Солнце
Солнце - Чĕмпĕр обласĕнчи Чăнлă районĕнчи ял. Чăваш ялĕ тесе шутламалла. Унăн оригиналла чăвашла ячĕ пурррипе çукки паллă мар.
Истори
Яла 1923-мĕш çулта Анатри Тимĕрçен çыннисем никĕсленĕ[1]. 2014-мĕш çул тĕлне яла çутçанталăк газĕ çитнĕ. Çак пулăма чаплăн уявланă чухне Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк тата Чĕмпĕр облаç Саккун палăртакан пухăвăн депутачĕ Владимир Камеко пулнă[1]. Çак вăхăтран пуçласа Чăнлă районне газификацилесси 88% çитнĕ. Мĕнпурĕ ку ялти 23 киле газ çитнĕ. Эппин кашни килех мар. Мĕншĕн тесен ялта пурĕ 40 кил, вĕсенчен 33-шĕнче килти хуçалăхпа аппаланакансем пур[1].
Хаçатсем
"Чăнлă хыпарĕсем" кашни эрнере тухать.
Паллă çынсем
- Гусарова Елена — Аслă Накаткин ял тăрахĕн гербĕн идейине сĕннĕ çын[2].