Илпек Микулайӗ
Илпек Микулайĕ (паспортри ячĕ Ильбеков Николай Филлипович, 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Шӑмӑршӑ районӗ, Чăваш АССР) — 1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.
1948 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1970 çулта Чăваш АССР халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.
Вăрçăра Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсене тата медальсене тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
1915 çулхи çу уйăхĕн 19 Чăваш Енри Шӑмӑршӑ районӗнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă.
Патăрьелри педтехникумĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă.
1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Сăвă-калав çырма Шупашкар педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи сулăмли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Ăна вырăс, болгар тата ытти чĕлхесене те куçарнă.
Ильпек Микулай чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарнă.
Çавăн пекех Петӗр Хусанкай, Ҫемен Элкер, В. Митта тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Асăнмалăх
- Илпек Микулайĕ ятне Шупашкарти урама тивĕçтернĕ.
Каçăсем
- «Хура çăкăр» романĕ
- Илпек Микулайĕн хайлавĕсем
- Илпек Микулайне Европа палăк лартать 2018 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче архивланӑ.