Князькин Николай Григорьевич
Николай Григорьевич Князькин — Совет Союзӗн Паттӑрӗ [1], аслă сержант, танкист. Вăл 1919 çулта Чӗмпӗр облаҫӗн Чăнлă районĕчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Чăваш. 1934-мĕш çулта тăван ялта 7-çулхи шкул пĕтернĕ. "Труд" колхозра шофер пулнă, 1938-мĕш çулта вербовкăпа Иркутск хулине кайса шофер пулса ĕçлет. 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăрать. Вăрçă пуçлансан механик-водителе вĕренме яраççĕ, кайран уралти танк тăвакан завода куçараççĕ.
Пĕр тăванĕ вилсен хăйне фронта яма ыйтать. Днепр юханшывĕ урлă каçнă чухне, Букрин тата Лютеж плацдарăмĕсенчи çапăçусене хутшăнать.
Кейӳ облаçĕнчи Мироново районĕнчи Малый Букрин патĕнчи çапăçура 2 тупă, 2 перекен вырăна, ротăна таран пехотăна пĕтерет. Хотив ялĕ патĕнчи çапăçура 2 тупă, 30 таран лаша урапи тата тăшманăн 3 огнеой точкине пĕтерет. Çав çапăçура вилет. Хотив ялĕнче пытарнă[2], [3].
Чыславĕсем
Асăрхавсем
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 января (№ 3 (263)). — С. 1
- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ Фотолетопись "Ульяновцы: путь к победе"( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ www.podvignaroda.ru/
Вуламалли
- Во славу Родины (1941—1945). М., 1961.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
- Кузнецов И.И. Золотые звезды иркутян. - Иркутск, 1982.
- Малыгин К.А. В центре боевого порядка. М. Воениздат. 1986.
- Ульяновцы в боях за Родину. 2-е изд. Саратов, 1964.
Каçăсем
Князькин Николай Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |