Будённовка

Будённовка - (выр. Будённовка) Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕнчи чăваш ялĕ.

Тавралăхĕ

Аслă Накаткинран 35 çухрăмра Сĕве шывĕнчен ытлашши аякрах та мар Чĕмпĕр-Хусан çулĕ çинче вырнаçнă. Пур енчен пăхсан та питĕ меллĕ вырăн. Апла пулин те ял, питех те шел, пĕтсе пырать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Чăнлă районĕн администрацийĕн официаллă сайтĕнчн 4 çын пурнать тесе палартнă[1].

Кунçулĕ

1927-мĕш çулта Кунтиккав çыннисем çак яла никĕслеме хутшăннă. Тен, ытти хăшпĕр ял çыннисем те пулнă пуль вĕсен йышĕнче. Яла мĕншĕн кун пек ят пани паллă мар. Çав вăхăтсенеллех Тутарстанти юнашарла районта Будённый районĕ пулнă. Асăннă район ячĕпе Будённовка ят хушшинче çыхăнусем пуррипе çукки те паллă мар.

Паллă çынсем

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.

Кăсăклă фактсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем