Анклав
Анклав (фр. enclave, лат. inclavatus — «хупă, питĕрнĕ») — патшалăхăн тĕп çĕрĕпе çыхăнман лаптăкĕ. Анклав йĕри-тавра урăх патшалăхăн (патшалăхсен) çĕрĕсем вырнаçнă.
Эксклав (лат. ex — тулаш + clavis — çăруççи), — патшалăх (патшалăхсен) ăшĕнчи урăх патшалăхăн лаптăкĕ.
Тĕслĕхсем: Калининград облаçĕ (Раççей), Начихевань автономлă республики (Азербайджан). Эксклавăн çыранĕсем тинĕс енне тухаççĕ пулсан ăна çурэксклав теççĕ.
Çапла вара, кун пек çĕрсене анклав е эксклав теесси хăш патшалăх куçĕпе пăхнинчен килет.
Пĕтĕм тĕнче килĕшĕвĕсем тăрăх, элчĕлĕхсем, консуллăхсем, вĕсем вырнаçнă патшалăхшăн, эксклавсем шутланаççĕ.
Кулленхи калаçура суверенлă, пăхăнманлăхлă патшалăхсемпе мар, ахаль административлă тытăмсемпе çыхăннă кун пек территорисене те анклав (ытларах чухне) е эксклав (сайрарах) теççĕ.
Чăваш республикин анклавĕсем
Чăваш республикин ăшĕнчи эксклавсем
Чăваш Ен ăшĕнче уншăн эксклавсем шутланакан территорисем пур, анчах та вĕсенче ялсем е çын пурăнакан урăхла вырăнсем çук. Вĕсем — ялхуçалахĕнче усă куракан çĕрсем.
Ӑнлантарусем
Тӗнче прави |
|||||
---|---|---|---|---|---|
Пĕрлехи хывнисем |
Истори • Субъектсем • Çăлкуçсем (договор • обычай • прецедент • тивĕç-ирĕкĕн пĕрлехи принципĕсем • доктрина) • Принципы • Нормы • Jus cogens • Erga omnes • Кодификаци • Имплементаци |
Тивĕç-ирĕк субъектлăхĕ
Патшалăхсем • Организацисем • Наци-ирĕклĕх юхăмĕ • Суверенитет • Иммунитет • Правопреемство • Континуитет • Признание • Самоопределение • Нейтралитет | |||
Территори |
| ||||
Пурăнан халăх |
| ||||
Отраçлĕсем |
Тĕнчери организацисен • Прав человека • Дипломатическое • Консульское • Международных договоров • Морское • Воздушное • Космическое • Охраны окружающей среды • Экономическое • Мирное разрешение международных споров • Международной безопасности • Гуманитарное • Международной ответственности • Уголовное |