Лаптев Павел Васильевич
Павел Васильевич Лаптев — Совет Союзӗн Паттӑрӗ, лейтенант, батарея командирĕ. Вăл 1911 çулта Чӗмпӗр облаҫӗн Чăнлă районĕчи Пухтел ялĕнче çуралнă.
- 1936-мĕш çулта Чĕмпĕр хулинче совпартшкола пĕтерет.
- 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ.
- 1939-мĕш çулта Харьковри артиллери училищин хăвăртлатнă курсĕсенче вĕренет.
Вăрçăра 1941-мĕш çулхи утă уйĕхĕнчен.
- 971-мĕш артиллери полкĕн батарея командирĕ Лаптев лейтенант 24.2.1942 Калуга облаçĕ Юхнов районĕнчи Ивищи ялĕ патĕнче тăшманăн темиçе вут точкине пĕтернĕ. Атака пуçланиччен 3 салтакпа тăшманăн дочĕ патне вăрттăн çитсе ăна аркатнă. Аманнă пулсан та çапăçуран тухман.
- 1944-мĕш çулта командирсен пахалăхне ӳстерекен курсне вĕçленĕ. - 1946-мĕш çултан запасра. Чĕмпĕр хулинче ĕçленĕ.
1954-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăхăтсăр вилнĕ. Чĕмпĕр хулинче пытарнă.
Чыславсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ № 550[1];
- Ленин орденӗ;
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- 3-мĕш шайри Суворов орденĕ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ.
- Пухтелте ăна асăнса урам ятне панă, ял варринче палăк лартнă.
Ӑнлантарусем
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 21 июля 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1942. — 23 июля (№ 28 (187)). — С. 1.
Вуламалли
- Ермолаев А., Калашников Н. Шагнувшие в бессмертие, Ульяновск, “Симбирская книга”, с. 78.
- Ульяновцы в боях за Родину. Саратов, 1964.
- Илле Тукташ. «Павел Лаптев»
Каçăсем
Лаптев Павел Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Энциклопедия Ульяновской области( ӗҫлемен каҫӑ)
- Чăваш энциклопедийĕ
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |