Çĕнĕ Тăрăн

Çĕнĕ Тăрăн (кĕскен: Çăнтăрăн, выр. Новое Буяново)- Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕн ялĕ. Хырла юханшывĕ хĕрринче, вăрман варринче вырнаçнă.

Ялпа юнашар "Ёлочка" санаторий вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 322 çын, çав шутра 146 арçын, 176 хĕрарăм пурăннă[2].

Истори

1920 çулччен Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесен Турхан вулăсне кĕнĕ. 1920-1921 çулсенче Ҫӗрпӳ уесӗн Йĕпреç районне кĕнĕ.

1927-мĕш çулчен Вăрманти Тăрăн ятлă пулнă.

1921 çулхи утăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районне кĕнĕ, 1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче Аслă Патăрьел районне, 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн каллех Патăрьел районне, 1939 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шăмăршă районне кĕртнĕ. 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Патăрьел районне, 1965 çулхи пушăн 14-мĕшĕнченпе халиччен Шăмăршă районне кĕрет.

1927-мĕш çултанпа Карапай-Шăмăршă ял канашне кĕрет.[3].

Паллă çынсем [4]

Транспорт

Ялпа юнашар А151 [5] автоçул иртсе каять.

Каçăсем