Киев облаçĕ
Киев облаҫӗ (выр. Киевская область, Киевщина) — Украинӑн ҫурҫӗр енчи облаҫӗ. Облаҫ центрӗ — Киев хули, анчах та ун шутне кӗмест. Чи пысӑк хула — Шурӑ Чиркӳ (выр. Белая Церковь), ытти пысӑк хуласем — Бровары, Борисполь, Ирпень, Фастов, Вишнёвое, Буча, Боярка, Обухов, Вышгород, Переяслав.
Физика-географи характеристики
Лаптӑкӗ — 28 121 ҫм². Халӑх йышӗ — 1 722 875 ҫын (2013 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ тӗлне), ҫав шутра хула халӑхӗ — 1 066 812 ҫын (61,92 %), ял — 656 063 ҫын (38,08 %). Центрӗ — Киев хули (облаҫе кӗмест), Украинӑн тӗп хули (ятарлӑ статуслӑ хула).
Географи
Днепрӑн вӑтам юхӑмӗнче, ытларах пайӗпе унӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Облаҫӗн ҫурҫӗр пайӗ Полес айлӑмӗнче вырнаҫнӑ. Хӗвелтухӑҫ (сулахай ҫыран) пайӗ — Днепр айлӑмӗнче (облаҫ чиккисенче тинӗс шайӗнчен 100—140 м ҫӳллӗш абсолютлӑ ҫӳллӗшсем). Вӑта тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енсем — Днепр шывӗсен айлӑмӗсемпе варсен вакланӑ тӳпемрех (тинӗс шайӗнчен 273 м таран) вырӑнта.
Облаҫӗн пӗтӗм территорийӗ Днепр бассейнне кӗрет, вӑл облаҫӑн чи пӗлтерӗшлӗ шыв артерийӗ шутланать. Днепр облаҫӗн ҫӗрӗсенче 246 ҫухрӑм тӑршшипе юхать, чи пысӑк юпписем: Припять (Уж е Уша юппипе), Ӑсан, Ирпень, Стугна, Рось (сылтӑм), Десна, Трубеж, Супой (сулахай). Росьпа Супой Днепра облаҫ чиккисен тулашӗнче юхса кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле облаҫра 177 юханшыв шутланать. Кӳлӗсем нумаях мар, вӗсем ытларах ҫурҫӗрте вырнаҫнӑ. Облаҫ территоринче Днепр каскачӗн ҫӳлти шыв управӗн — Киев каскачӗн — пысӑк пайӗ («Киев тинӗсӗ» теҫҫӗ ӑна тӑтӑшах (1964—1966); тӑршшӗ 110 ҫм, сарлакӑшӗ 12 ҫм таран, лаптӑкӗ — 922 ҫм²; вӑтам тарӑнӑшӗ 4 м таран (чи пысӑкки — 14,5 м), калӑпӑшӗ — 3,73 пин ҫм³), Канев шыв усравӗ (1978 ҫул) вырнаҫнӑ. Облаҫре пӗтӗмпе 13 шыв управӗ, 2000 ытла пӗве, 750 яхӑн пысӑках мар кӳлӗ пур.
Облаҫри тӑпрапа климат условийӗсем кӗрхи тулӑ, сахӑр кӑшманӗ, кукурус, пахчаҫимӗҫ тата ытти ял хуҫалӑх культурисене, ҫавӑн пекех садсемпе ҫырласене ӳстерме меллӗ. Ял хуҫалӑхне аталантарас ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн Киев облаҫне 1958 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Ленин орденӗпе чысланӑ.
Киев облаҫӗн ҫурҫӗр пайӗ хутӑш вӑрмансен зонинче (Украина Полесье; Полесье айлӑмӗ, 183 м) вырнаҫнӑ, ытларах пайӗ — вӑрман ҫеҫенхирӗнче. Облаҫӑн ҫурҫӗр пайӗнчи ҫутҫанталӑк ӳсентӑранӗ лӑсӑллӑ тата хутӑш вӑрмансенчен (ытларах хурӑнпа юман хутӑшӗллӗ, ҫавӑн пекех ҫирӗклӗхлӗ вӑрмансем тата ытти те) тӑрать, ҫавӑн пекех тӗрлӗ курӑклӑ улӑхсемпе тата шурлӑхлӑ лаптӑксем пур; кӑнтӑр пайӗнче — сарлака ҫулҫӑллӑ вӑрмансем (юманлӑ, граблӑ, ҫӑкаллӑ пысӑках мар вӑрмансем), тӗмсемпе ҫарансем.
Киев облаҫӗнче патшалӑх хуҫалӑхӗсем пур: Яготин сунар — шывра ишекен тата шурлӑх тискер вӗҫен кайӑкӗсем; Белозерски (халӗ Белозерски НПП, Переяслав-Хмельницки районӗ, Канев шыв усравӗ) — мулкачсем, хир качакисем, хир сыснисем, пурӑшсем, сӑсарсем, хӑнтӑрсем, шывра ишекен тата шурлӑх тискер вӗҫен кайӑкӗсем; Тип вӑрман Шурӑ Чиркӳ тата Ракитян районӗсем) — мулкачсем, хир качакисем, пӑшисем, пурӑш; Днепровски-Тетерев патшалӑх сунар хуҫалӑхӗ, Залесье наци паркӗ тата ыттисем те. Облаҫра (ытларах енӗпе Полесьере) пӑши, кашкӑр, тилӗ, мулкач, пакша, тыркас, арлан, уй тата вӑрман шӑши тата ытти чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ[1].
Климат
Климачӗ вӑтам континенталлӑ, ҫемҫе хӗл те ӑшӑ ҫулла. Кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам температура облаҫӑн ҫурҫӗрӗнче — −6 ° C, кӑнтӑр-анӑҫра — −5 °; утӑ уйӑхӗнчи — +17 тата +19 ° C; чи сивӗ температура — −34, −36 °; чи ӑшӑ температура — +39, +40 °. Вӑтам статистика ҫулталӑкри сывлӑш температури облаҫӑн ҫурҫӗрӗнче +6,5 °, кӑнтӑрта +7,5 °. Ҫулталӑкра ӳкекен вӑтам нӳр йышӗ 550 мм яхӑн (облаҫӗн ҫурҫӗрӗнче 600 мм, кӑнтӑрта — 500 мм), максимум — ҫулла. +10 ° C е ытларах температурӑллӑ кунсем ҫулталӑкне — 155—175 кун ытла.
Истори
Ӗлӗкрех ячӗ — Киевщина, анлӑрах пӗлтерӗшпе — Надднепрянщина.
Руҫре Киев вулӑсӗ («вулӑс» тата «облаҫь» авалхи вырӑс чӗлхинче сӑмах-синонимсем пек усӑ курнӑ) 1054 ҫулта пулса кайнӑ, ун чухне Ярослав Мудрый(выр.)чăв. Киева управлени тӗлӗшӗнчен «Вырӑс ҫӗрӗн» Чернигов тата Переяславль хулисенчен уйӑрнӑ[2][3].
Киев воеводствине 1471 ҫулта Аслӑ Литва кнеҫлӗхӗ шутӗнче йӗркеленӗ, 1569 ҫултанпа — Польша патшалӑхӗн Кӗҫӗн Польша провинцийӗ шутӗнче. 1793 ҫулта Речь Посполита иккӗмӗш хутчен пайланнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ.
Киев кӗперни (тӑхтавсемпе) 1708 ҫултан пуҫласа 1925 ҫулччен пулнӑ.
Киев облаҫне 1932 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Украина ССР йышӗнче, республикӑн пӗрремӗш пилӗк облаҫӗн шутӗнче йӗркеленӗ. Облаҫӗн административлӑ тӗпӗ — Киев хули.
1932 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче облаҫӑн тухӑҫ районӗсенчен Чернигов облаҫне(выр.)чăв. туса хунӑ.
1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче облаҫӑн анӑҫ районӗсенчен Житомир облаҫне туса хунӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнче 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен облаҫ территорийӗ нацистла Германи оккупацийӗ айӗнче пулнӑ. Ӑна Киев тапӑну операцийӗ(выр.)чăв. вӑхӑтӗнче ирӗке кӑларнӑ.
1954 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче облаҫӑн кӑнтӑр районӗсенчен Черкас облаҫне туса хунӑ, Киев облаҫӗ хальхи чикӗсенче тӑрса юлнӑ.
Раҫҫейӗн ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. пынӑ май облаҫӑн ҫурҫӗр пайне 2022 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа акан 2-мӗшӗччен Раҫҫей ҫарӗсем контоллесе тӑнӑ.
Халӑх йышӗ
Облаҫри халӑх йышӗ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 1 781 044 ҫын пулнӑ, ҫав шутра хула халӑхӗ 1 105 383 ҫын, е 62,1 %, ял халӑхӗ — 675 661 ҫын е 37,9 %[4].
Статистика патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх облаҫри халӑх йышӗ 2013 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ тӗлне 1 722 875 ҫынпа танлашнӑ (ку вӑл ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен 588 ҫын ытларах), ҫав шутра хула халӑхӗ 1 066 812 ҫын (61,92 %), ялтисем — 656 063 ҫын (38,08 %) пулнӑ. Пӗрмай пурӑнакан халӑх йышӗ 1 717 096 ҫын, ҫав шутра хула халӑхӗ 1 055 762 ҫын (61,48 %), ялтисем — 661 334 ҫын (38,52 %).
558 пине яхӑн ҫын (облаҫри халӑхӑн 32 %) Киевра ӗҫленӗ[5].
Киев облаҫӗн хальхи чиккисенчи халӑх йышӗ ӳссе/чакса пыни[6]:
- 1926 — 1 931 000
- 1939 — 1 716 000
- 1959 — 1 719 000
- 1970 — 1 834 000
- 1979 — 1 924 000
- 1989 — 1 940 000
- 1990 — 1 947 600
- 1991 — 1 946 400
- 1992 — 1 937 600
- 1993 — 1 927 600
- 1994 — 1 927 600
- 1995 — 1 911 600
- 1998 — 1 885 200
- 2000 — 1 861 500
- 2003 — 1 808 300
- 2005 — 1 778 900
- 2006 — 1 763 800
- 2007 — 1 751 100
- 2008 — 1 737 300
- 2010 — 1 721 800
- 2011 — 1 717 700
- 2012 — 1 719 600
- 2013 — 1 722 000
- 2014 — 1 725 500
- 2015 — 1 729 200
- 2016 — 1 732 200
- 2017 — 1 734 500
- 2018 — 1 754 300
- 2019 — 1 767 900
- 2020 — 1 781 000
- 2021 — 1 788 500
Наци тӗлӗшӗнчен
2001 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе (пӗтӗмпе: 1 814 280), 1 пин ытларах ҫынлӑ халӑхсене кӑтартнӑ:
- Украинсем — 1 684 803;
- Вырӑссем — 109 322;
- Беларуссем — 8698;
- Поляксем — 2846;
- Эрменсем — 2341;
- Молдавансем — 1515;
- Нацилӗхе кӑтартманнисем е урӑх наци ҫыннисем — 1350;
- Еврейсем — 1270;
- Тутарсем — 1102;
- Азербайджансем — 1033.
Административлӑ-территориллӗ тытӑмлӑхӗ
Киев облаҫӗн административлӑ тӗпӗ — Киев (облаҫ шутне кӗмест).
Облаҫра икӗ эксклав пур— Славутич хули (Чернигов облаҫӗн территорийӗнче) тата Коцюбинское посёлоӗ (Киев хулин территорийӗ хупӑрланӑ).
Районсем
2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче облаҫе 7 района ҫӗнӗлле пайлама йышӑннӑ:[7][8]:
| № | Район | Халӑх йышӗ (пин ҫын)[9] | Лаптӑк (ҫм²)[10] | Администраци тӗпӗ |
|---|---|---|---|---|
| 1 | Шурӑ Чиркӳ районӗ | ▼431 172 | 6510,3 | г. Шурӑ Чиркӳ |
| 2 | Борисполь районӗ | ▼203 154 | 3873,2 | г. Борисполь |
| 3 | Бровары районӗ | ▲241 777 | 2888,2 | г. Бровары |
| 4 | Буча районӗ | ▲375 536 | 2555,5 | г. Буча |
| 5 | Вышгород районӗ | ▲132 136 | 4333,0 | г. Вышгород |
| 6 | Обухов районӗ | ▼227 209 | 3635,3 | г. Обухов |
| 7 | Фастов районӗ | ▲184 095 | 1759,7 | г. Фастов |
Районсем хула, поселок тата ял пӗрлешӗннӗ территори общинисем () ҫине пайланаҫҫӗ.
Хуласем
|
|
Пурӑнман хуласем:
|
| 10 пин ҫынран ытларах пурӑнакан ял-хула 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Облаҫ пайланӑвӗн кунҫулӗ
1966 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Богуслав, Бородян, Володар, Обухов тата Ракитнян районӗсене туса хунӑ.
2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен Киев облаҫӗ 25 районпа облаҫ пӑхӑнӑвӗнчи 11 хуларан тӑнӑ.
Облаҫри администрациллӗ виҫесен, вырӑнти канашсен тата пурӑнан вырӑнсен шучӗ (2020 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗччен):
- районсем — 25;
- пурӑнан вырӑнсем — 1184, ҫав шутра:
- ялсем — 1127;
- хуласем — 55, ҫав шутра:
- хула евӗр посёлоксем — 30;
- хуласем — 25, ҫав шутра:
- облаҫ пӗлтерӗшлисем — 12;
- район пӗлтерӗшлисем — 13;
- ял канашӗсем — 606.
25 районӗ (2020 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗччен):
|
|
|
Хуласен статусӗсем (2020 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗччен):
|
Облаҫ пӗлтерӗшлӗ хуласем:
|
|
Район пӗлтерӗшлӗ хуласем:
|
|
Пурӑнман хуласем:
|
Влаҫ органӗсем
Облаҫри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ — Киев облаҫӗн канашӗ, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗ — Киев облаҫӗн патшалӑх администрацийӗ. Область пуҫлӑхӗ облаҫӗн патшалӑх администрацийӗн председателӗ шутланать, облаҫӗн патшалӑх администрацийӗн председательне Министрсен Кабинечӗ тӑратать, ӑна Украина президенчӗ алӑ пусса ҫирӗплетет.
Экономика
| № | Кӑтарту | Шут виҫи | Пӗлтерӗш,
2014 ҫул |
|---|---|---|---|
| 1 | Тавар экспорчӗ | АПШ долларӗпе, млн | 1852,4[11] |
| 2 | Пӗтӗм Украинӑри пайӗ | % | 3,4 |
| 3 | Тавар импорчӗ | АПШ долларӗпе, млн | 3756,9[11] |
| 4 | Пӗтӗм Украинӑри пайӗ | % | 6,9 |
| 5 | экспорт-импорт | АПШ долларӗпе, млн | −1904,5[11] |
| 6 | Капиталлӑ инвестицисем | млн, Украина гривнипе | 18264,1[12] |
| 7 | Вӑтам ӗҫ укҫи | гривнӑпа | 7200[13] |
| 8 | Вӑтам ӗҫ укҫи[14] | АПШ долларӗпе | 180 |
Украинӑри статистика комитечӗн тата Киев облаҫӗнчи статистикӑн Тӗп управленийӗн материалӗсем тӑрӑх
Промышленность
Ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвне палӑртакан отрасльсем (машиностроени тата металлообработка, прибор тӑвасси, электронлӑ промышленность, электроэнергетика, порошоклӑ металлурги, хими тата нефтехими), ҫаплах производствӑн ҫӗнӗ облаҫӗсем — микробиологи тата картонпа хут кӑларасси — аталаннӑ. Киевӑн хӗвелтухӑҫ хӗрринче вырнаҫнӑ Пролиски посёлокӗнче Борисполь автобус завочӗ ӗҫлет. Завод ҫулталӑкне тӗрлӗ модификациллӗ 1700 автобус кӑларать. Завод «Эталон» автомобиль тӑвакан наукӑпа тӗпчев институчӗпе ҫыхӑнса ӗҫлет.
Курорт ресурсӗсем
Киев облаҫӗн курорт ресурсӗсем — меллӗ ҫемҫе климат тата ҫӗр айӗнчен уҫласа кӑларакан минераллӑ шывсем. Пысӑк мар минераллӑ тата тӗрлӗ хими йышӗллӗ (сульфатпа хлоридлӑ кальци-натри, гидрокарбонатлӑ магни-кальци) радон шывӗсем, облаҫри Мироновка хули ҫывӑхӗнче тата Мироновка районӗнчи Владиславовка посёлокӗнче, Шурӑ Чиркӳ курортӗнче, Конча-Заспа курорт тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Бровары хули ҫывӑхӗнче хлоридлӑ натри шывӗсене ҫиеле кӑларнӑ (облаҫра — ача-пӑча сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсем (шкул ачисен кану лагерӗсем) йышлӑ, ҫав шутра, сӑмахран, «Журавочкара» Бровары хули ҫывӑхӗнче).
Курортпа сиплев ресурсӗсене торф пылчӑкӗсем те кӗреҫҫӗ, вӗсен вырӑнӗсем Киев облаҫӗн ҫурҫӗр енче (Десна, Припять, Здвиж юханшывӗсен айлӑмӗсем) пур.
Паллӑ вырӑнсем
Киев облаҫӗн территорийӗнче архитектурӑпа истори тата культура палӑкӗсем нумай. Уйрӑмах вӗсемпе Киев — авалхи хула, Киев Руҫӗн тӗпӗ — пуян. Кунта хула хӳтлӗхӗсен юлашкисем сыхланса юлнӑ — Ылтӑн хапха (XI ӗмӗр), Софи соборӗ (1017—1037 ҫулсенче хывнӑ) — Киев Руҫӗн храмӗн тӗп обществӑпа тӗн ҫурчӗ, Киев-Печера лаврин ансамблӗ (XI ӗмӗр варринче никӗсленӗ, 1926 ҫултан — историпе культура музей-заповедникӗ), Берестоври (1113—1125) тата Кирилл (XII ӗмӗр) Спас чиркӗвӗсем, Никола Притыска (Никольско-Притиская) тата Ильинская (XVII ӗмӗр) монументлӑ чиркӳсем; XVII—XVIII ӗмӗрсем тӗлне ытларах украин барокко стилӗпе — Киеври София (П. Могила никӗсленӗ), Выдубецкий (XI—XVIII ӗмӗрти) тата Фроловский (Притиско-Никольская ул., 5) монастырьсен ансамблӗсем, Покровски (Бехтерёв тӑкӑрлӑкӗ, 15) тата Андрей чиркӗвӗсем (1749—1753), Мариински (1747—1755) тата Кловски керменӗсем, Киево-Печера лаврӗн Мӑн колокольни тата ыттисем те.
XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнче — XIX ӗмӗрӗн 1-мӗш ҫурринче классицизм стилӗпе хуласенче пысӑк ҫуртсем тунӑ: Шурӑ Чиркӳре Пасар лапамӗнчи суту-илӳ речӗсем (1809—1814), складсем, почтамт (сооруженисен ансамблӗ, 1825—1831), Хӗллехи кермен (1796), «обществӑлла пухусен ҫурчӗ» (Дворянсен пухӑвӗн ҫурчӗ) тата гимнази ҫурчӗ; Киевра пархатарлӑ хӗрсен институчӗ тата университет тата ыттисем, ял хутлӑхӗсенче — парксемлӗ улпут керменӗсем; Шурӑ Чиркӳ ҫывӑхӗнче «Александрия» ятлӑ дендрологи паркӗ (Мюффо, Доминик Ботани, ҫавӑн пекех А. Энс архитекторсем тунӑ; дендропарк музейӗ пур).
Тӗп хулара палӑксем нумай, ҫав шутра Владимир кнеҫе (1853 ҫ.) , Ольга кнеҫе (1911, 1996 ҫулта ҫӗнетнӗ) тата Богдан Хмельницкие (1881—1888), Магдебург правине (1802—1808); Сӑваплӑ Успени Киев-Печера лаврӗнче П. А. Столыпин(выр.)чăв. ӳтне, ҫаплах (Лаврӑн аялти пайӗнче, ҫывӑхри тата аякри хӑйӑр шӑтӑкӗсенче) Нестор кунҫул ҫыравҫине, Агапита сиплевҫе, Илия Печерский инок хӑвачӗсенге пытарнӑ.
Ҫавӑн пекех XX ӗмӗрти хальхи архитектура палӑкӗсем те кӑсӑк: спорт (1958—1960) тата пионерсен (Киев ача-пӑчапа ҫамрӑксен керменӗ) керменӗсем, Борисполь аэровокзалӗ; «Украина» культура керменӗ (1970, 1997—1998 ҫулсенче реконструкциленӗ); тата Киев музейӗсем — Украина ҫурчӗ (курав центрӗ, ӳнер керменӗ), истори, украин сӑнарлӑ ӳнерӗн (наци ӳнер музейӗ), анӑҫ тата тухӑҫ ӳнерӗн (Богданпа Варвара Ханенко ячӗллӗ ӳнер музейӗ), медицина историйӗн (Б. Хмельницкий урамӗ, 37), музей-аптека, халӑх архитектурипе йӑла-йӗрке (Пирогово, 150 га; 1969) тата ыттисем (пурӗ 15 ытла музей).
Переяслав-Хмельницкий хулинче XI—XII ӗмӗрсенчи ҫуртсен (епископ керменӗ, Михаил храмӗ тата ыттисем) юлашкийӗсене чавса уҫнӑ, Михайлов чиркӗвӗ (1646—1666, Михайлов храмӗн ишӗлчӗкӗсем ҫинче хӑпартнӑ (1090) тата Вознесени мӑнастӑрӗн ансамблӗ (1695—1700) упранса юлнӑ; музейсем — истори, XVIII ӗмӗрти украин философӗн, сӑвӑҫин тата педагогӗн Г. С. Сковородан мемориалӗ, ҫӗнӗ архитектура тата йӑла-йӗрке (20 музей патнелле); краеведени музейӗ ҫаплах Шурӑ Чиркӳре (1924 ҫултанпа) пур.
Шурӑ Чиркӳре П. К. Саксаганский ячӗллӗ облаҫ драма театрӗ (1933) ӗҫлет; орган тата камера кӗввисен ҫурчӗ пур. Вырӑссен чи аслӑ хулисенчен пӗринче Васильковӑра — Сӑваплӑ Антонипе Феодосия соборӗ (1756—1758 ҫулсем) тата Николаев чиркӗвӗ (1792) пур. Фастовра — сӑра музейӗ.
Киевщинӑра Киев-Печера лаврӑн кивӗ икона йӑлин витӗмӗпе йӗркеленӗ хӑйнеевӗрлӗ халӑх турӑш стилӗ пулнӑ. Ҫветтуйсене тӗттӗм-кӑвак, тӗксӗм симӗс, хура-симӗс е хура нимблӑ тӗксӗм тӗссемпе ӳкернӗ. Киевщинӑри килти турӑшсен коллекцийӗ «Замок Радомысль» историпе культура комплексӗнчи Украинӑри килти турӑшсен музейӗн экспозицийӗн пӗр пайӗ пулса тӑрать[15].
Облаҫра ҫуралнӑ паллӑ ҫынсем
- Вовченко Иван Антонович (1905—1976) — совет саманинчи ҫар ӗҫченӗ, танк ҫарӗсен генерал-майорӗ (1943 ҫул);
- Козловский Иван Семёнович(выр.)чăв. (1900—1993) — юрӑҫ, СССР халӑх артисчӗ (1940);
- Короленко Иосиф Федосеевич (1902—1978) — совет саманинчи ҫар ӗҫченӗ, артиллери генерал-майорӗ (1944 ҫул);
- Сердюк Александр Иванович(выр.)чăв. (1900—) — актёр, театрпа кино режиссёрӗ, СССР халӑх артисчӗ (1951);
- Сидоренко Пётр Иванович (1907—1985) — совет саманинчи ҫар ӗҫченӗ, артиллери генерал-лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ;
- Малышко Андрей Самойлович (1912—1970) — совет украин ҫыравҫи тата тӑлмачӗ.
Хисепӗсем
- Ленин орденӗ (1958)[16].
Ӑнлантарусем
- ^ Природно-заповідний фонд Києва. Довідник(укр.) / Редкол. М. М. Мовчан та ін.. — «Арктур-А», 2001. — С. 64. — ISBN ISBN 966-7572-05-6.
- ^ Первое упоминание Киевской волости встречается под 1054 годом в Успенском сборнике. Успенский сборник XII-XIII вв.. — 1971. — С. 62.
- ^ Горский А. А., Кучкин В. А., Лукин П. В., Стефанович П. С. Древняя Русь: очерки политического и социального строя. — 2008. — С. 17.
- ^ Державна служба статистики України. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Александр Сергиенко, Анатолий Ткачук. Киев в оковах окраин, или Как развиваться украинским мегаполисам? (13 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Головне управління статистики в Київській області - Населення (1995-2019). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Постанова Верховної Ради України «Про утворення та ліквідацію районів». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Нові райони: карти + склад. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Чисельність наявного населення України на 1 січня 2022
- ^ Київська область - Райони
- ^ 1, 2, 3 Географическая структура внешней торговли товарами Киевской области за 2014 год , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи акан 7-мӗшӗнчи копийӗ(укр.)
- ^ Капитальные инвестиции по видам активов за 2014 год , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи акан 6-мӗшӗнчи копийӗ(укр.)
- ^ Среднемесячная заработная плата штатных работников по городам и районам Киевской области за январь — декабрь 2014 года , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи акан 6-мӗшӗнчи копийӗ(укр.)
- ^ Официальный курс гривны НБУ (средний за период) (укр.). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Богомолець О. Замок-музей Радомисль на Шляху Королів Via Regia. — 2013.
- ^ Области, награждённые Орденом Ленина - Страница 4 - Forum FALERISTIKA.info (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ.