Корчаков Николай Васильевич

Корчако́в Никола́й Васи́льевич (1949 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ, Асанкасси, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш театр актёрӗ, режиссёрӗ. Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2001). Вӑл Чӑваш патшалӑх экспериментлӑ драма театрне (халӗ Чӑваш патшалӑх мимика театрӗ) йӗркелекенсенчен пӗри тата унӑн пӗрремӗш пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Николай Корчаков 1949 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енри Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Василий Павлович Корчаков, «Родина» колхоз председателӗ пулнӑ. Ачаранах пултарулӑх енне туртӑннӑ: шкулта вӗреннӗ чухне хор солисчӗ пулнӑ, «Пасна ҫинчи асамат» литература журналне кӑларса тӑнӑ[1][2].

1972 ҫулта Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен (ЛГИТМиК) веренсе тухнӑ. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ, хӑйӗн ӗҫ ҫулне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӑ (тӗрлӗ ҫулсенче актёр, режиссёр тата театр директорӗ пулса ӗҫленӗ)[3].

1976 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актёр тата режиссёр-постановщик пулса вӑй хунӑ.

1995 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче Чӑваш патшалӑх экспериментлӑ драма театрне йӗркелеме хутшӑннӑ, унӑн пӗрремӗш пултарулӑх ертӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл ертсе пынипе коллектив сцена ӳнерӗн ҫӗнӗ, пластика ҫинче никӗсленнӗ формисене алла илнӗ[4].

Николай Корчаков 2010 ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Василий Павлович Корчаков, колхоз председателӗ.
  • Мӑшӑрӗ — Светлана Васильевна Корчакова, актриса, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ. 1970 ҫулта пӗрлешнӗ.
  • Ачисем:
    • Ирина (филолог);
    • Дмитрий (историк)[2].

Пултарулӑхӗ

Хӑйӗн пурнӑҫӗнче Николай Корчаков 40 ытла спектакль лартнӑ. Вӑл чӑваш драматургӗсемпе тачӑ ҫыхӑнура ӗҫленӗ, пьесӑсене сцена валли майлаштарма пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Мари Эл тата Коми театрӗсенче йыхравланӑ режиссёр шайӗнче спектакльсем лартнӑ[5].

Актёр ӗҫӗсем

Николай Корчаковӑн чи паллӑ сӑнарӗ — А. Чебановӑн «Праски инке хӗр парать» камитӗнчи Митя ролӗ[4].

Ҫавӑн пекех вӑл А. Вампилов пьевипе лартнӑ «Пӗчӗк хула камичӗсем» спектакльте Потоапова вылянӑ, Н.Т. Терентьев пьесипе лартнӑ «Ҫиҫем хыҫҫӑн аслати» спектакльте — чекиста. Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» романӗ тӑрӑх лартнӑ пӗрешкел ятлӑ спектаклӗнче Намаҫ рольне калӑпланӑ. Артист ҫак сӑнара 16 ҫул хушши вылянӑ, ку ӗҫшӗн ӑна куракансем питӗ юратнӑ[3].

Режиссёр ӗҫӗсем

Чӑваш драмтеатрӗнче тата ытти театрсенче лартнӑ паллӑ ӗҫсем:

  • «Судра» (Ф. Павлов);
  • «Юнашарах телей ҫӳрет» (Н. Сидоров);
  • «Хӗр ҫураҫма кайсан» (Н. Сидоров; 1994);
  • «Пуса каччи» (Н. Сидоров; 1996);
  • «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» (Н. Угарин);
  • «Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн» (А. Н. Островский; 1998);
  • «Хамӑр ҫынсем – йӳнеҫтерӗпӗр» (А. Н. Островский; 1993);
  • «Тухса каяс умӗн» (Н. Сидоров; 2000);.

Хисеплӗ ятсемпе парнесем

  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамоти (1981);
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1992);
  • Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2001)[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Александра Краснова. Корчаков Николай Васильевич (выр.). Республика. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Корчаков Николай Васильевич (17.05.1949 – 06.04.2010). Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Николай Корчаков — биография. Кино-Театр.РУ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 65 лет назад родился Корчаков Николай Васильевич. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (17 ҫӑвӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  5. ^ Н.Д. Говорова. Корчаков Николай Васильевич (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Корчаков, Н. В. Николай Корчаков: «Пурнăç улшăнсан та этем чунĕ улшăнмасть» / Н. В. Корчаков ; К. Киргизова [калаçнă] // Тăван Атăл. – 2008. – № 2. – С. 151-154. – (Куçа-куçăн).
  • Корчаков, Н. Çĕнĕ шухăшсемпе кун кунлатăп / Н. Корчаков ; Н. Смирнова калаçнă // Хыпар. – 2009. – 30 çу. – С. 6. – (Культура : хушма кăларăм / кăларăма Н. Смирнова хатĕрленĕ ; № 6).
  • Краснова, Т. Спектакльсене чĕри витĕр кăларать / Т. Краснова // Хыпар. – 2009. – 27 юпа. – С. 4.
  • Николай Васильевич Корчаков : [некролог] // Хыпар. – 2010. – 8 ака. – С. 4.
  • Пурӑннӑ пулсан... / Н. Смирнова хатерленӗ // Хыпар. – 2019. – 7 ҫӗртме. – С. 16.
  • Говорова, Н. Д. Корчаков Николай Васильевич / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 327.
  • Кириллова, Р. На бойком театральном месте / Р. Кириллова // Совет. Чувашия. – 2009. – 24 окт. – С. 3. – (Площадь искусств).
  • Корчаков Николай Васильевич : [некролог] // Совет. Чувашия. – 2010. – 8 апр. – С. 19.
  • Матвеева, Г. Новый директор – старый знакомый / Г. Матвеева // Совет. Чувашия. – 2006. – 17 янв. – С. 1.

Каçăсем