеç пурăннă яла паянхи кун чăваш ялĕ темешкĕн те май пур.

Хаçатсем

"Чăнлă хыпарĕсем" кашни эрнере тухать.

Паллă çынсем

Асăрхавсем

  1. ^ 2010-мĕш çулхи çырсатуху бази. 2015 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Нацилĕхне каламаннисене шута илмен

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем