Изъяр

Изъяр (улăхри мари изи ер, ту çинчи мари изи йӓр) — Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ айлӑмри кӳлӗ, ҫутҫанталӑк палӑкӗ. Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн ҫурҫӗр лесничествин 50-мӗш тӑваткалӗнче, Ҫурҫӗр посёлокӗнчен 2 км хӗвелтухӑҫнерех вырнаҫнӑ.

Ячӗ

Кӳлӗ ячӗ мари чӗлхинчен пулса кайнӑ, изи тени «пӗчӗк», ер — «кӳлӗ» тенине пӗлтерет. Ҫапла майпа кӳлӗ ятне «пӗчӗк кӳлӗ» тесе куҫарма пулать[1].

Сӑнласа пани

Изъяр кӳлли 5 км2 лаптӑк йышӑнать, тӳркӗтеслӗ хурмӑллӑ (анлӑшӗ 110 метр, тӑршшӗ — 390 м.), чашӑк евӗрлӗ лапамра вырнаҫнӑ. Вӑл карстран пулса кайнӑ[1].

Чи пысӑк тарӑнӑш 3,5 метр. Тӗпӗ юшкӑнлӑ-хӑйӑрлӑ, тарӑнӑшӗ варринелле ҫывхарнӑ май ӳсет[2]. Шывӑн витӗр курӑнаслӑхӗ 200 см танлашать. Кӳлӗ шывӗ сульфат-гидрокарбонат-магний типӗллӗ (301,6 мг/л), йӳҫеклӗхӗ пысӑках мар (pH — 6,4-6,6)[1].

Вӑрманлӑ тӑрӑхра вырнаҫнӑ, кӳлле лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем хупӑрласа илнӗ. Ытларах хыр, хурӑн тата ӑвӑс ӳсет. Кӳлӗ ҫыранӗсем ҫирӗп, тухӑҫ енчи сӗвек, хӑйӑрлӑ[1].

Ҫыран хӗрринчи тӑрӑхра кӗҫеллӗ ӳсентӑранӑн 108 тӗсӗ ӳсет[1], тырӑ йышшисем, пысӑках мар лаптӑкпа хӑмӑш, антӑс курӑкӗ тӗл пулать. Уйрӑммӑн сыхлаканни шутне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ ҫеҫпӗл кӗрет[2].

Фауна

Вӗҫен кайӑксенчен кӳлӗре акӑшсем, кайӑк хурсем, кӑвакалсем, чарлансем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӳлӗ тавра вӗрене тӑрри, вӗлтрен тӑрри, вӑрман конёкӗ, чие кайӑкӗ пурӑнаҫҫӗ. Шывра пурӑнакансенчен кунта карас, карп, ҫӑрттан, ҫупах, чапак, шӗпшӗл тата ытти тӗссем тӗл пулаҫҫӗ, шыв ҫывӑхӗнчисенчен — ондатра[2].

Уйрӑм сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗ

Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн 1981 ҫулхи акан 2-мӗшӗнчи 186 №-лӗ постановленипе кӳлле ҫутҫанталӑк палӑкӗ тесе йышӑннӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 336 №-лӗ «Заволжски» регион пӗлтерӗшлӗ патшалӑх ҫутҫанталӑк заказникне туса хурасси ҫинчен» постановленипе кӳлле регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗ шутне кӗртнӗ. «Заволжский» заказникӑн 2 №-лӗ участокӗнче вырнаҫнӑ. Заказника Раҫҫей Федерацийӗн Хӗрлӗ кӗнекине(выр.)чăв. тата Чӑваш Республикин ӳсентӑранпа чӗрчун тӗнчин объекчӗсене упраса хӑварас, чӗртсе тӑратас тата ҫӗнетес, асӑннӑ лаптӑкра экологи шайлашӑвне йӗркене кӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ[1].

Заказник территорийӗн, ҫавӑн пекех унӑн йышне кӗрекен кӳлӗн ятарлӑ статус пулнӑ май кӑвайт чӗртме тата ятарласа хатӗрленӗ вырӑнсемсӗр пуҫне спорт, савӑнӑҫ е ытти мероприятисем ирттерме, транспортпа куҫса ҫӳреме, вӗсене вырнаҫтарма чарнӑ тата ытти тӗлӗшӗнчен чарусем кӗртнӗ[1].

Хальхи вӑхӑтра

Кӳлӗ таврашне халӑх йышлӑн канма ҫӳрет. Кунта шыва «сиплев вырӑнӗ» пек усӑ кураҫҫӗ. Кӳлӗн пысӑках мар тарӑнӑшӗ ачасене шыва кӗмешкӗн хӑрушсӑр шутланать[3].

2010 ҫулта кӳлӗ таврашӗнчи лаптӑкра хӑватлӑ вӑрман пушарӗ тухнӑ пулнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн ку тӑрӑхри экосистемӑна чылай сиен кӳнӗ. Хальхи вӑхӑтра лаптӑк юсанса пырать, ку ӗҫ халӗ те вӗҫленмен-ха. Пушар мӗн таран сиен кӳнине пӑхмасӑрах кӳлӗре унчченхи пекех вӗҫсе иртекен акӑшсем чарӑнаҫҫӗ[2].

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем