Пĕрремĕш Микишĕн

Пĕрремĕш Никишино- Чăваш Енĕн Шӑмӑршӑ районӗнчи ял пулнă вырăн, тĕл. Чăн малтанах вырăс ялĕ пулнă. Республикăн тĕп территорийĕн тулашĕнче вырнаçнă Улмаллă ялпа тата Иккĕмĕш Никишино тĕлпе пĕрле пĕр анклав.

Микишĕн: 1917-1920 (тепĕр тĕлте:1926-мĕшчен), Микишĕн Пĕрремĕш Пайĕ: 1920-1957 (тепĕр тĕлте: 1948-мĕшчен), Пĕрремĕш Микишĕн: 1958-мĕш çултанпа[1].

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Хальхи вăхăтра никам та пурăнмасть.

Истори

Чĕмпĕр кĕпернин Пӑва уесӗнчи Шамккай вулăсĕн 1897-мĕш çулхи[2] тата 1913-мĕш çулхи[3] ялĕсен йышĕнче Пĕрремĕш Никишино, Иккĕмĕш Никишино е Никишино тенисем çук. Никитино тени çеç тĕл пулать.

1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӗрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шамккай вулăсĕнче шутланнă.

1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.

Ялсен шутĕнчен 1976-мĕш çулта кăларса пăрахнă. Вĕсемпе çыхăннă материалсем Шӑмӑршӑри, Шупашкарти, Чĕмпĕрти, Пăвари архивсеме ытти йĕркелĕмсенче упранма пултараççĕ.

Паллă çынсем

Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернисен йышĕнче[4] Никитино[5] ялĕнчен тухнă ултă çынна асăннă:

  • Корчагин Александр Матвеевич (?-?) — вĕреннĕ çулсем: 1879-мĕш çулччен
  • Космовский Георгий Димитриевич (1876-?) — вĕреннĕ çулсем: 1891-1897
  • Космовский Иван Сергеевич (1895-1919) — вĕреннĕ çулсем: 1907-1913
  • Воронцов Михаил Иванович (1896-?) — вĕреннĕ çулсем: 1911-1915
  • Воронцов Степан Васильевич (1884-?) — вĕреннĕ çулсем: 1897-1903
  • Воронцова Мария Ивановна (1898-?) — вĕреннĕ çулсем: ?-1913

Хăшĕ хăш Никишăнăпа (Пĕрремĕшĕпе е Иккĕмĕшĕпе) çыхăнни мар.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

  1. ^ Алфавитный список населённых мест с изменениями в названии. — Моё Семейное Древо
  2. ^ 1897 СНМ Симбирской губернии.
  3. ^ Список населенных мест Симбирской губернии. - Симбирск : Симб. губ. стат. ком., 1913. - XI, 283 с.
  4. ^ Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.
  5. ^ Патша саманинче ял çавăн ятлă пулни пирки каларăмăр ĕнтĕ.